Олег Николаев витӗм кӳнипе «АСАМ» фестиваль аслӑ лигӑна тухнӑ: Чӑваш Енре чи лайӑх шкул театрӗсене хисеплӗ ят панӑ

Олег Николаев витӗм кӳнипе «АСАМ» фестиваль аслӑ лигӑна тухнӑ: Чӑваш Енре чи лайӑх шкул театрӗсене хисеплӗ ят панӑ

К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче шкул театрӗсен «АСАМ» III фестивалӗн ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Кӑҫал ӑна Раҫҫей Федерацийӗнче Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин ҫулталӑкне тата Чӑваш Республикинче Ҫӗнтерӳпе патриотизм ҫулталӑкне халалласа ирттернӗ.

Чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен пуҫласа 25-мӗшӗччен иртнӗ республика тапхӑрӗнче патшалӑх культура учрежденийӗсен представителӗсенчен тата культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗсенчен йӗркеленӗ жюри чи лайӑх 32 постановкӑна хакланӑ, тӗрлӗ номинацире ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ.

 «Хаклӑ ачасем! «АСАМ» виҫҫӗмӗш фестиваль пирӗншӗн пуриншӗн те чӑн-чӑн пултарулӑх вӑхӑчӗ пулса тӑчӗ. Эсир рольсене ахаль выляман эсир вӗсене сцена ҫинче пурӑнса курнӑ, хӑвӑра вӗрентекенсем сисӗмлӗ ертсе пынипе хӑйне евӗрлӗ сӑнарсем калӑпланӑ. Вӗсем пулӑшни тата профессионализм сирӗнтен кашнинех хӑйӗн пултарулӑхне уҫса пама пулӑшрӗҫ.

Фестиваль мӗнле аталанса ӳссе пынине пурсӑмӑр та лайӑх куратпӑр: кӑҫал пирӗн аслӑ лига ҫуралчӗ, ҫакӑ унӑн аталанӑвӗпе паллӑ пулнине ҫирӗплетет. Анчах чи кирли вӑл — эсир  хӑвӑрӑн тавракурӑмлӑха пуянлатни. Вӑл сире пурнӑҫа ҫӗнӗ пӗлтерӗшсемпе тултарма пулӑшӗ. Сирӗнтен хӑшӗ-пӗри, тен, хӑйӗн пурнӑҫне театрпа ҫыхӑнтарӗ, эпир вара, аслисем, ҫак йышӑнӑва пулӑшатпӑрах, сирӗн талантӑра аталантарма мӗн пур услови туса парӑпӑр. Хӑвӑрӑн пултарулӑх хӑватне упрӑр! Ан чарӑнӑр, ҫӗнӗ пуҫарусем шырӑр, вӗсене пурнӑҫа кӗртӗр. Шӑпах командӑра йӗркеленӗ кирек мӗнле хайлав та яланах ҫутӑ та вӑйлӑ, витӗмлӗ  пулса тухать», –  тесе палӑртса каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег  Николаев.

 «АСАМ» фестиваль – ахаль проект кӑна мар, пултарулӑхпа асамлӑх территорийӗ пулса тӑрать. Кунта хӑюлӑх ҫуралать! Сцена ҫине тухнӑ чухне рольсене вылянисӗр пуҫне эсир — илемлӗ те витӗмлӗ калаҫма, хӑвӑр чунӑра пуянлататӑр. Театр сире чи тӗрлӗ кӑмӑл-туйӑма пурӑнса ирттерме май парать, пӗр-пӗрне тарӑнрах хаклама, юратма, пулӑшса пыма вӗрентет. Ҫак хӑнӑхусем хӑть мӗнле профессие лексен те сирӗнпе ӗмӗрлӗхех юлӗҫ. Ҫак фестиваль тата  та вун-вун ҫул пурӑнтӑр, эсир вара, ҫулсем иртсен, ҫак самантсене ӑшшӑн аса илсе театра ҫитес ӑрусене хӑвӑр юратнине пӗлтеретӗр. Ҫак тӗлӗнтермӗше тума пулӑшакансене пурне те тав!» – тесе каланӑ Алла Салаева. Ҫавӑн пекех вӑл Чӑваш Ен Пуҫлӑхне Олег Николаева, Республика Правительствине тата «Чӑваш Енри хӗрарӑмсен союзӗ» общество организацийӗн председательне Наталья Николаевӑна фестивале йӗркелесе ирттерме пулӑшнӑшӑн тав тунӑ.

 «Сцена искусствине  шкулсенче ачасене хӑнӑхма вӗрентекенсене пысӑк тав. Сире пула ачасем  хӑйсен пултарулӑхне аталантарса пыма вӗренсе пыраҫҫӗ. Пирӗн республикӑра кӗҫех театр постановкисене хутшӑнни чӑн-чӑн тренд пуласса ӗненетӗп, кашни шкул ачи сцена ҫинче пӗрре те пулин  пулса курӗ. Театрта выляни вӑл – тӗнчене пултарулӑх урлӑ пӗлме май пурри. Тен  сирӗн хушӑрта пуласлӑхра Раҫҫейӗн пулас ҫӑлтӑрӗсем», – тесе палӑртнӑ Наталья Николаева.

Вун пӗр номинаципе иртнӗ награда церемонийӗ шайӗнче икӗ тӗп категорире ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ. «Аслӑ лигири чи лайӑх спектакль» ята илме Шупашкарти  Р. Е. Шалаев Раҫҫей Геройӗ ячӗллӗ 4-мӗш номерлӗ Лицейӗн «Я – русский» постановки тивӗҫнӗ. «Пысӑк формӑллӑ чи лайӑх спектакль» ята Шупашкарти 43 №-лӗ  пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулӑн «Белая ночь» ӗҫӗ тивӗҫнӗ. Икӗ вӗренӳ заведенийӗ те музыка оборудованийӗ туянма 500 пин тенкӗлӗх сертификат илнӗ.



01 декабря 2025
09:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter