Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш Республикин Правительстви умне ҫӗнӗ тӗллевсем палӑртнӑ

Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш Республикин Правительстви умне ҫӗнӗ тӗллевсем палӑртнӑ

Правительство ҫуртӗнче эрнесерен ирттерекен планеркӑра Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев кӑҫалхи ҫул валли палӑртнӑ тӗллевсем, ҫавӑн пекех канашлура республикӑра Ҫӗнӗ ҫул тата Раштав уявӗсем епле иртни пирки чарӑнса тӑнӑ.

 «Чӑваш Енри мероприятисене 800 пине яхӑн ҫын хутшӑннӑ. Ку вӑл пирӗн программӑсем пурӑнакансемпе хӑнасемшӗн кирлӗ те кӑсӑклӑ пулнине  ҫирӗплетет. Шупашкар кӑҫал тараватлӑ тӗп хула статусне ҫирӗплетме пултарчӗ.  Хулари Хӗрлӗ тӳремре ҫӗр пин ытла ҫын ҫитсе килнӗ. 70 пин ача Хӗл Мучин резиденцийӗнче хӑнара пулнӑ. «Пехет» агромаркета хӑна  чылай пухӑннӑ. Мӗнпур мероприятисене хӑрушсӑрлӑх правилисене пӑхӑнса ирттернӗ. Чӑрмавсем, пӑтӑрмахсем пачах та пулман», – тесе палӑртса каланӑ  хӑйӗн ум сӑмахӗнче  республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Олег Николаев уяв мероприятийӗсене ҫӳллӗ шайра ирттернӗшӗн муниципалитетсене, йӗркелӳҫӗсене тата пултарулӑх коллективӗсене пурне те тав тунӑ. Чӑваш Республикин культура министрӗ Светлана Каликова  пӗлтернӗ хыпарсем ҫак ӗҫ масштабне ҫирӗплетрӗҫ: 2025 ҫулхи раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа 2026 ҫулхи  кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗччен культура учрежденийӗсем 4,5 пин ытла мероприяти йӗркеленӗ.  Мероприятисене  410 пин ытла ҫын хутшӑннӑ.  Ҫав вӑхӑтрах вӗсенчен 16 пинӗшӗ «Пушкин карттипе» усӑ курнӑ. Куракансене театр премьерӗсем – «Волшебный орех. История Щелкунчика», «Дюймовочка», ҫаплах ҫӗнӗ ача-пӑча спектаклӗсем  кӑмӑла кайнӑ. Ҫӗнӗ ҫулхи каникулта музейсем тата ытти культурӑпа кану учрежденийӗсем ӗҫленӗ, ҫав шутра кинотеатрсемпе кинозалсем те.

Уяв канмалли кунсенче республикӑра пурӑнакан чылай ҫын спортпа туслӑ пулнӑ. Чӑваш Енӗн спорт министрӗ Василий Петров пӗлтернӗ тӑрӑх, 78 пин ытла ҫын тӗрлӗ спорт мероприятийӗсене , вӗсенчен ытларахӑшӗ республика шайӗнчи пысӑк ӑмӑртусене хутшӑнса малти вырӑнсене тивӗҫнине каланӑ.

Чӑваш Енри МЧС министрӗ Сергей Павлов 2025 ҫулхи декабрӗн 31-мӗшӗнчен пуҫласа 2026 ҫулхи январӗн 11-мӗшӗччен ятарлӑ служба ӗҫченӗсем кулленех сыхӑ тӑнине хыпарланӑ,  574 объектра хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтернине каланӑ.   Пушарсенчен сыхланас тӗллевпе  800 ытла профилактика рейчӗ ирттернӗ.  Пӗр сӑмахпа каласан, мӗнпур ҫӗрте йӗрке хуҫаланнӑ, пӑтӑрмахсем пулманпа пӗрех.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш Республикин управлени командин иртнӗ ҫулхи ӗҫне Раҫҫей Федерацийӗн Правительствинче лайӑх палӑртнине пӗлтернӗ.  Вӑл республика аталанӑвӗн приоритечӗсене палӑртнӑ, вӗсенчен пӗри – патшалӑх туянӑвӗсене йӗркелес ӗҫри оперативлӑх кулленхи пекех малти вырӑна тухмаллине асӑннӑ.

 



13 января 2026
09:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter