Чӑваш Енри хӑмлаҫӑсем ӑнӑҫлӑ кӑтартусем кӑтартса 2025 ҫулхи плана самай лайӑх пурнӑҫланӑ

Чӑваш Енри хӑмлаҫӑсем ӑнӑҫлӑ кӑтартусем кӑтартса 2025 ҫулхи плана самай лайӑх пурнӑҫланӑ

Вице-премьер, Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗ Андрей Макушев хӑмла ӗрчетекенсен аталанӑвӗсемпе, хӑш-пӗр пӗтӗмлетӳсемпе паллаштарнӑ.  Хӑмла ӳстерсе ӑна ҫӗнӗлле аталантарма витӗм кӳрекен проекта 2025 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хушнипе хута янӑ. Вӑл производствӑна хӑвӑртлатса ӳстерме тата 2030 ҫул вӗҫнелле 46% импорта улӑштарас, 2050 тонна  таран тавара пухса тирпейлеме тата 1845 тонна грануллӑ хӑмла туса илес тӗллевпе отрасле анлӑлатма палӑртать.

 «Эпир хӑмла ӗрчетес ӗҫ отрасльне производствӑпа тирпейлӗх калӑпӑшне ӳстерссипе хастар тӑрӑшатпӑр. 2030 ҫул тӗлне тухӑҫлӑ ӳсӗмри хӑмла ӳстерекенсен лаптӑкне 2 пин гектара ҫитерме палӑртатпӑр. Кӑҫалхи пӗтӗмлетӳсем тӑрӑх планпа палӑртнӑ кӑтартусене пурне те пурнӑҫланӑ: 12 млн ытла хушма инвестици явӑҫтарнӑ. 50 ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ йӗркеленӗ, налук  тӳленин калӑпӑшӗ 9,3 млн тенкӗпе танлашнӑ. Хӑмлана пухса тирпейлесси 302,7 тоннӑна ҫитнӗ, грануллӑ хӑмла туса илесси вара 255 тоннӑпа танлашнӑ. Пысӑк ҫитӗнӳсем республика ааталанӑвӗн тӗрӗс стратегине ҫирӗплетеҫҫӗ.  Ӳлӗмрен те пӗрле вӑй хуни пире хӑмла ӳстерес ӗҫе малалла та тухӑҫлӑ аталантарма май парассине шантарать», – тесе уйрӑммӑн палӑртса каланӑ Олег Николаев.

2024 ҫулта Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Чӑваш Енӗн Социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн 2030 ҫулчченхи Индивидуаллӑ программине хӑмла ӗрчетессипе ҫыхӑннӑ мероприятисене кӗртмелли ҫинчен республика Пуҫлӑхӗн сӗнӗвӗсене  ырланӑ.  Ӑна тӑсни бизнеса пулӑшма тата ӑслӑлӑх инфратытӑмне йӗркелеме хушма укҫа-тенкӗ пӑхса хӑварма май панӑ. 2025 ҫулта хӑмла  лартса ҫитӗнтерме, тавар калӑпӑшне ӳстерме йышӑннӑ проекта пурнӑҫлама 550 млн ытла тенкӗ уйӑрнӑ, вӗсенчен 360 млн тенкине – республика хыснинчен тӑкаклама килӗшнӗ.

ИПСЭР 2.0 пурнӑҫа кӗртнӗ май Ҫӗрпӳри аграрипе технологи техникумӗн базинче 100 га ҫӗр лаптӑкӗнче хӑмла валли ятарлӑ вырӑн хатӗрленӗ.  Ҫӗрпӳ тата Етӗрне муниципаллӑ округӗсенчи 26 га ҫӗр лаптӑкӗнче «Подвязный» сортлӑ хӑмла вӑрлӑхне лартса хӑварнӑ.   Юлнӑ лаптӑксене 2026 ҫулхи ака уйӑхӗнче хупса лартма палӑртнӑ. Пирӗн патра хӑмла ӳстермелли технологисем сыхланса юлнӑ. Гранула евӗр хӑмла тумалли хатӗр-хӗтӗр туяннӑ. Чӑваш Енре продукци туса илесси ӳссех пырать.Тухӑҫ пӗлтӗрхинчен лайӑхрах. Федераци центрӗнче Чӑваш Ене малашлӑхлӑ регион пек йышӑнаҫҫӗ.

 «2025 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, хӑмла тухӑҫӗ гектартан 18 центнертан та иртнӗ. Ку юлашки 20 ҫулта чи пысӑк кӑтартусенчен пӗри»,  – тесе каланӑ Андрей Макушев.

«Инвесторсемпе ӗҫлессине вӑйлатмалла. Умри тӗллевсем пысӑк, пуласлӑх лайӑх пуласси те куҫ кӗретех.  Регионта ӗҫлеме кӑмӑл тӑвакан Мускаври компанисем пур. Анчах ҫакна тума хатӗр йышӑнусем кирлӗ: ҫӗрсем, кадрсем, лартмалли материал», – тесе сӑмаха ҫавӑрнӑ  Чӑваш Ен Правительствин Председателӗ Сергей Артамонов.



17 декабря 2025
11:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter