Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Хӑрушсӑрлӑх органӗсен ӗҫченӗсен кунĕ ячĕпе саламлани
Хӑрушсӑрлӑх органӗсен хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!
Хӑрушсӑрлӑх органӗсен хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем! Професси уявӗпе саламлатӑп! Эсир суйласа илнӗ профессие алла илме пысӑк хастарлӑх, тивӗҫе парӑнса тӑни тата паттӑрлӑх кирлӗ. Сирӗн ыттисен куҫне курӑнман кулленхи ырми-канми ӗҫӗр патшалӑха, унӑн суверенитетне тата граждансен тӑнӑҫлӑхне шанчӑклӑ хӳтлӗх кӳрет.
Паян, ятарлӑ ҫар операцийӗ пынӑ тапхӑрта, сирӗн умӑрта уйрӑмах пысӑк пӗлтерӗшлӗ тӗллевсем тӑраҫҫӗ. Сирӗнтен чылайӑшӗ служба тивӗҫӗсене килтен аякра, ҫав шутра Раҫҫей Федерацийӗн ҫӗнӗ субъекчӗсенче те, пурнӑҫлать. Эсир ҫӗршыв хӑрушсӑрлӑхӗ умне хӑрушлӑх кӑларса тӑратакан пулӑмсемпе хӑюллӑн кӗрешетӗр, хӑвӑрӑн пысӑк ӑсталӑхӑра тата ҫирӗплӗхӗре ӗҫпе кӑтартса паратӑр, ҫакӑ сире малашне те кирек мӗнле йывӑрлӑха та ҫӗнтерсе пыма май парассине эпӗ ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп.
Ветерансене – уйрӑм тав сӑмахӗсем, вӗсен паха опычӗпе ӑс-хакӑлӗ ҫамрӑк ӗҫченсене пӑхса ҫитӗнтерес ӗҫре тӗп вырӑн йышӑнса тӑраҫҫӗ. Эсир вӗрентсе тата ӑс парса пынипе ҫӗнӗ ӑрури ӗҫченсем чи кӑткӑс ыйтусене те татса пама хатӗр.
Хӑрушсӑрлӑх органӗсен ӗҫченӗсемпе ветеранӗсене пурне те ҫирӗп сывлӑх, службӑра ӑнӑҫу сунатӑп. Сирӗн ҫемйӗрсенче яланах тӑнӑҫлӑхпа ырлӑх хуҫаланччӑр, тӑванӑрсемпе ҫывӑх ҫыннӑрсен юратӑвӗпе пулӑшӑвӗ чунӑра ӑшӑтса тӑччӑр. Тӑван ҫӗршыва парӑнса тӑни малашне те аслӑ Раҫҫейӗмӗр аталанӑвӗн ҫирӗп тӗревӗ пултӑр!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
