«Раҫҫей лидерӗсем. Команда» ӑмӑртӑвӑн ҫӗнтерӳҫисем республика аталанӑвне пысӑк тӳпе хывма пултарассине каланӑ регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

«Раҫҫей лидерӗсем. Команда» ӑмӑртӑвӑн ҫӗнтерӳҫисем республика аталанӑвне пысӑк тӳпе хывма пултарассине каланӑ регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

 «Раҫҫей лидерӗсем. Команда»  конкурс пӗрремӗш хут ҫӗнӗ форматпа иртет.  Кӑҫал ӑна хутшӑнакансем пуҫласа ахаль ертӳҫӗсем кӑна мар, управлени командисем пулӗҫ. Кун пирки Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Администрацийӗн Ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ, «Раҫҫей лидерӗсем» конкурсӑн Сӑнав канашӗн председателӗ Сергей Кириенко пӗлтернӗ. Проектӑн тӗп тӗллевӗ – пысӑк пуласлӑхлӑ командӑсемпе ертӳҫӗсене тупса палӑртасси,  вӗсене  аталанса пыма витӗм кӳресси,  тӗрлӗ сӗнӳсемпе пулӑшасси.

 «Раҫҫей лидерӗсем» конкурс 8 ҫул хушшинче социаллӑ  пӗлтерӗшлӗ проект пулса тӑчӗ.  Кун пек ӑмӑртусем урӑх ҫук тесен те тен йӑнӑшах мар пулӗ.  Пиллӗк сезон хушшинче «Раҫҫей лидерӗсеми» конкурса хутшӑнма кӑмӑл тӑвакансен йышӗ 89 регионти тата тӗнчери 150 ҫӗршыври управленецсенчен 1 млн ытла заявка панӑ. Пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫсене 650 ытла ҫын тивӗҫнӗ. Унчченхи сезонсенче конкурс хӑйне евӗр иртнӗ. Мал ӗмӗтлӗ, пысӑк тавра курӑмлӑ паха ертӳҫӗсем харпӑр хӑй тухӑҫлӑхне, интеллектне, управлени хӑнӑхӑвӗсене, аналитика  кӑтартӑвӗсене лайӑх ҫирӗплетсе панӑ.  Анчах паянхи лару-тӑрӑва шута илсе,  мӗнпур пысӑк ӗҫсене ушкӑнпа пӗрле татса пани те куҫ кӗретех.   Ушкӑнпа пурнӑҫланакан ӗҫ вӑл –  Раҫҫейри йӑлана кӗнӗ хаклӑхсен хӑйнеевӗрлӗхӗ. Ку сезонра ӑмӑрту ятарлӑ ҫынсем хушшинче кӑна мар, пилӗк ҫынран тӑракан командӑсем хушшинче иртӗ, вӗсем пӗр-пӗринпе пӗрлехи ӗҫ-хӗлпе ҫыхӑннӑ», – тесе палӑртса каланӑ Сергей Кириенко.

Конкурса хутшӑнакансем 18 ҫултан пуҫласа 55 ҫулчченхи пилӗк ҫын йышӗнче ертӳҫӗсен профессиллӗ командисем, кашниех икӗ ҫултан ертсе пыракан ӗҫӗн опычӗпе пулӗҫ.  Ӑмӑртӑва Раҫҫей гражданӗсем те, ытти патшалӑх представителӗсем те заявка пама пултараҫҫӗ. Регистрацие 2025 ҫулхи раштавӑн 29-мӗшӗччен Лидерыроссии.рф сайтра уҫнӑ.

 «Раҫҫей лидерӗсем» ятлӑ унчченхи сезонсен ҫӗнтерӳҫисем конкурса хутшӑнма пултараймаҫҫӗ текен маларахри ҫулсене ҫапла йӗрке пулнӑччӗ.  Халӗ эпир ку  йӗркене пӑрахӑҫласа, тӳрлетӳсем кӗртнӗ.  Ҫӗнтерӳҫӗсем хӑйсен  ушкӑнне йӗркелесе конкурса хутшӑнма пултарайраҫҫӗ», – тесе хушса хунӑ Сергей Кириенко.

Командӑсем тӑватӑ категорирен пӗринче регистрациленме пултарайраҫҫӗ: патшалӑх управлени командисем, управлени командисем, организацисен управлени командисем, пӗрлештернӗ управлени командисем. Пур категорире те «Пӗрлештернӗ ушкӑн командӑсемсӗр» пуҫне командӑн чӑн ӗҫ ушкӑнне тӑратмалла, унта ӗҫлекенсем пӗр организацире пӗр ҫултан кая мар пӗрле ӗҫлени кирлӗ.

 «Хальхи тӗнчере  пысӑк ҫитӗнӳсемпе палӑрас тесессӗн – ушкӑнпа ӗҫлени паха, ун пек чухне кӑтартусем лайӑх пуласси те куҫ кӗретех.  Килӗштерсе тата тухӑҫлӑ ӗҫлеме пултаракан вӑйлӑ командӑсем  пирӗн пуласлӑх пуласса шанса тӑратӑп. Раҫҫей лидерӗсем  ӑмӑрту та питӗ лайӑх проект пулса тӑчӗ.  Ҫӗнӗ пӗлӳпе паха ӗҫ опычӗ илме, организацине, республикӑна, ҫӗршыва аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывма витӗм кӳрет», – тесе  Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пур управленецсене те, ертӳҫӗсене те конкурса хутшӑнакансем пулма чӗнсе ҫапларах каланӑ.

 «Россия – страна возможностей» Президент платформин генеральнӑй директорӗ  «Сенеж» управленийӗн ректорӗ Андрей Бетин Раҫҫей Президенчӗ Владимир Владимирович Путин пуҫарнипе «Раҫҫей лидерӗсем»  ӑмӑрту пӗрремӗш хут уйрӑм хаклавран пысӑк командӑллӑ управлени ӑмӑртӑвӗн формачӗ ҫине куҫнине палӑртнӑ. «Паянхи пурнӑҫ таппинче ҫӗнӗлле ӗҫлесе пыма вӗренмелле.  Шансах тӑратӑп, ҫӗнӗ формат конкурса калама ҫук пысӑк  витӗм кӳрессине, ҫӗнӗ пахалӑхлӑ лидер вӑй-хӑватне уҫса пама май парассине те ӗненетӗп», – тенӗ вӑл.

 «Раҫҫей лидерӗсем. Команда» проектӑн улттӑмӗш сезонӗ 2026 ҫулхи ҫуллаччен иртӗ. Заявка кампанийӗн кӑтартӑвӗсене Ҫӗнӗ ҫул уявӗсем хыҫҫӑн пӗлтерӗҫ. Дистанци тапхӑрӗ тата онлайн-тестированисем ҫитес ҫулхи кӑрлач-нарӑс уйӑхӗсенче пулаҫҫӗ. Онлайн-ҫурма финалсем категорисемпе ҫуркунне – 2026 ҫулхи пуш-ҫу уйӑхӗсенче иртӗҫ. Куҫӑм майпа финал  мероприятийӗсем «Сенеж» Ӑстаҫӑсен упрвленийӗнче пулӗ.



19 декабря 2025
09:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter