Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев граждансене харпӑр хӑй ыйтӑвӗсемпе йышӑннӑ
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев граждансене харпӑр хӑй ыйтӑвӗсемпе йышӑннӑ. Уҫӑ калаҫӑва ку хутӗнче Улатӑр, Шупашкар тата Вӑрмар округӗсенче пурӑнакансем хутшӑннӑ, хӑйсене кӑсӑклантаракан ыйтусене регион Пуҫлӑхне пӗлтернӗ.
А. Г. Николаев Александр Колесников ячӗллӗ ача-пӑчапа ҫамрӑксен № 1 спорт шкулӗн тренер-преподавателӗ республика Пуҫлӑхӗнчен Улатӑрти «Труд» стадиона юсаса ҫӗнетмелли плансем пирки ыйтса пӗлнӗ. Хулара пурӑнакансем, ҫав шутра унӑн воспитанникӗсем те, пурте ҫӗнетнӗ объектра спортпа туслашма май пуласса питӗ кӗтнине хыпарланӑ.
«Пӗрле ытларах вӑй хурсан, активлӑ позиципе ӗҫлесен ҫитес ҫулсенче нумай япалана лайӑх енне улӑштарма пулать. Ҫакна тума пирӗн пур кирлӗ майсем те пур. Территорие аталантарассишӗн яваплӑх хамӑр ҫинче выртнине асра тытмалла. Муниципалитет ӗҫӗсене мӗн чухлӗ вырӑнти халӑх активлӑрах хутшӑнать, ҫавӑн чухлӗ лайӑх та паха улшӑнусем нумайрах пурнӑҫа кӗртме пултаратпӑр. Хулара ӑшӑпа тивӗҫтерекен лару-тӑрӑва уҫӑмлатнӑ. Стадиона хута ярӑпӑр, ҫӗнӗ предприятисем уҫма палӑртнӑ. Сирӗн хастарлӑхӑр тата хутшӑнас кӑмӑл – республикӑн пысӑк пуласлӑхӗ», – тесе палӑртса каланӑ Олег Николаев.
Ҫавӑн пекех вӑл Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн Комплекслӑ программи шайӗнче 2030 ҫулччен спорт шкулӗпе юнашар вырнаҫнӑ «Труд» стадион территорийӗнче ҫӗнӗ спорт сооруженийӗсем йӗркелеме пӑхса хӑварнине пӗлтернӗ. Ҫитес ҫул проекта пурнӑҫлама палӑртнӑ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ стадионта искусствӑлла витӗмлӗ футбол уйне, чупу ҫулӗсене, тӑршшӗне сикмелли сектора, волейбол-баскетбол площадкисене, ҫавӑн пекех ГТО нормативӗсене памалли инфратытӑма йӗркелеме палӑртнине каланӑ. Проекта пурнӑҫа кӗртме 2026–2027 ҫулсенче пӑхса хӑварнӑ, вӑл хальхи стадион вырӑнӗнче пулассине асӑннӑ.
Шупашкар муниципаллӑ округӗнче пурӑнакан Алексей Никандров, нумай ачаллӑ ашшӗ, хӑйӗн ачисем таса, илемлӗ, анлӑ шкула ҫӳренине палӑртнӑ. Республикӑра пулса иртекен ырӑ улшӑнусемшӗн Олег Николаева тав тунӑ. Уйрӑм пурӑнмалли ҫуртсем валли шывпа тивӗҫтермелли сетьсем тума май пуррипе ҫукки ҫинчен ыйту ҫӗкленӗ. Вӑл нумай ачаллӑ ҫемьесене панӑ 63 ҫӗр лаптӑкӗсенче шыв кӗртсен аван пулассине асӑннӑ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ асӑннӑ объект тӗлӗшпе проект документацине ҫирӗплетнине пӗлтернӗ. Ӑна Чӑваш Республикин республика адреслӑ инвестици программин проектне (РАИП) 2026 ҫул вӗҫлениччен пурнӑҫламалли срокпа 20 млн тенкӗ ытла укҫа-тенкӗ уйӑрса хӑварнине те каланӑ.
Улатӑр округӗнче пурӑнакан Николай Лысов Улатӑр районӗн тӗп больницин пӗтӗмӗшле практика врачӗн офисӗнче интернет сетьне хӑвӑртлӑха ӳстерме пулмасть-ши тесе ыйтнӑ регион Пуҫлӑхӗнчен. Олег Николаев ялта шкул тата клуб пуррине палӑртнӑ, вӗсенче «Ростелеком» пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ интернет илсе ҫитернине каланӑ. Пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ интернетпа пур ҫӗрте те объектсене тивӗҫтерме палӑртнине асӑннӑ вӑл.
Вӑрмар округӗнчи ял клубӗн заведующийӗ Ирина Алексеева хӑй пурӑнакан ялта Культура ҫуртне тума пулмасть-ши тесе ыйтнӑ Пуҫлӑхран уҫӑ калаҫу вӑхӑтӗнче.
Объекта хӑпартса лартмалли проектпа смета хатӗр пулнине пӗлтернӗ Пуҫлӑх. Енчен те палӑртса хунӑ пек пӗтӗмпех пулсан, объект тепӗр ҫулта хута кайма пултарассине шантарнӑ вӑл. Анчах та пурин те строительство ӗҫне тӑтӑшах тӗрӗслесе тӑмаллине, объект вӑхӑтра тата туллин пурнӑҫа кӗтӗр тесен пурин те тӑрӑшмаллине чӗнсе каланӑ регион Ертӳҫи.
