Чӑваш Енре «Асам» ача сачӗн строительство ӗҫне вӗҫленӗ
Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин Председателӗн Ҫумӗ Марат Хуснуллин тата Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев видеоҫыхӑну формачӗпе Шупашкарта ҫӗнӗ объект уҫнӑ. Палӑртнӑ кун ҫӗршыври пысӑк инфратытӑм объекчӗсене сахал мар хута янӑ. Ҫӗнӗ хула районта «Асам» ача садне уҫнӑ. Унта харӑсах 340 ача вырнаҫтарма май пур.
«Олег Алексеевича тата унӑн пӗтӗм командине, ҫавӑн пекех «Честр-Групп» строительствӑпа промышленность холдингӗн президенчӗ Анатолий Афанасьевича палӑртнӑ проекта пурнӑҫа кӗртме витӗм кӳнӗшӗн тав тӑватӑп. Чӑваш Ен ҫурт-йӗр лайӑх тӑвать, хӑвӑртлӑха чакармасть», – тесе палӑртса каланӑ Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин Председателӗн Ҫумӗ.
Олег Николаев республикӑшӑн ача сачӗ питӗ пӗлтерӗшлӗ пулни пирки каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче.
«Тавтапуҫ Владимир Путин Президента. Тем пек кӑткӑс пулсан та бюджета упраса хӑварса ҫитес 3-5 ҫуллӑха плансем йӗркелеме май килчӗ. Ҫавӑнпа та тӗллев – палӑртнине пурне те пурнӑҫласси. Тавтапуҫ Правительство Председательне Михаил Владимировича – эпир унпа ялан пӗр-пӗринпе ӗҫлӗ ҫыхӑнӑва тытатпӑр. Ҫак проектпа ӗҫленӗ мӗнпур ҫыннта тав тӑватӑп. Эсир пысӑк професстоналсем. Ҫӗнӗ ҫул умӗн пысӑк парне вырӑнне пулчӗ. Ҫынсем савӑнаҫҫӗ. Умра пире ҫӗнӗ проектсем, тӗллевсем кӗтеҫҫӗ «Пурӑнма кирлӗ инфратытӑм» нацпроектпа та тӑрӑшмалли сахал мар. Сирӗн ӗҫ кӑтартӑвӗсенчен граждансен ырлӑхӗ тата ҫӗршыв экономикин аталанӑвӗ нумай килет. Ҫавӑнпа та ӗҫ хӑвӑртлӑхне чакарма юрамасть. Ҫӗнӗ ҫӗнтерӳсем патне ҫеҫ малалла каймалла!», – тенӗ вӑл.
Учреждени хатӗрлӗхне Чӑваш Республикин строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗ Владимир Максимов тата Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Станислав Трофимов пысӑка хурса хакланӑ.
«Асам» сӑмах чӑвашларан вырӑсла куҫарсан «чудо» тенине пӗлтерет. Ача сачӗ чӑнах та ҫак ята ҫирӗплетет, чи малтан – хӑйӗн территорийӗпе. Гектара яхӑн лаптӑкра ачсемпе уҫӑлма тата вӑйӑсем ирттерме палӑртнӑ, ҫак кӑтартупа вӑл республикӑра чи пысӑкки шутланать. Объект паянхи пурнӑҫпа тӳр килсе тӑрать. Условисем ҫав тери чаплӑ, ачасемшӗн питӗ паха.
«Асам» ача сачӗ Чӑваш Енри шкул умӗнхи вӗрентӳ тытӑмне аталантарма пулӑшакан педагогсемшӗн республикӑри компетенцисен центрӗ пуласси те куҫ кӗретех.
Ҫитес ҫулхи пӗрремӗш кварталтах ачсене йышӑнма плана кӗртнӗ.
