Республикӑра пурӑнакансене вӑхӑтра медицина пулӑшӑвӗпе тивӗҫтермеллине каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
Правительство ҫуртӗнче эрнесерен ирттерекен канашлура Чӑваш Республикинчи грипп тата ҫивӗч респираторлӑ вирус инфекцийӗ тӗлӗшпе лару-тӑрӑва сӳтсе явнӑ. Раштавӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 7-мӗшӗччен Чӑваш Республикинче халӑх гриппа тата ытти ОРВИпе чирлессин шайӗ, Раҫҫей Федерацийӗн мӗнпур федераллӑ округӗсенчи пекех, ӳснӗ. ОРВИпе чирленӗ 7 пин ытла тӗслӗхе шута илнӗ, ҫав шутра 107 – А гриппа чирлисене тата 39 – COVID аптракансене шута илнӗ. Хальхи вӑхӑтра 8800 ытла ҫынна тухтӑрсем ҫирӗп тӗрӗслевре тытаҫҫӗ. ОРВИпе чирлекенсен йышӗ ытларах Шупашкар хулинче пулнине палӑртаҫҫӗ специалистсем.
«Кашнинех кирлӗ пулӑшупа тивӗҫтерес тесе тӗплӗн хатӗрлентӗмӗр. Эмелсем, индивидуаллӑ хӳтлӗх, дезинфекци хатӗрӗсем, ҫавӑн пекех тест-системӑсемпе реагентсем гриппа тӗрӗс диагностика тума, ОРВИ, COVID-19 чирсене тупса палӑртассипе тухтӑрсем кулленех асӑрхаса тӑраҫҫӗ. 12 сиплев учрежденинче ҫителӗклӗ вырӑн хатӗрлесе тӑратнӑ. Пӗр сӑмахпа каласан, ҫителӗклӗ мӗнпур условисене хатӗрленӗ. Кирлӗ пулсан, туххӑмрах хушма койкӑсене вырнаҫтарма та йышӑну тума пултарайратпӑр. Пирӗн пӗр ҫынна та тимлӗхсӗр хӑварма юрамасть, пурне те пысӑк технологиллӗ медицина хатӗрӗсемпе тивӗҫтермелле», – тесе палӑртса каланӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫи Надежда Луговская пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗршыв территорийӗнче А грипп вирусӗ начар ӗҫлени пӗлтӗр популяци иммунитечӗн шайне чакарма пулӑшнӑ, ҫавна май кӑҫал унӑн хастарлӑхӗ самай сисӗнет тенӗ вӑл.
Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Лариса Тарасова маска режимне кӗртнин пӗлтерӗшӗ пысӑк пулассине каланӑ, ҫынсене усал чир-чӗртен сыхланма май панине асӑннӑ вӑл.
Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш Енре пурӑнакансене профилактика мерисене пӑхӑнмаллине каланӑ. Яваплӑха пурин те туймаллине, сывлӑха упрассипе мӗнпур правилӑсене ҫирӗп пурнӑҫлама сӗннӗ.
Ҫӗнӗ коронавирус инфекцийӗн диагностикине республикӑра 14 лабораторире, ҫав шутра медицина организацийӗсен 8 лабораторийӗнче ирттереҫҫӗ. Чӑваш Республикин ҫӗнӗ коронавирус инфекцине хирӗҫ вакцинациленӗ халӑхӑн йышӗ (COVID-19) 46,1% танлашать.
Кӑҫалхи эпидемиологи лару-тӑрӑвне шута илсе Надежда Луговская массӑллӑ культура, спорт тата ытти мероприятисене ирттерме чарӑва йышӑнма сӗннӗ. Вӗренӳ учрежденийӗсенче – ҫивӗч инфекци чирӗсен паллисене палӑртас тӗллевпе ачасен тӗрӗслевӗсене ирттермеллине каланӑ.
