2025-мӗш ҫул Чӑваш Енре аграри рекорчӗсен ҫулталӑкӗ пулса тӑнине асӑннӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
Правительство ҫуртӗнче ҫулталӑка пӗтӗмлетсе агропромышленноҫ комплексӗн (АПК) аталанӑвӗн ҫӗнелнӗ Стратегийӗ шайӗнче ӗҫ планӗсене палӑртнӑ.
«Пӗлтӗр 3,3 млрд тенкӗлӗх 83 проекта пурнӑҫа кӗртнӗ. Кӑҫал планкӑна ӳстеретпӗр - 10 млрд тенкӗлӗх 78 проект планлатпӑр. Нарӑс уйӑхӗнчех бройлерсем ӳстерме 14 ҫӗнӗ корпус уҫатпӑр тата выльӑх-чӗрлӗх сӗт комплексӗ. «Пехет» агромаркета вӑй илтерессипе те тӑрӑшма тӗллев пур. Хӑмла - пирӗншӗн стратегиллӗ культура. 2030 ҫул тӗлне хӑмла пахчисен лаптӑкӗсене 2000 га таран ӳстересси те планра. Ҫырла ӗрчетес ӗҫе те аталатарассипе тӑрӑшатпӑр. Отраслӗн пуласлӑхӗ – профессионалсенче. Специалистсен пӗлӳ шайне ӳстерессипе те ҫине тӑрсах ӗҫлетпӗр. Паян республикӑра 137 лаборатори тата 40 агрокласс ӗҫлет, ку ҫулхи плансенче – ҫӗнӗ площадкӑсем уҫасси», – тесе палӑртса каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Ял хуҫалӑх отраслӗ ҫирӗп пулнине кӑна мар, Раҫҫей Ял хуҫалӑх министерствипе тунӑ Килӗшӳре ҫирӗпленнӗ ҫул-йӗрпе, республикӑн патшалӑх программипе тата хӑмла ӗрчетес енӗпе социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн уйрӑм программипе ҫирӗпленсе пынине кӑтартса парать.
«2025 ҫулта ӳсен-тӑран тата выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетекен таварсен производствин ытти ҫулхисенчен самай аван. 1 миллион тонна ытла тырӑ пухса кӗртнӗ, тухӑҫӗ кашни гектартан 36 центнертан иртнӗ. Кукуруза – 15 пин тонна, ҫакӑ нумай ҫул ӳсекен вӑтам кӑтартусенчен икӗ хут пысӑкрах. Сӗт туса илесси юлашки 25 ҫулта 500 пин тоннӑран та иртнӗ, ҫӑмарта — 535 млн. Ҫав теи паха кӑтартусем. Ял хуҫалӑх чӗрчунӗсен продуктивлӑхӗ ӳсет. Ҫулталӑк пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх пӗр ӗнерен вӑтам сӗт суса илессипе 8400 кг танлашнӑ», – палӑртнӑ вице-премьер, Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗ Андрей Макушев.
Республикӑри аграрисем вырӑнти халӑха ҫӗр улмипе, пахча ҫимӗҫпе, сӗтпе тата ҫӑмартапа туллин тивӗҫтереҫҫӗ. Таварсен ытлашшийӗ регион тулашне каять – экспорт калӑпӑшӗ 2025 ҫулта 25,2 пин тоннӑпа танлашнӑ.
Производствӑна аталантарса пынине кура ялсенче пурнӑҫ пахалӑхӗ те ӳссе пырать. Пӗлтӗр, федераци пулӑшӑвӗпе масштаблӑ ӗҫсене Красноармейски тата Патӑрьел тӑрӑхӗнче туса пынӑ. Клубсемпе ФАПсене тӑваҫҫӗ тата юсаҫҫӗ, ҫулсемпе коммуникацисем хываҫҫӗ, интернетпа ҫыхӑнтараҫҫӗ, парксене тирпей-илем кӳреҫҫӗ. Республика бюджетӗнчен укҫа-тенкӗ уйӑракан пуҫаруллӑ проектсене пурнӑҫа кӗртесси тӗп ҫул-йӗрсенчен пӗри. 2025 ҫулта проектсен шучӗ 1535-е ҫитнӗ.
2026 ҫулта отрасле пулӑшасси малалла тӑсӑлӗ: аграри секторне 109 енӗпе аталантарма 3 млрд тенкӗ уйӑрӗҫ, ял инфратытӑмне аталантарма тата 1 млрд.
