Коммуналлӑ хытӑ каяшсене пухса тирпейлемелли тытӑм Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн хушӑвне тӗпе хурса лайӑхланса пырать
Правительство ҫуртӗнче эрнесерен ирттерекен планёркӑра Чӑваш Республикин ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗ Эмир Бедертдинов регион инцидентне пурнӑҫланин кӑтартӑвӗсемпе паллаштарнӑ.
Чӑваш Республикин территорийӗнче коммуналлӑ хытӑ каяшсене тыткаламалли тытӑма йӗркелессине Олег Николаев хушнипе хута ярса мӗнпур яваплӑ ведомствӑсемпе муниципалитетсене хӑвӑртрах татса пама тата координацилеме пуҫарнӑ.
«Ятарлӑ тытӑмсем пӗрлехи цифра платформи туса хучӗҫ, вӑл пӗтӗм муниципалитетсене, регион операторне «Ситиматикпе» республикӑн Ҫутҫанталӑк министерствине онлайн-режимпа ҫыхӑнтарать.
Ку ӗҫе эпир ҫулталӑк каяллах хута ятӑмӑр, курӑмлӑ кӑтартусене паянах куратпӑр: ҫӑхавсен шучӗ палӑрмаллах чакнӑ – кӑҫалхи пӗрремӗш тата иккӗмӗш кварталсенче пӗлтӗрхипе танлаштарсан 48% яхӑн чакни те куҫ кӗретех.
Дашборда чӑн вӑхӑт режимӗнче тӗп даннӑйсем пуҫтарӑнаҫҫӗ: мӗн чухлӗ контейнер площадкисем, вӗсене еплрех пӑхса тӑраҫҫӗ, полигонсем мӗнле шайра. Ҫак хыпарсем федераци тытӑмӗнче те пур, вӗсем кашни объекта ҫирӗп тӗрӗслевре тытма май параҫҫӗ», – палӑртнӑ регион ПуҫлӑхӗОлег Николаев.
Регион инцидентне кӗртнӗ тӗллевсен переченьне анлӑлатас ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Ҫӗнӗлӗхе Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Сергей Артамонов пӗлтернӗ. Ҫӳп-ҫап тасатакан икӗ комплекс тӑвассипе участоксеем туса хурассипе ҫыхӑннӑ проектсем пирки чарӑнса тӑнӑ.
Палӑртса хунӑ тӗллевсене татса пама пӗтӗм 23 муниципалитет йӗркеленӗвне, «Ситиматик Чувашия» ООО регион операторне тата профиль министерствине кӗртекен пӗрлехи цифра системине хута янӑ.
Муниципалитетсем Федерацин ТКО (ФГИС УТКО) патшалӑх информаци системине коммуналлӑ хуҫалӑхри хытӑ каяшсене пухса пымалли мӗнпур контейнер площадкисем тата вырӑнсем ҫинчен хыпарсене вырнаҫтарассипе ӗҫсене вӗҫлесе пыраҫҫӗ. Кашни площадкӑна шута илнӗ, ӑна пӑхса тӑрасси вара ҫирӗп тӗрӗслевре тӑрать.
Пурӑнакансемпе коммуникацие вӑйлатнине тата пӗр-пӗрне тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлемелли хӑвӑрт каналсем йӗркеленине пула ҫӑхавсен шучӗ самай чакнӑ.
регион операторӗн хӗрӳ линине уҫнӑ: 8 (8352) 70-92-27;
муниципалитетсем тата «Ситиматик Чувашия» ӗҫ чачӗсене йӗркеленӗ, унта ыйтусене оперативлӑ йӗркепе татса параҫҫӗ;
официаллӑ сайтсенче тата ведомствӑсен социаллӑ сечӗсенче уйрӑммӑн пухӑнмалли правилӑсем, саккунсен улшӑнӑвӗсем тата экологи пуҫарӑвӗсем ҫинчен 200 ытла ӑнлантару материалӗ вырнаҫтарнӑ.
Федераци законодательствин требованийӗсене пурнӑҫлама тата мӗнпур объекта каяшсене шута илмелли патшалӑх тытӑмӗпе ҫыхӑнтарма 2026 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗччен Улатӑр, Патӑрьел, Вӑрнар, Муркаш, Пӑрачкав, Вӑрмар, Ҫӗмӗрле тата Тӑвай муниципаллӑ округсем пӗтӗмӗшле 15,2 млн тенкӗлӗх субсиди илнӗ. Укҫа-тенке полигонсене тата каяшсене виҫе тӗрӗслевӗн тата автоматизациленӗ учётӑн системисемпе тивӗҫтермелли объектсене валли тӑкаклӗҫ.
Полигонсем вырнаҫнӑ мӗнпур 10 муниципалитет: Вӑл Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Пӑрачкав, Тӑвай, Патӑрьел, Вӑрмар, Муркаш, Улатӑр муниципаллӑ округӗсем тата Ҫӗнӗ Шупашкар хула округӗ мӗнпур хыпарсене вӑхӑтра тата туллин тивӗҫтерсе пыраҫҫӗ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ палӑртнӑ регион инциденчӗ приоритетлӑ ыйтусенчен пӗри пулса тӑрать. Унӑн ӗҫне 2026 ҫул вӗҫлениччен тӑснӑ, пӗтӗм тытӑмӑн кӑтартӑвӗсем ҫирӗппӗн ӗҫленине ҫирӗплетнӗ хыҫҫӑн ӗҫсене туллин вӗҫлеме палӑрнӑ.
