Чӑваш Ен предприятийӗсем Узбекистанпа ӗҫлӗ ҫыхӑнусене сарса пынине палӑртнӑ республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Чӑваш  Ен предприятийӗсем Узбекистанпа ӗҫлӗ ҫыхӑнусене сарса пынине палӑртнӑ республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

2025 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнчен пуҫласа 30-мӗшӗччен пулакан ӗҫлӗ канашлура Чӑваш Республикипе Узбекистан хушшинчи  бизнеса аталантарса вӑй илтерессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене тарӑн сӳтсе явнӑ.  Чӑваш Республикин промышленноҫпа энергетика министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Марат Якушев ертсе пынипе Чӑваш Ен делегацийӗ Узбекистанри Навоийскийпе Бухара облаҫӗсенче ӗҫлӗ  тӗлпулусем ирттернӗ.  Ҫулҫӳревӗн тӗп тӗллевӗ регионсен предприятийӗсем хушшинчи пӗр-пӗриншӗн усӑллӑ ӗҫлӗ  ҫыхӑнусене сарса пырасси.Промышленноҫпа ял хуҫалӑхӗн тӗрлӗ отраслӗнче килӗштерсе ӗҫлеме ҫӗнӗ майсем шырасси тата ытти те. Делегаци йышне Чӑваш Енри чи пысӑк та паллӑ малта пыракан предприятисенче тӑрӑшкансем кӗнӗ.

 «Ҫакӑн евӗр уҫӑ калаҫусем –пӗр-пӗриншӗн усӑллӑ хутшӑнусене сарса пыма витӗм кӳреҫҫӗ.  Пирӗн бизнессем пӗр-пӗринпе кӑсӑкланаҫҫӗ, халӗ те чи кирли – Чӑваш Енпе Узбекистанӑн пӗрлехи проекчӗсене йӗркеллӗн аталантарасси. Ҫакӑ республика экономикине тата Узбекистана ҫирӗплетес енӗпе пирӗн стратегилле тӗллевсене тӳррӗн пурнӑҫа кӗртме пулӑшать, халӑхсен туслӑхне ҫирӗплетме те витӗм кӳрет», – тесе паӑртса каланӑ  Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Узбекистанра ҫӳллӗ шайра чылай тӗлпулу иртнӗ: делегаци Навоийский облаҫӗнчи хоким ҫумӗпе инвестицисем, промышленность тата суту-илӳ енӗпе ӗҫлекен Эльбек Гаффаровпа, ҫавӑн пекех Бухарский облаҫӗнчи хоким  ҫумӗпе ял хуҫалӑх тата шыв хуҫалӑх ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен Амрилло Назаровпа пӗр-пӗринпе тупӑшлӑ ҫыхӑнса ӗҫлес малашлӑха сӳтсе явнӑ. Чӑваш Республикин представителӗсем Узбекистан предприятийӗсемпе организацийӗсене ҫитсе курнӑ, вӗсен паха ӗҫ опычӗпе паллашнӑ.

 «Техмашхолдинг» тата ««Текстильмаш» Шупашкарти машинӑсем тӑвакан завод» тулли мар яваплӑ обществӑсем  Узбекистанри «Buxoro Fayz Tekstil» и «Rushan-tex» пир-авӑр производство компанийӗсемпе калаҫса татӑлнӑ, пӗрлехи проектсене пурнӑҫа кӗртесси пирки канашланӑ.  «НавбахорТекстиль»  ертӳлӗхӗпе  те пӗрлехи ӗҫсене пурнӑҫласси пирки чарӑнса тӑнӑ. Кунсӑр пуҫне «Bukhara cotton textile cluster» пир-авӑр предприятийӗн представителӗсемпе ирттернӗ тӗлпулура хӑйне евӗрлӗ таварсене калӑпласа кӑларасси пирки те сӳтсе явнӑ.

 «Четра» тулли мар яваплӑ общество Узбекистанри строительство тата производство предприятийӗсен представителӗсемпе калаҫусем ирттернӗ.  Пысӑк технологиллӗ хатӗрсене тирпейлесе кӑларассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене пӑхса тухнӑ.  

 «Фирдавиль и Ко» тулли мар яваплӑ обществӑра тӑрӑшакансем  ENPIPE пӑрӑх продукцине туса кӑларакан заводӑн станок паркне комплектацилеме витӗм кӳрекен хатӗрсем пирки калаҫса татӑлнӑ.

Ҫавӑн пекех Чӑваш Енри специалистсем выльӑх-чӗрлӗх комплексӗпе паллашнӑ, унти условисене курса ӗненнӗ. Узбекистан агрокластерӗн ӗҫӗ-хӗлӗ цифрӑллӑ пысӑк организаци пулнипе палӑрса тӑрать. Ӑратлӑ  выльӑхсене ӗрчетесси пирки те канашланӑ ертӳҫӗсем. Пысӑк технологисене тӗпе хурса, паянхи пурнӑҫ таппипе тӳр килсе тӑракан объектсене пурнӑҫа кӗртсе пырасси пирки те ыйтусене пӑхса тухнӑ.  

 Бухарский облаҫӗнче агросекторта питӗ пысӑк вӑй-хӑват. Кунта ҫӗр улми туса илессине ӗҫсене анлӑн аталантарма палӑртнӑ. «Слава картофелю» агрофирма вӑрлӑх ҫӗр улмин элитлӑ сортне ҫулталӑкне 200 тонна калӑпӑшӗпе  тивӗҫтерме хатӗррине хыпарланӑ. Регион аграрийӗсем пахча ҫимӗҫ ӗрчетмелли вӑрлӑх материалӗпе кӑсӑкланнӑ.

Узбекистан строителӗсемпе Чӑваш Енри сӗтел-пукан тӑвакансен тӗлпулӑвӗ тухӑҫлӑ пулнӑ: ҫӗнӗ технологисене пурнӑҫа кӗртесси, паха ӗҫ опычӗпе паллашасси приоритетлӑ ыйтусем пулса тӑнӑ. Ҫавӑн пекех социаллӑ объектсене вӗсен производствин алӑкӗсемпе комплектлассине, ҫав шутра шкулсене,  аслӑ шкулсене, ача сачӗсене тата суту-илӳ центрӗсене те паха таварсемпе тивӗҫтересси ыйтусем тавра калаҫнӑ.

Бизнес-мисси экспорт тата экономика аталанӑвӗ енӗпе наци проекчӗсене пурнӑҫлама пулӑшакан регионсем хушшинчи ӗҫтешлӗхе ҫирӗплетес ӗҫре пӗлтерӗшлӗ утӑм пулса тӑнӑ.

 



03 декабря 2025
08:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter