Чӑваш Енри паллӑ ҫынсене республика аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тав тунӑ

Чӑваш Енри паллӑ ҫынсене республика аталанӑвне  пысӑк тӳпе хывнӑшӑн регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тав тунӑ

«Сирӗнпе Чӑваш Ен мӑнаҫланать» ятпа Чӑваш Енре  савӑнӑҫлӑ мероприяти иртнӗ.  Паллӑ пулӑмра республикӑна пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче чапа кӑларнӑ ҫынсене  савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура хисеп тунӑ.   Мероприятине пухӑннисене саламланӑ май,  Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев вӗсен ӗҫӗ тата ҫӗнтерӗвӗ – регион пулслӑхӗн тӗп никӗсӗ пулнине палӑртнӑ.

 «Эпир чӑнласах та, сирӗнпе мӑнаҫланатпӑр. Чӑваш Енре калама ҫук пултаруллӑ, кирек хӑш сферӑра та хастар, пысӑк тавра курӑмлӑ ҫынсем пурӑннине ҫирӗплетсе патӑр. Эсир пуриншӗн те тӗслӗхре, ҫитӗнӳсемпе палӑрнӑ хастарсем.

Сирӗн кашни харпӑр хӑй тата командӑри ӑнӑҫу, ыттисемпе пӗрлешсе, пирӗн пӗрлехи пурнӑҫа улӑштарать, ӑна хӑйне евӗрлӗ тӑвать. Чӑваш Ен янӑрать: спортра, вӗренӳре, сывлӑх сыхлавӗнче, культурӑра, ӑслӑлӑхра, пултарулӑхра тата ҫапӑҫу хирӗнче те хаастарлӑхпа палӑрать. Пирӗн паттӑр ентешсем, ҫума-ҫумӑн, Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлеҫҫӗ, мал ӗмӗтлӗ юхӑма тивӗҫтереҫҫӗ, пурне те малалла ӑнтӑлма витӗм кӳреҫҫӗ.

Шӑпах сирӗн  паха ӗҫсем тӗслӗх пулса тӑраҫҫӗ, пурнӑҫӑн ҫӗнӗ ӳсӗмне йӗркелесе хӑйсем хыҫҫӑн пиншер ҫын ертсе пыраҫҫӗ. Шансах тӑратӑп, эсир тунӑ ҫитӗнӳсем яланах тӗслӗре пуласса. Паян пӗрле эпир пӗр-пӗринчен вӑй-хӑват илсе пыратпӑр.  Ҫитес ҫул та пӗрле йывӑрлӑхсене парӑнтарма, пирӗн республикӑна тата пурнӑҫа лайӑхрах аталантарма ӗҫлессине пӗлсех тӑратӑп», – тесе каланӑ  Олег Николаев.

Пухӑннисем  йышӗнче, пысӑк хиспе тивӗҫнисем: ҫемье династийӗсен представителӗсем, промышленноҫпа ял хуҫалӑх ӗҫченӗсем, пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ сферӑра тата социаллӑ пулӑшу сферинче ӗҫлекенсем, врачсем, вӗрентекенсем тата аслӑ вӗренӳ заведенийӗсен преподавателӗсем, строительсем, кондитерсем, рестораторсемпе предпринимательсем, муниципалитет служащийӗсем, IT-сферӑсемпе медиауҫлӑх специалисчӗсем, спортсменсемпе тренерсем, волонтер юхӑмӗн представителӗсем тата культура ӗҫченӗсем.

Ветерансен харпӑр хӑй опычӗ, хӑюлӑхӗ тата тӳсӗмлӗхӗ нумай ӑрушӑн тӗслӗх пулса тӑраҫҫӗ. СВО хутшӑннӑ, «Время СВОих»  регионти программӑна хутшӑннӑ паттӑр,  «Быть, а не казаться», Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӑн ҫӗнтерӳҫи,  Денис Андреев подполковник Олег Николаева тав тунӑ: «Сирӗн командӑн йышӗнче пулнипе эпир мӑнаҫланатпӑр, малалла та пӗрле ӗҫлессине, ҫӗршывшӑн, Чӑваш Еншӗн тӑрӑшассине каланӑ.  «Ҫӗнтерӳ пирӗн енче пуласса пӗлетӗп», – тенӗ вӑл.

Чӑваш наци музейӗн директорӗ Ирина Меньшикова Чӑваш Ен Пуҫлӑхне Олег Николаева регионти культурӑна пур енлӗн пулӑшса аталантарнӑшӑн тав тунӑ.

«Умра пире пысӑк тата пӗчӗк ӗҫсем питӗ нумай кӗтеҫҫӗ-ха. Анчах чи кирли — тӗрӗсленӗ принципсене тытса пымалла: хӑвӑн ӗҫӗн профессионалӗ пулмалла, ӑна юратмалла, йывӑрлӑхсене парӑнтарма пӗлмелле», – тесе сӑмаха ҫавӑрса каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.



30 декабря 2025
09:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter