Республикӑра пурӑнакансене пысӑк технологиллӗ медицина пулӑшӑвӗ пама май пултӑр тесе кулленех тытӑмлӑн ӗҫленине палӑртнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Республикӑра пурӑнакансене пысӑк технологиллӗ медицина пулӑшӑвӗ пама май пултӑр тесе кулленех тытӑмлӑн ӗҫленине палӑртнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Чӑваш Енри Республикӑри кардиологи диспансерӗн тухтӑрӗсем чӗре чирне сиплес тесе пысӑк технологиллӗ медицина хатӗрӗсене тӗпе хурса операци туса ирттернӗ.

 «Ҫакӑн пек пысӑк технологиллӗ операцисем Чӑваш Енре стандартлӑ пулччӑр тесе эпир  тӗллевлӗн ӗҫлетпӗр. Ҫавна тумашкӑн хальхи йышши оборудование туянатпӑр тата ҫӗнӗ методикӑсене ӗҫе кӗртме пулӑшатпӑр. Ку вӑл республикӑн аталанӑвӗн тата ҫӗнӗ нацпроектӑн пирӗн анлӑ программӑн пӗлтерӗшлӗ пайӗ. Регионти медицина хальхи вӑхӑтри тата пысӑк пахалӑхлӑ, федераллӑ центрсене ертсе пыракансен шайӗнче пултӑр тесе эпир мӗнпур ӗҫсене йӗркелесе ирттеретпӗр»,  тесе палӑртнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Республикӑри кардиологи диспансерӗн тӗп врачӗ Вадим Бабокин ҫӗнӗ пысӑк технологиллӗ медицина хатӗрӗсемпе усӑ курса пурнӑҫланӑ операци пациента хӑнӑхнӑ пурнӑҫа хӑвӑртрах таврӑнма май парассине шанса каланӑ.

«Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕ  ҫынсен пурнӑҫне тӑсма, ӗҫлеме, хастарлӑха  витӗм кӳрет.  Ҫавӑн пекех регион медицинин ҫитӗнӗвӗсене кӑтартса парать, вӑл юлашки вӑхӑтра ҫӗршыври клиникӑсемпе пӗр шайра ӗҫлеме пултарнине ҫирӗплетет. Чӑнласахх та, вĕсем çынсен пурнăçне лайăхлатма тата экономикăна тĕреклетме тивĕçлĕ.



12 января 2026
10:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter