Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Конституцийӗн кунӗ ячӗпе саламлани
Хисеплӗ ентешӗмӗрсем!
Раҫҫей Федерацийӗн Конституцийӗн кунӗ ячӗпе саламлатӑп!
1993 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗнче пӗтӗм халӑх сасӑлавӗпе пирӗн патшалӑхӑн тӗп документне йышӑннӑ, вӑл хальхи Раҫҫейӗн ҫирӗп право никӗсӗ пулса тӑрать.
Социаллӑ тӗрӗслӗхпе обществӑри ҫирӗплӗхӗн тата гражданла килӗшӳлӗхӗн гаранчӗ пулса Конституци пире пурсӑмӑра та пӗрлештерет тата ҫӗршыв аталанӑвӗн ҫулне палӑртать.
Тӗп саккун Раҫҫей Федерацийӗн мӗн пур субъекчӗн пӗр танлӑхне йышӑнать, культура нумай евӗрлӗхне хӳтӗлет тата Раҫҫейри халӑхсем пӗрне-пӗри хисеплесе тата пӗр-пӗрне ӑнланса пурӑнмалли майсем йӗркелет. Хӑйӗн наци йӑли-йӗркине, чӗлхине тата культурине тирпейлӗн упракан Чӑваш Еншӗн ҫав принципсем малалла аталанмалли тата хӑйне евӗрлӗхне сыхласа хӑвармалли шанчӑклӑ никӗс шутланаҫҫӗ.
Конституцие хывса хӑварнӑ ҫирӗп право никӗсӗ ҫӗршыв умӗнче тӑракан чи пысӑк тӗллевсене пунӑҫлама май парать. Хӑйӗн яваплӑха туйса пурнӑҫлакан ӗҫӗпе, профессири ӑсталӑхӗпе, пӗрлехи ӗҫе чунтан парӑннипе Тӑван ҫӗршывӑмӑра ҫирӗплетме тата малалла аталанма пулӑшакан пӗтӗм ҫынна тав тӑватӑп.
Ҫирӗп сывлӑх, тӑнӑҫлӑх тата ырлӑх сунатӑп. Тӑван ҫӗршывшӑн мӑнаҫланма, саккуна хисеплеме тата малашлӑха шанчӑклӑн пӑхма хистекен туйӑмсем кашнин чӗринчех хуҫаланччӑр!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
