Регионсен хушшинчи килӗшӳсем Чӑваш Енре туризма тата та лайӑхрах аталантарма май парассине палӑртнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Регионсен хушшинчи килӗшӳсем Чӑваш Енре туризма тата та лайӑхрах аталантарма  май парассине палӑртнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

 «Чувашия туристическая – зимний сезон» ятпа  Шупашкарта регионсем хушшинчи форум иртет.

Хӑнасем валли «Пехет» агромаркетра ятарлӑ вырӑн йӗркеленӗ. Унта тӗп хулан ҫӗнӗ ҫул сӑн-сӑпатне сӑнарласа кӑтартнӑ, регион хӗллене епле хатӗрленнине, Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи туризм маркетне, ҫавӑн пекех «Паха тěрě» фабрикӑн коллекцийӗсене  йӗркеленӗ. Мероприятие «Тутлӑ Раҫҫей» тата «Чӑваш Ен ӑстаҫӑ» фестивальсене тӗпе хунӑ, ҫавӑн пекех «Чӑваш Енӗн ал-ӗҫ ӑстисем» конкурс ҫӗнтерӳҫисене хаваслӑ лару-тӗрура чысланӑ.

 «Регионсен хушшинчи фестивале паян Чӑваш Енре пурӑнакансемпе  пӗрле ҫӗршывӑн 14 регионӗнчен  сумлӑ хӑнасем килсе ҫитнӗ. Мероприятие тӑватӑ кун хушши ирттерме палӑртнӑ.  Туризм нацпроект ҫӗршывӗпех лайӑх  ӗҫленине курса ӗненме пулать. Аcлӑ ҫулсем хӗрринчи инфратытӑм лайӑхлатать, предпринимательлӗх пайӗнче тӑрӑшакансене  грантсем парса хавхалантарни те куҫ кӗретех»,  – тесе палӑртса каланӑ хӑйӗн ум сӑмахӗнче Чӑваш Ен Правительствин Председателӗ Сергей Артамонов.

Вӑл кӑтарту цифрӑсенче  те лайӑх курӑннине палӑртнӑ.  2019 ҫултан пуҫласа 2024 ҫулччен Раҫҫейри шалти туризм виҫӗ хута яхӑн ӳснӗ. 60-тан пуҫласа 90 млн ҫын таран ҫул-ҫӳреве тухса тӗрлӗ регионсемпе паллашма кӑмӑл тунӑ.  Чӑваш Республикин тӗслӗхӗпе вара ҫав тапхӑртах кӑтарту 305 пинрен 879 пин таран ӳснӗ. Ку вара питӗ лайӑх.

Форум ӗҫӗн пӗрремӗш кунӗнчех туризм енӗпе пӗр-пӗринпе килӗшсе ӗҫлессипе икӗ килӗшӗве алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Апла пулсан ӗҫлӗ ҫыхӑнусем анлӑланса пырасси никама та иккӗлентермӗ.

Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Сергей Артамонов Пӗтӗм Раҫҫейри «Русское географическое общество» тата «2ГИСО» ООО обществӑлла организацийӗпе килӗшӗве алӑ пуснӑ.  Документ ҫут ҫанталӑка сыхлакан проектсене пурнӑҫа кӗртме тата ҫутӗҫ программисене анлӑлатас енӗпе пӗрле, ҫав шутра 2ГИС сервисӗнче ҫут ҫанталӑкпа культура объекчӗсем ҫинчен актуаллӑ информаци вырнаҫтарса пыма та витӗм кӳрӗ.

 «Ӗҫӗн ҫӗнӗ тапхӑрне тухатпӑр. Чӑваш Ен форумра 2ГИС платформи ҫинче ятарлӑ «ҫӑл куҫ» сийӗ тӑвасси пирки килӗшӳ алӑ пуснӑ. Халӗ кирек кам та республикӑри тирпей-илем кӳрекен ҫӑлкуҫсене – Вырӑс географи обществин «Родники» тата пирӗн республика пуҫарӑвӗн пӗтӗм Раҫҫейри проекчӗ шайӗнче юсаса ҫӗнетнисене – ҫӑмӑллӑнах тупма пултарӗ. Республикӑн паха ӗҫ опычӗ пӗтӗм Раҫҫейри «ҫӑл куҫ» карттин никӗсӗ пулма пултарассине те шанатпӑр. Эпир те ытти регионсемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеме хатӗр», – тесе палӑртса каланӑ Олег Николаев.

 «Паллах, ку чи малтанах туристсемшӗн пӗлтерӗшлӗ, пур кӑсӑклӑ  объектсем пирки паха хыпарсем тӗрлӗ цифрӑллӑ платформӑсем ҫинче пулни те аван. Вырӑс географи обществин экспертизине, 2ГИС технологи майӗсене, республика ресурсӗсене пӗрлештерсе эпир хӑйне евӗрлӗ ҫутҫанталӑк объекчӗсене ҫынсемшӗн юрӑхлӑрах тӑватпӑр. Шалти туризма аталантармашкӑн ку лайӑх пуҫару», –  тесе палӑртса каланӑ Сергей Артамонов.

Чӑваш Енпе Дагестан хушшинчи ҫыхӑнӑва ҫирӗплетесси, туризм маршручӗсене аталантарасси, ҫавӑн пекех туризм юхӑмӗсене анлӑлатасси ҫинчен калакан килӗшӗве Чӑваш Енӗн экономика министрӗ Лариса Рафикова тата Дагестан Республикин туризмпа халӑх ӳнер промыслисен министрӗ Эмин Мерданов алӑ пуснӑ.

 Паллӑ пулӑма Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин финанс рынокӗпе ӗҫлекен комитечӗн председателӗ Анатолий Аксаков, Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева, ҫавӑн пекех ют ҫӗршыв представителӗсем хутшӑннӑ.

 «Хӑнасене  эпир яланах тарават, вӗсене хапӑл тусах кӗтетпӗр. Хӑватлӑ Атӑл юхан шывӗпе, чӑваш йӑли-йӗркипе, илемлӗ тавралӑхпа паллаштарма та яланах хавас. Чӑваш Ен ырӑ сунса кӗтет!

Форума мӗн сунас килет-ши? Чи малтан форум ӗҫӗ кашни хутшӑнаканшӑн усӑллӑ пултӑр, кунта кашниех туризм ӗҫ-хӗлне, хӑна бизнесне, обществӑлла апатлану предприятийӗсене тата банк сферине малалла аталантарассипе ҫыхӑннӑ хумхантаракан ыйтусен хуравӗсене туптӑр. Эпир пурте кунта – пӗр пысӑк, туслӑ йыш», – тесе каланӑ туризм инфратытӑмне аталантарас тата туризм енӗпе ӗҫлекен Патшалӑх Думин Комитечӗн членӗ Алла Салаева

 

 



12 декабря 2025
10:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter