Чӑваш Енри 63 пине яхӑн ҫын кӑҫал регион аталанӑвӗ пирки сӳтсе явнӑ уҫӑ калаҫӑва хутшӑннине палӑртнӑ республика Пуҫлӑхӗ

Чӑваш Енри 63 пине яхӑн ҫын кӑҫал регион аталанӑвӗ  пирки сӳтсе явнӑ уҫӑ калаҫӑва хутшӑннине палӑртнӑ республика Пуҫлӑхӗ

2023 ҫултан пуҫласа Чӑваш Енре пурӑнакансемпе уҫӑ калаҫу ирттересси хастар пулса пырать. Пӗрлехи информаци кунӗсем регион аталанӑвӗн пӗтӗмӗшле ыйтӑвӗсене, муниципалитетсен йывӑрлӑхӗсене  сӳтсе явмалли тухӑҫлӑ  мероприятисенчен пӗри тен тесен те йӑнӑшах мар пулӗ. 2025 ҫулта 11 уйӑхра 63 пине яхӑн ҫын хутшӑннӑ палӑртнӑ мероприятисене.

Ҫак ҫула вӗҫлекен Пӗрлехи информаци кунне Ҫӗнӗ ҫул уявӗсен тапхӑрӗнче пушар хӑрушсӑрлӑхӗпе тивӗҫтерес, ҫавӑн пекех спорт инфратытӑмне аталантарас ҫивӗч ыйтусене халалланӑ.

2025 ҫулта пушар хӑрушсӑрлӑхӗ енӗпе  кӑтартусем япӑх мар. Раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗ тӗлне республикӑра 1 267 пушара шута илнӗ, ку пӗлтӗрхи  асӑннӑ тапхӑртинчен 8,1% сахалрах. Вилнисен шучӗ 3,8% чакнӑ. Пурлӑх сиенӗ 21% яхӑн  пӗчӗкленни те куҫ кӗретех. Пушар тухнин тӗп сӑлтавӗсем вут-кӑварпа асӑрхануллӑ пулманни. Ҫавӑн пекех электрооборудованипе  пӗлсе тӗрӗс усӑ курманни те инкек патне илсе ҫитерет. Кӑмака хутнӑ чухне тимлӗхе ҫухатсан, пушар алхасма пултарасси те паллӑ.

Тӗлпулусенче Ҫӗнӗ ҫул тата раштав мероприятийӗсене хатӗрленесси ҫине уйрӑмах тимлӗх уйӑрнӑ. Унта хутшӑнакансене хӑрушсӑрлӑхӑн тӗп правилисене ӑнлантарса панӑ, вӗсене  ҫирӗп пӑхӑнмалли пирки асӑрхаттарнӑ.  Учрежденисенче хушма инструктажсемпе профилактика рейчӗсем ирттермелли пирки  асӑннӑ.  2025 ҫулхи раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа 2026 ҫулхи  кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗччен вӑйлатнӑ ӗҫ режимӗ ҫине куҫӗҫ. Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта пиротехникӑпа усӑ курма  тен хӑш-пӗр чарусем пуласси те паллӑ.  Ятарлӑ ӗҫ хучӗсене йышӑнмалли пирки канашланӑ.

Пӗрлехи информаци кунӗн иккӗмӗш темине Физкультурӑпа массӑллӑ спорта аталантарасси тата «Бизнес-спринт» (Эпӗ спорта суйлатӑп) ыйтусене халалланӑ. Хальхи пурнӑҫпа килӗшсе тӑракан спорт объекчӗсем тӑвас плансене сӳтсе явнӑ.

«Эпир спорт аталанӑвӗ ҫине пысӑк тимлӗх уйӑратпӑр.  Асӑннӑ ыйту регион политикин приоритечӗсенчен пӗри пулса тӑрать. Сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнасси, сывлӑха упрасси кашнин тивӗҫӗ. Чӑваш Ен хальхи пурнӑҫпа килӗшсе тӑракан спорт объекчӗсемпе тивӗҫтерес енӗпе Раҫҫей лидерӗсен шутне кӗрет, ҫакӑ кашни ҫынна активлӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыма май парать», – тесе кулленех палӑртса калать хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ.

Пирӗн тӗп тӗллев – 2030 ҫул тӗлне спортпа тӑтӑшах  кӑсӑкланса хӑйсен сывлӑхне ҫирӗплетекенсен йышне  70%  таран ҫитересси. ГТО нормативӗсемпе вара – республикӑра пурӑнакансен 85% пулсан аван.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ хӑйӗн Ҫырӑвӗнче республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ГТО площадкисене вырнаҫтарнӑ чухне приоритета пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсен территорийӗсене хута яма тӑрӑшмаллине каланӑ.  Ҫакӑн пек туни нормативсене пурнӑҫлама кӑна мар, ачасене спортпа тӑтӑшах туслаштарма витӗм кӳнине асӑннӑ вӑл.

Кӑҫал ҫакӑн пек площадкӑсем Элӗк, Каҫал ен, Хӗрлӗ Чутай, Пӑрачкав тата Ҫӗмӗрле муниципаллӑ округӗсенче хута кайнӑ.

Спорт инфратытӑмне аталантарас ӗҫ малалла пырать. 2026–2028 ҫулсенче 24 спорт площадки йӗркелеме укҫа-тенкӗ пӑхса хӑварнӑ.

Пӗрлехи информаци кунӗнче муниципалитетсен представителӗсем конкурса хутшӑнмалли условисем тата заявкӑсем памалли йӗркесемпе тӗплӗн паллашнӑ. Ҫакӑн пек тӗлпулусем проектсене пурнӑҫа кӗртмелли механизмсене пӗтӗмӗшле ӑнланнине йӗркелеме тата инфраструктурӑна аталантарма тата Чӑваш Енре пурӑнакансен пурнӑҫ пахалӑхне ӳстерме пулӑшакан федераци тата республика программисене хутшӑнма ӗҫ хучӗсене хатӗрлеме витӗм кӳреҫҫӗ.



18 декабря 2025
09:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter