Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Ҫӑлавҫӑ кунӗ ячӗпе саламлани
Чӑваш Республикин ҫӑлав службин хисеплӗ ӗҫченӗсем!
Сире Ҫӑлавҫӑ кунӗ ячӗпе саламлатӑп!
Ҫынсене ҫӑлассишӗн эсир пулӑшу кирлӗ ҫӗре чӑн малтан пырса ҫитетӗр, тепӗр чухне ҫавна май хӑвӑр пурнӑҫӑра хӑрушлӑха кӗртсе ӳкеретӗр. Сирӗн профессие алла илме пысӑк чӑтӑмлӑх, хӑюлӑхпа хастарлӑх тата ҫирӗплӗх кирлӗ.
Юлашки пилӗк ҫулта Чӑваш Енӗн шыравпа ҫӑлав службин ӗҫченӗсем икӗ пин ытла ҫынна ҫӑлса хӑварнӑ тата пин-пин хутчен ҫула тухнӑ – ҫак цифрӑсем сирӗн ӗҫӗн сумлӑ кӑтартӑвӗ. Профилактика ӗҫӗсене тытӑмлӑн пурнӑҫласа пынине пула пушарсен шучӗ палӑрмаллах чакрӗ, шыв объекчӗсенчи чӗнӳсен шучӗ пӗрре виҫҫӗмӗш пай таран кӗскелчӗ, иртнӗ вунӑ ҫулта инкексен шучӗ икӗ хута яхӑн сахалланчӗ.
Чӑваш Енре ҫӑлав службине мӗн кирлипе тивӗҫтерес тӗлӗшпе анлӑ ӗҫ туса ирттертӗмӗр: Сӗнтӗрвӑрринчи тата Куславккари станцисене тӗпрен юсанӑ, Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫӗннине тунӑ. Аварипе ҫӑлав техникин паркӗ 30 ытла ятарлӑ техника тӗслӗхӗпе тата ҫӑлав хатӗрӗсемпе пуянланчӗ. 7 муниципаллӑ округра постсем уҫнӑ, 24 пушар машини туяннӑ, ҫавна пула халӑх пурӑнакан вун-вун вырӑна тата та шанчӑклӑрах хӳтлӗхпе тивӗҫтерме май йӗркеленет.
Ҫӑлав службин ветеранӗсене уйрӑм тав сӑмахӗсем калатӑп. Эсир ҫӗр-ҫӗр йывӑр лару-тӑрура пулса курнӑ, шанчӑк ҫук пек туйӑнакан тӗслӗхсенче те ҫемьесене вӗсен ҫывӑх ҫыннисене тавӑрса панӑ. Паян ҫамрӑк ҫӑлавҫӑсем сирӗнтен тӗслӗх илеҫҫӗ тата ҫак пархатарлӑ ӗҫе тивӗҫлӗн малалла тӑсаҫҫӗ.
Сире ҫирӗп сывлӑх, шанчӑклӑ туссем ҫумӑрта пулма тата дежурствӑсене канӑҫлӑ ирттерме сунатӑп. Сирӗншӗн кашни ҫул ҫӳрев ӑнӑҫлӑ вӗҫлентӗр, киле таврӑнни вара ҫывӑх ҫыннӑрсемпе тӗл пулни парнелекен савӑнӑҫпа палӑрса юлтӑр.
Чӑваш Республикин
Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
