Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Энергетика отраслӗн ӗҫченӗсене саламлани
Чӑваш Республикин энергетика отраслӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!
Сире професси уявӗпе саламлатӑп!
Чӑваш Ен энергетики – региона малалла туртакан хӑватлӑ вӑй, унӑн экономикипе аталанӑвӗн никӗсӗ. Унӑн тытӑмне пысӑк электростанцисем, пин-пин ҫухрӑм электролинисем тата вун-вун подстанци кӗреҫҫӗ. Ҫапах та кунта чи пӗлтерӗшли – ҫынсем, сетьсене пӗр кӑлтӑксӑр ӗҫлеттерекен пысӑк ӑсталӑхлӑ ӗҫченсен туслӑ пӗрлӗхӗ.
Эсир электроэнергипе тивӗҫтерсе тӑрассин шанчӑклӑхӗ инновацисемпе тачӑ ҫыхӑннӑ малашлӑха йӗркелетӗр, Чӑваш Ен вара цифрӑлас ӗҫре тата «симӗс» технологисемпе усӑ курас енӗпе малта пыракансем патне ҫирӗппӗн утӑмлаcа ҫывхарать.
Эпир юлашки ҫулсенче пӗрле тунӑ кӑтартусем савӑнтараҫҫӗ. Электросеть хуҫалӑхне пӗрлештерессипе ҫыхӑннӑ анлӑ ӗҫе вӗҫлерӗмӗр, вӑл 21 муниципаллӑ округа пӗр пӗтӗм управлени мелӗпе пӗрлештерме май пачӗ. Çӗршыври чи малтисенчен пӗри шутланакан «Цифра энергорегионӗ» мегапроект ӑнӑҫлӑн пурнӑҫланать, искусствӑлла ӑс-хакӑл, сетьсене «ӑслӑрах», шанчӑклӑрах тата кирек мӗнле йывӑрлӑха та ҫӗнме пултармалла туса, вӗсене тытса пыма пулӑшӗ. Чӑваш Енӗн чи аякри вырӑнӗсене те электроэнергипе тивӗҫтерме май паракан ҫӗнӗ энергоцентрсен сечӗ йӗркеленет. Электричествӑпа зарядлакан инфратытӑм хастарлӑн аталанать: хальхи йышши вун-вун станци ӗҫлет те ӗнтӗ, 2027 ҫул тӗлне вӗсен шучӗ 200-е ҫывхармалла. «Технопарк» ҫӗнӗ подстанци индустри паркӗн резиденчӗсем валли лайӑх майсем уҫать, ҫӗнӗ предприятисемпе ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелеме тата Ҫӗнӗ Шупашкара, унпа пӗрлех пӗтӗм республикӑна малалла аталантарма майсем хывать.
Ҫак ҫитӗнӳсем – сирӗн ӗҫӗрпе ӑсталӑхӑр тата ӗҫе парӑннин курӑмлӑ кӑтартӑвӗ. Эсир системӑна сивӗре те, шӑрӑхра та, каҫхи сменӑсенче те тата аварие сирсе яма вырӑна тухнӑ чухне те пӑсӑлма памастӑр.
Ветерансене уйрӑммӑн тав туса хӑваратӑп. Сирӗн паха опытӑрпа ӑс-хакӑлӑр – Чӑваш энергетикин ылтӑн саппасӗ, ӑна пула отрасль аталанӑвӗнчи кашни ҫӗнӗ утӑм ҫирӗпрех те шанчӑклӑрах пулса пырать. Эсир шанса панӑ эстафетӑна паянхи энергетиксен ӑрӑвӗ чыслӑн тытса пырать.
Сире ҫирӗп сывлӑх, ҫемье ӑшшине, ӗҫре ҫитӗнӳсем сунатӑп. Эсир тӑрӑшнипе кашни килтех ҫуталакан ҫутӑшӑн тав туни тата чыс-хисеп сумӗ сирӗн пата нумай-нумай хут хушӑнса пырса ҫиттӗр, Чӑваш Ен вара малалла аталантӑр тата энерги енӗпе пӑхӑнманлӑхпа палӑрса тӑтӑр!
Чӑваш Республикин
Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
