Чӑваш Ен Конституцийӗ республика аталанӑвӗн никӗсӗ пулнине каланӑ регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Чӑваш Ен Конституцийӗ республика аталанӑвӗн никӗсӗ пулнине каланӑ регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Чӑваш Енре регионӑн Тӗп саккунӗн юбилейне халалланӑ «Чӑваш Республикин Конституцийӗ 25 ҫул: аталану тапхӑрӗсем тата ҫӗнӗ приоритcем» ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртнӗ.  Мероприятине Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ йӗркелесе ирттернӗ.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев документ пирки ҫапла каланӑ: «Паян Конституци Чӑваш Ен аталанӑвӗшӗн шанчӑклӑ тӗрев пулса тӑрать тата  кашни ҫыншӑн право тӗлӗшӗнчен уҫӑмлӑ ориентир. Шӑпах конституци принципӗсем ҫине таянса эпир пурте пӗрле тӑван республикӑн пуласлӑхне йӗркелетпӗр»,  тенӗ.

Республика умӗнче тӑракан чи пӗлтерӗшлӗ тӗллевсен шутӗнче – хальхи аталану программисене тивӗҫлипе пурнӑҫласси тата федераци шайӗнче хута каякан ҫӗнӗ программӑсене май килнӗ таран тухӑҫлӑн хутшӑнасси.   Чӑваш Республики умӗнчи анлӑ та пысӑк тӗллевсене эпир пӗрлехи вӑйпа ӑнӑҫлӑн татса пама, хамӑрӑн пурнӑҫа хӑтлӑрах тума пултарассине каланӑ Ертӳҫӗ.

Конференци ӗҫне Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Сергей Артамонов, Раҫҫей Федерацийӗн сенаторӗ Николай Владимиров,  Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем, федераци тата республика влаҫӗн территори органӗсен ертӳҫисем, обществӑпа наука организацийӗсен представителӗсем хутшӑннӑ.

Паллӑ пулӑма пухӑннисене саламланӑ: «Паян,  тӗрлӗ чӗнӳсен тапхӑрӗнче, пирӗн Тӗп саккун пӗлтерӗшӗ Правительствӑшӑн  уйрӑмах паха пулса тӑрать. Ку вӑл право тӗлӗшӗнчен кӑна мар, кӑмӑл-сипет енчен те паракан тӗп стратегиллӗ аталану докуменчӗ. Пирӗн кулленхи ӗҫӗн ориентирӗсем. Пирӗн тӗллев конституци нормисене лайӑх та тивӗҫлӗ ӗҫсемпе, экономика программисемпе, социаллӑ пуҫарусемпе  пуянлатасси. Кашни гражданин Конституцие вуланӑ чухне ҫапла калама пултартӑр: «Ҫапла, ку манӑн пурнӑҫ ҫинчен, манӑн ачасен пуласлӑхӗ», тенӗ Сергей Артамонов Конституцин хальхи лару-тӑрури уйрӑмах практика хаклӑхне палӑртса.

Конференцине ертсе пыраканӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн председателӗ Леонид Черкесов пулнӑ.   Чӳк уйӑхӗн  30-мӗшӗ Чӑваш Енӗн ҫӗнӗ историйӗнче, унӑн патшалӑхне йӗркелес ӗҫре чӑннипех те пӗлтерӗшлӗ кун пулнине палӑртнӑ вӑл.

 «Ҫичӗ ҫул хушши Чӑваш Енӗн тӗп саккунне  ҫӗнӗлӗхсем кӗртессипе тӑрӑшнӑ. Ку ҫав тери паха ӗҫ.   Чӑваш Ен Конституцине влаҫра тӑрӑшакансемпе тата обществӑн хастарӗсемпе анлӑн сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн кӑна йышӑннӑ. Чӑваш Республикин Конституцийӗ – тарӑннӑн тишкерсе, пахалӑхлӑ юридици докуменчӗ. Ансат мар пирӗн Тӗп саккуна ҫӗршыври темиҫе субъектра Конституцисем хатӗрленӗ чухне усӑ курнӑ, тӗслӗхрен, Чӑваш Ен опычӗ Крым Республикин Конституцийӗн никӗсӗ пулса тӑнӑ», тесе уйрӑммӑн палӑртса каланӑ Леонид Черкесов.

Чӗрӗк ӗмӗр хушшинче Чӑваш Ен Конституцине сахал мар улшӑнусемпе тӳрлетӳсем кӗртнӗ, ытларах федераци саккунӗсене ҫӗнетессипе тата ҫӗршывӑн обществӑпа политика аталанӑвӗпе ҫыхӑннӑ. 2020 ҫулта Раҫҫей Конституцине тӳрлетӳсем кӗртес енӗпе пӗтӗм халӑх сасӑланӑ хыҫҫӑн улшӑнусем кӗртнӗ.

Конституцие чи кирлӗ юлашки тӳрлетӳсенчен пӗри муниципалитет влаҫне реформӑлассипе ҫыхӑннӑ. Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем пӗрремӗш хут халӑх влаҫӗн пӗрлӗхлӗ тытӑмне кӗнӗ, ҫакӑ влаҫӑн тӗрлӗ шайри хутшӑнӑвне лайӑхлатнӑ тата граждансен хальхи ыйтӑвӗсене татса парас ӗҫри тухӑҫлӑха ӳстернӗ.

«Чӑваш Республикин Конституцийӗ чӑваш халӑхӗн нумай ӗмӗре тӑсӑлакан историне вӑл тӗрӗслӗхпе танлӑх енне туртӑннине кӑтартать. Вӑл ҫын прависемпе ирӗклӗхӗсене ҫирӗплетет, ҫавӑн пекех республика территорийӗнче пурӑнакан халӑхсен хӑйнеевӗрлӗхне упраса хӑварма пулӑшать. Паян Чӑваш Ен Конституцийӗ хӑйӗн тӗрӗссипе регион аталанӑвӗн программи. Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин палӑртнӑ тӑрӑх, юбилей ҫулӗнче эпир истори датине кӑна мар, республика аталанӑвне унӑн тӳпине хывнине те паллӑ тӑватпӑр»,  тесе сӑмаха ҫавӑрнӑ Раҫҫей Федерацийӗн сенаторӗ Николай Владимиров.



03 декабря 2025
08:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter