Ҫӗнтерӳпе патриотизм ҫулталӑкне пӗтӗмлетнӗ, анчах палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫа кӗртессипе малалла та тӑрӑшмаллине каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ

Ҫӗнтерӳпе патриотизм ҫулталӑкне пӗтӗмлетнӗ, анчах палӑртнӑ  тӗллевсене пурнӑҫа кӗртессипе малалла та тӑрӑшмаллине каланӑ  Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ

Республикӑн тӗп хулинче Раҫҫей Федерацийӗнче Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин ҫулталӑкне тата Чӑваш Республикинче Ҫӗнтерӳпе патриотизм ҫулталӑкне  пӗтӗмлетсе мероприяти ирттернӗ.

2025 ҫул Асӑну ҫулталӑкӗ кӑна мар – Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине, ҫӗршыв пурнӑҫӗнче граждансем хастар хутшӑннин ҫулталӑкӗ те пулса тӑчӗ. Мероприяти Тӑван ҫӗршывӑн ветеранӗсене,  тыл ӗҫченӗсене, ятарлӑ ҫар операцийӗн паттӑрӗсене, нумай ачаллӑ ҫемьесене, влаҫ, культура тата общество организацийӗсен представителӗсене тата ҫемье хаклӑхӗсене ҫирӗплетме тӳпе хывакансене пурне те  пӗр чӑмӑра пухнӑ.  

 «Ку ҫул пирӗншӗн пуриншӗн те тарӑн наци пӗрлӗхӗн тата чун-чӗререн патриотизм символӗ пулса тӑчӗ. Асӑну кӑна мар, ӑрусен чӗрӗ ҫыхӑнӑвӗ: 80 ҫул каялла Аслӑ Ҫӗнтерӗве туптанисенчен пуҫласа паян ятарлӑ ҫар операцийӗн зонинче хӑйсен ҫар тивӗҫне пурнӑҫлакан паттӑр ачасем таранах пулчӗ ку. Пӗтӗм ҫӗршыв, пирӗн кашни муниципалитет, кашни ҫемье – пӗрле  ӗҫленӗ, пӗрне-пӗри пулӑшса пынӑ.

2025 ҫул пин-пин ҫынна пӗрлештернӗ мероприятисемпе  тарӑн йӗр хӑварчӗ. Вӑл ветерансем, нумай ачаллӑ ҫемьесем тата влаҫ представителӗсем пӗрле ҫӗршыв пурнӑҫне граждансем хастар хутшӑнмалли вӑхӑт пулса тӑчӗ.  Республика, ҫӗршыв аталанӑвне пысӑк  тӳпе хывнӑшӑн эпӗ сире кашнинех чун-чӗререн мухтанатӑп, тав тӑватӑп!

Ҫӗнтерӳпе патриотизм ҫулталӑкӗ вӗҫленнӗ, анчах пирӗн пысӑк тӗллевсем малалла та пурнӑҫа кӗрсе пыраҫҫӗ. Ку пирӗн пӗрлехи, чи кирлӗ яваплӑх: ҫӗршывӑмӑрӑн историлле астӑвӑмне малалла асра тытса чысласси, ҫӗнӗ ӑрӑва патриотизм воспитани парасси, ҫемье хаклӑхӗсене ҫирӗплетесси тата, паллах, СВО участникӗсене тата вӗсен ҫемйисен членӗсене пур енлӗн пулӑшу парасси», – тесе чӗнсе каланӑ  Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Паллӑ пулӑмра патшалӑх наградисене пысӑк хисепе тивӗҫнисене парса чысланӑ.  Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Указӗпе хӑюлӑхшӑн, паттӑрлӑхшӑн тата хӑйсене шеллемесӗр ӗҫленӗшӗн, ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне  пысӑк кӑтартупа палӑрнӑшӑн медальпе ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене Андрей Меньшикова, Сергей Мироновпа Андрей Николаева чысланӑ.

 «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» орденпа Степановсен ҫемьине, «Анне» паллӑпа – Ҫӗрпӳ округӗнчи нумай ачаллӑ Мария Угарина  тивӗҫлӗ пулнӑ.

Мероприятинче  уйрӑмах пысӑк  ҫемьесене тимлӗх уйӑрнӑ. «Ҫулталӑк ҫемйи – 2025» республика шайӗнче иртнӗ ӑмӑртӑва пӗтӗмлетнӗ. Ку хутӗнче  регионти  мӗнпур муниципалитетран 129 ҫемье хутшӑннӑ.  Конкурсра Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнче пурӑнакан Алякинсен ҫемьине ҫитекенни пулман, вӗсене диплом парса хавхалантарнӑ.  

 «Ҫемье вӑл – юратупа тӑрӑшулӑхӑн харпӑр уҫлӑхӗ кӑна мар, пӗтӗм ҫӗршывӑн ҫирӗп аталанӑвне тытса тӑракан чи пӗлтерӗшлӗ социаллӑ институт. Чӑваш Енри ҫемьесем гражданла яваплӑха мӗнле кӑтартнине, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшнине, волонтёрлӑх енӗпе ӗҫленине, ачасене культура йӑли-йӗркипе ӗҫе хисепленине куратпӑр. Ҫакӑн пек ҫемьесем – обществӑн чӑн-чӑн тӗрекӗ, пирӗн тӗллев те – вӗсем ӳсме, аталанма тата патшалӑх пулӑшӑвне туйма пултарччӑр тесе вӗсем валли мӗнпур услови туса парасси», – тесе палӑртса каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче мероприятине пухӑннисене саламланӑ май  Чӑваш Республикин ӗҫпе социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алена Елизарова.

 Граждансен пӗрлӗхне, нацисен тата конфессисен хушшинчи килӗшӗве çирӗплетессине, Чӑваш Республикин территорийӗнче пурӑнакан Раççейри халӑхсен этнокультура нумай енлӗхне упрассине тата аталантарассине тивӗçтерес тӗллевпе, Чӑваш Республикинче ҫитес 2026 çула Халӑхсен туслӑхӗн çулталӑкӗ тесе йышӑннӑ.



22 декабря 2025
08:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter