Ачасен ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртни – чи лайӑх кӑмӑл-туйӑм парнеленине, ӗҫлеме хавхалантарнине палӑртнӑ регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев чӑрӑш ҫинчен виҫӗ шар илнӗ. Паллӑ, кунта пӗтӗмпех ачасен ӗмӗчӗсем сӑнарланнӑ шарсенче. Ҫӗнӗ ҫул йывӑҫне ачасен ӗмӗчӗсемпе ҫырнӑ Ҫӗнӗ ҫул шарикӗсем евӗр открыткӑсемпе илемлетнӗ. Пӗтӗм Раҫҫейри «Ӗмӗтсен чӑрӑшӗ» Чӑваш Енре те пурнӑҫланать. Унта ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ 3-17 ҫулсенчи ачасем, тӑлӑхсем, сусӑрсем хӑйсен ӗмӗтне ҫырса пӗлтернӗ. Регион Пуҫлӑхӗ вӗсене пурнӑҫлӗ. Вун виҫҫӗри Фёдора космос кӑсӑклантарать, вӑл телескоп пирки ӗмӗтленет. Арина ташлама юратать, хӗрача балансборд пирки ӗмӗтленнӗ. Никита – шкул олимпиадисене хастар хутшӑнакан. Вун пиллӗкре кӑна пулин те вӑл гуманитари миссийӗсене пухас ӗҫе хастар хутшӑнать, йывӑр атлетикӑпа кӑсӑкланать.
Регион Ертӳҫи пурнӑҫри йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ачасем ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрма сӗнет. «Ача-пӑча ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртнипе савӑнни – чи пахи. Пире ӳлӗмрен тата та лайӑхрах ӗҫлеме хавхалантарать. Эпир сирӗнпе ҫак акцие 2018 ҫултанпа хутшӑнатпӑр. Ырӑ ӗҫсем туни чӗрене ырӑ кӑмӑлпа малалла ӗҫлеме хавхалантарать те. Ҫак акцие хутшӑнни вӑл – ачасене телей парнелеме май пани кӑна мар, кулленхи ӗҫ-пуҫра лайӑхрах та тухӑҫлӑрах пурнӑҫлама витӗм кӳрет», – тенӗ вӑл.
«Чӑваш Енри хӗрарӑмсен союзӗн» председателӗ Наталья Николаева ӗмӗтсене пурнӑҫа кӗртекен асамҫӑ пулма кӑмӑллӑ пулнине палӑртнӑ. Ҫапла чӑрӑш ҫинчен виҫӗ шар илсе ун аллинчи парне-сюрпризсене Шупашкар хулинчи пиллӗк ҫулхи Ульяна, Чӗркаш ялӗнчи Даниилпа Дарья, Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫамрӑк Кира - йытӑ-робота илӗҫ.
2018 ҫултанпа «Ӗмӗтсен чӑрӑшӗ» ырӑ ҫынсене Раҫҫейӗпех пӗрлештерет. Акци пурнӑҫри йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ 3 ҫултан пуҫласа 17 ҫулчченхи ачасене ҫӗнӗ ҫул юмахӗ парнелет. Ҫичӗ ҫул хушшинче 320 пин ытла ача ӗмӗтне пӗтӗм халӑх тӑрӑшнипе пурнӑҫланӑ. Чӑваш Енре ҫак тапхӑрта 800 ытла ача ӗмӗтне пурнӑҫланӑ. Паянхи куна илес пулсан, Чӑваш Енре акцие хутшӑнма республикӑри ҫамрӑк ҫынсенчен 642 заявка панӑ ӗнтӗ. Тӗпрен илсен ачасем ҫул ҫӳревсем, роботсем, велосипедсем валли хатӗрленӗ наборсем пирки ӗмӗтленеҫҫӗ.
Пӗтӗм Раҫҫейри «Ӗмӗтсен чӑрӑшӗ» акци ачасен ӗмӗчӗсене пурнӑҫлама витӗм кӳрет. Ӗмӗтсене пурнӑҫа кӗртме Чӑваш Республикин Правительствин членӗсем, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем, право хуралӗн органӗсен представителӗсем, предприятисен ертӳҫисем, аслӑ пӗлӳ паракан вӗрентӳ организацийӗсен ректорӗсем, республикӑри Общество палатин эксперчӗсем тата ыттисем те пулӗҫ.
Акци пирки тӗплӗнрех елкажеланий.рф. сайтӗнче пӗлме пулать.
