Пӗтӗм тӗнчери «Диво Евразии» фестиваль Чӑваш Енӗн туризм вӑй-хӑватне ӳстерме витӗм кӳнине каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
Шупашкарта халӑхсен хушшинчи VIII туризм фестивалӗн «Диво Евразии» финалӗ старт илнӗ – туризм контентне йӗркелекенсемшӗн тата ҫӗнӗ маршрутсене аталантаракансемшӗн ҫулталӑкри тӗп пулӑмсенчен пӗри пулса тӑрать ҫакӑ.
«Чӑваш Ен туризма ҫӗршывсемпе халӑхсем хушшинчи ӗҫлӗ тата культурӑллӑ ҫыхӑнусене ҫирӗплетес тата аталантарас ыйтусем ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрать. Ҫакӑ тӗрлӗ сферӑра пӗрле ӗҫлемелли ҫӗнӗ формӑсем палӑрма пулӑшать», – тесе каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Чӑваш Ен тӗп хулине Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗнчен тата ют ҫӗршывсенчен килнӗ конкурсантсем пуҫтарӑннӑ: видеопроектсен авторӗсем, фотографсем, туризм организацийӗсен представителӗсем тата отрасль эксперчӗсем.
Раштавӑн 3-мӗшӗнчен пуҫласа 5-мӗшӗччен тӗп пулӑмсем «Раҫҫей» конгресс-отелӗн площадкинче иртӗҫ. Унта хутшӑнакансем Пӗтӗм тӗнчери туризм кино-видеофестивалӗн «Divo Eurasia» конкурс ӗҫӗсемпе паллашӗҫ, вӑл СНГ ҫӗршывӗсенче чи пысӑкки шутланать. Ҫавӑн пекех тӑратнӑ материалсене «Golden Resorts» курорт видеоисторийӗсен пӗтӗм тӗнчери тупӑшӑвӗ тата «Турбренд года» конкурс шайӗнче хаклӗҫ.
«Диво Евразиии» фестивалӗн тӗллевӗ – туризм пирки ҫулҫӳревсемпе пӗлӳсене анлӑлатасси. Тӗслӗхрен, кӑҫал, пӗрремӗш хут никама пӑхӑнман экспертсем Раҫҫейӗн чи лайӑх туризм бренчӗсене палӑртӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене креативлӑ туризмпа инновацисен сферинче пӗтӗм тӗнчери «Creative Travel Awards» преми парӗҫ. Тӗнчери пултарулӑх биеннале «Eurasia Tourism Biennal», ӳнерҫӗсен картинисен галерейипе паллаштарӗ. Чӑваш Ен Еврази анлӑшӗнче туризм аталанӑвӗн малашлӑхне палӑртакан вырӑн пулса тӑрать теме пулать», – тесе ҫапларах каланӑ Чӑваш Республикин экономика министрӗ Лариса Рафикова.
Тӗнчери ҫамрӑксен туризм вӑййисем программӑн ҫутӑ элеменчӗсем пулӗҫ. Студентсен командисем видеопроектсем кӑтартӗҫ, туризм сферинче хӑйсен регионӗсен ҫитӗнӗвӗсене каласа парӗҫ тата интеллектуаллӑ турнирта тупӑшӗҫ.
Конкурссен ҫӗнтерӳҫисене Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче чыслӗҫ.
Шупашкара Евразин хӗллехи туризмӗн тӗп хулине ӑнсӑртран суйламан. Чӑваш Енӗн тӗп хулинче пысӑк пӗлтерӗшлӗ мероприятисем нумай иртеҫҫӗ, туризм сферинче ҫӗнӗ инноваци проекчӗсем йӗркеленеҫҫӗ, туризм юхӑмӗ хӑвӑрт ӳссе пырать.
