Владимир Путинпа иртнӗ тӳрӗ лини вӑхӑтӗнче панӑ Чӑваш Енри мӗн пур ыйтӑва уҫӑмлатса татса парассие каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин пресс-конференципе пӗрле тӳрӗ лини ирттернӗ, унта ҫулталӑкри ӗҫсене пӗтӗмлетнӗ, журналистсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ.
Тӳрӗ лини 4 сехет ытла пынӑ. Ҫак тапхӑрта патшалӑх Пуҫлӑхӗ ҫӗршывӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗпе, СВО-ри лару-тӑрупа, цифра суверенитечӗпе, Раҫҫейри демографи лару-тӑрӑвӗпе тата ытти тӗп ҫул-йӗрпе ҫыхӑннӑ 77 ыйтӑва хуравланӑ.
Патшалӑхӑн тӗп тӗллевӗсем пирки каланӑ май Владимир Путин Раҫҫейшӗн суверенитет пӗлтерӗшлине палӑртнӑ.
Ҫӗршывӑн оборона хӑрушсӑрлӑхне ҫирӗплетесси, политика тытӑмӗпе парламентаризма аталантарасси, граждансен прависемпе ирӗклӗхӗсене тивӗҫтересси, ҫавӑн пекех экономикӑпа технологи суверенитетне вӑйлатасси тӗп ыйтусем.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Президент палӑртнӑ приоритетсем региона аталантарас тӗллевсемпе тӳрремӗнех ҫыхӑннине, влаҫ органӗсен малалла ӗҫлемелли ориентир пулса тӑнине асӑннӑ.
«Ентешсемпе тата МИХсен представителӗсемпе ирттернӗ уҫӑ калаҫу Раҫҫей лидерӗ вӑйлӑ пулнине, кашни регионӑн ыйтӑвӗсене лайӑх ӑнланнине ҫирӗплетсе парать.
Рекордлӑ кӑтарту – 3 млн ытла ыйту пухӑннӑ. Ҫав шутра пирӗн ентешсенчен 19 пине яхӑн, ку пӗтӗмӗшле йышӑн 0,6% пулать.
Социаллӑ политика, инфратытӑм, влаҫпа общество пӗр-пӗринпе хутшӑнса ӗҫленин темисем Чӑваш Еншӗн пӗлтерӗшлӗ. Пирӗн республикӑран пӗр ыйту та тимлӗхсӗр юлмасть, вӗсенчен нумайӑшне пирӗн ӗҫре, сӑмахран, Чӑваш Ене 2030 ҫулччен аталантармалли Комплекслӑ программӑра шута илнӗ те ӗнтӗ. Республика Правительстви умне лартнӑ тӗллевсене пурне те пурнӑҫа кӗртессишӗн тӑрӑшӑпӑр», – тесе каланӑ Олег Николаев.
Тӳрӗ лини пынӑ май Владимир Путин «Время героев» федераллӑ программӑна пурнӑҫа кӗртессипе хастар ӗҫлекеннисене, регион ертӳҫисене тав тунӑ. Программӑна ятарлӑ ҫар операцийӗ витӗр тухнӑ ҫынсене патшалӑх тата муниципалитет управленийӗнче ӗҫлеме, пулӑшу пама йышӑннӑ.
«Паттӑрсен вӑхӑчӗ» программӑн пӗрремӗш тапхӑрӗ витӗр тухнисемшӗн мӑнаҫлнатӑп. Чылайӑшӗ иккӗмӗш юхӑмра вӗренеҫҫӗ. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем пуҫлӑхсем, министр ҫумӗсем те пулса тӑнӑ ӗнтӗ, пирӗн чи пысӑк йышра тӑрӑшаҫҫӗ. Темиҫе ҫын Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн администрацийӗнче ӗҫлет. Вӗсен пӗтӗмпех йӗркеллӗ ӗҫсем пулса пыраҫҫӗ», – тесе каланӑ патшалӑх Пуҫлӑхӗ Владимир Путин.
Чӑваш Республики хӑйӗн федераллӑ программин «Время героев» аналогне – «Время СВОих» проекта хута янӑ. Программа Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пуҫарнине пурнӑҫланса СВО участникӗсемпе ветеранӗсене управлени хӑнӑхӑвӗсене алла илме пулӑшать.
Регион проектне хутшӑнма кӑмӑл тунисем сахал мар. Раҫҫейри 25 регионтан 388 заявка панӑ, ҫав вӑхӑтрах вӗсенчен 339-шӗ республикӑра пурӑнакансенчен килнӗ. Кандидатсен хушшинче 79 СВО ветеранӗ.
Унта хутшӑнакансем валли влаҫ органӗсен тата депутатсен корпусӗн ертӳҫисене явӑҫтарса пулӑшу памалли тытӑм йӗркеленӗ. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев программӑна хутшӑнакансенчен пӗрин – саппас офицерӗн, Руслан Валиуллин подполковникӑн – наставникӗ шутланать.
