Тӑлӑха юлнисене республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫӗнӗ хваттерсен уҫҫисене парса чысланӑ
Чӑваш Енре тӑлӑх тата ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ ачасене пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерес программӑна пурнӑҫа кӗртесси малалла пырать. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Дементьев урамӗнчи 5-мӗш ҫуртри 32 ҫӗнӗ хӑтлӑ хваттерсен уҫҫисене панӑ:
«Эпир ӗҫ хӑвӑртлӑхне кулленех ӳстерсе пыратпӑр: 2020 ҫултанпа 2000 ытла ҫынна ҫурт-йӗрпе тивӗҫтернӗ. Кӑҫал 450 ытла хваттер уҫҫисене ҫынсене парса ҫурт-йӗрпе тивӗҫтернӗ.
Пирӗн ҫитес 2-3 ҫулхи тӗллев – сахалтан та пин ачана ҫӗнӗ хӑтлӑ хваттерсемпе тивӗҫтересси. Шансах тӑратӑп, ҫакӑн пек хӑвӑртлӑхпа ӗҫлесе эпир ку ыйтӑва татса парассине те ӗненетӗп.
«Ҫӗнӗ хваттерсен хуҫисене пурне те ӑшшӑн саламлатӑп! Сирӗн килӗрсенче яланах ачасен куллисем янӑраччӗр, ӑшӑ та хӑтлӑ пулччӗр хваттерсем. Сирӗн ӗмӗтӗрсем пурнӑҫланччӗр!», - тесе каланӑ Чӑвашш Ен Пуҫлӑхӗ.
Гремячево микрорайонӗнче 32 ҫынна ҫӗнӗ хваттерсен уҫҫисене парса чысланӑ. Ефимов урамӗнчи 1-мӗш №-лӗ ҫуртра пурӑнакансене Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ Олег Марков саламланӑ:
«Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев халӑхӑн социаллӑ хӳтлӗхсӗр ушкӑнӗсен пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатасси ҫине уйрӑмах пысӑк тимлӗх уйӑрать. Пирӗн республикӑра пурӑнакансен ырлӑхне ӳстерме пулӑшакан укҫа-тенкӗ ҫулсерен ӳссе пырать. Паян эсир тахҫантанпах кӗтнӗ хваттерсен уҫҫисене илетӗр - ку вӑл Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи чӑн-чӑн парне. Кунта яланах ача-пӑча сассисем янӑраччӑр, савӑнӑҫлӑ кулӑ чун-чӗрене ӑшӑттӑр», - тенӗ вӑл.
Маларах, раштав уйӑхӗнче, Шупашкарта пурӑнмалли ҫурт-йӗре Геннадий Айхи проспектӗнчи ҫуртри 122 ҫынна хваттерсемпе тивӗҫтернӗ.
