Олег Николаев Шупашкар-Чӑваш епархине 80 ҫул тултарнӑ ятпа саламланӑ

Олег Николаев Шупашкар-Чӑваш епархине 80 ҫул тултарнӑ ятпа саламланӑ

Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче Шупашкар-Чӑваш епархийӗ 80 ҫул тултарнӑ ятпа  паллӑ пулӑм пулса иртнӗ.  Фойере республикӑра православи тӗнне йышӑнмалли тапхӑрсене кӑтартакан сӑн ӳкерчӗксен куравне йӗркеленӗ. Хӑнасем архив видеоматериалӗсемпе паллашма пултарнӑ,  архиерейсемпе прихожансен аса илӗвӗсене курса ӗненнӗ.

Регион  Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пухӑннисене юбилей  ячӗпе саламласа йӑлана кӗнӗ ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет хаклӑхӗсене ҫирӗплетес, ҫавӑн пекех нацисемпе конфессисен хушшинчи тӑнӑҫлӑха тата килӗшӳлӗхе упраса хӑварас ӗҫе тӳпе хывнӑшӑн Хисеп хучӗпе чысланӑ. Чыслав уйрӑмах икӗ пысӑк пуҫарупа янӑранӑ: Владимир Путин Президент ҫирӗплетнӗ Раҫҫей халӑхӗсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкне тата республика Пуҫлӑхӗ пуҫарнипе Чӑваш Енре иртекен Халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкне халалланӑ.

 «Патшалӑхпа чиркӳ ҫынсене сӑваплӑ ӗҫ туса пама витӗм кӳреҫҫӗ. Пӗр-пӗинпе килӗшсе алла-аллӑн тытӑнса ӗҫлесе пыраҫҫӗ. Эпир социаллӑ ырлӑхпа пурлӑх енчен пулӑшассишӗн тӑрӑшатпӑр, чиркӳ вара этемӗн ӑс-хакӑл тӗнчине витӗм кӳрет, обществӑн мораль никӗсне ҫирӗплетет.

Пирӗн халӑхӑн историйӗ ҫакна кӑтартса парать: чи йывӑр вӑхӑтра ӗненӳ пире пӗрлӗхе упраса хӑварма пулӑшнӑ. Шӑпах вӑл вӑй пулнӑ, ҫавна пула эпир йывӑрлӑхсене парӑнтарнӑ, тӑшмансене аркатнӑ, ҫӗнтернӗ.

Паянхи пурнӑҫ таппинче Турӑ сӑмахӗ уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ янӑрать.  Пурне те ҫак  паянхи паллӑ пулӑмпа саламлатӑп, хальхи историе йӗркелесе яракансен астӑвӑмне сӑваплӑн чыслӑпӑр, хамӑрӑн мӑн асаттемӗрсен йӑли-йӗркине малалла та ҫирӗплетӗпӗр, ӗненӳ, пӗрлӗх вӑйӗ ҫине таянса малашлӑха шанчӑклӑн пӑхӑпӑр, кирек мӗнле йывӑрлӑха та ҫӗнтерӗпӗр»,  тесе каланӑ Олег Николаев.

 «Ҫак 80 ҫул хушшинче пирӗн аслӑ архиерейсемпе священниксем, йывӑр тӗрӗслевсем витӗр тухнӑскерсем, пулнӑ. Паян, патшалӑхпа общество пулӑшнипе, пирӗн тӗп чӗнӗмӗр улшӑнмасӑр юлӗ  Турӑ сӑмахне тӗнчене кӳресси, ҫывӑх ҫынсемшӗн, халсӑррисемшӗн тата нушаланакансемшӗн ӗҫлесси»,  тесе уйрӑммӑн палӑртнӑ Шупашкар тата Чӑваш митрополичӗ Савватий. Православи чиркӗвӗ вырӑс тата чӑваш халӑхӗсемшӗн йӑлана кӗнӗ ырӑпа юрату тата пӗр-пӗрне хисеплени ҫинче никӗсленнӗ хаклӑхсене вӗрентсе пынине каланӑ.



13 января 2026
15:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter