Республикӑра ачасене мӗн пӗчӗкренех ял хуҫалӑхне юратма хӑнӑхтарса пынине каланӑ регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗпе – ял хуҫалӑх министрӗпе Андрей Макушевпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ. Республикӑри АПК пайне паха специалистсене явӑҫтармалли пирки ертӳҫӗсем тӗплӗн сӳтсе явнӑ, комплекслӑ план пӑхса хӑвармаллине асӑннӑ.
«Аграри пайне аталантарса вӑй илтерме паха специалистсене вӗрентсе кӑларассипе кулленех регионта тӑрӑшаҫҫӗ. Паянхи кун тӗлне илес пулсан, пӗтӗмпе 137 агролаборатори пур, шкулсенче ачасене вӗрентсе пыма, ял хуҫалӑх ӗҫне хӑнӑхма витӗм кӳрекен ятарлӑ классем – 40. Аграри пайӗнчи ҫӗнӗлӗхсене вӗренсе пыма Чӑваш патшалӑх аграри университетӗнче тата Ҫӗрпӳри аграри техникумӗнче специалистсем хатӗрлеҫҫӗ. Паянхи пурнӑҫ таппинче пысӑк технологиллӗ хатӗрсем пурнӑҫа кӗрсе пыраҫҫӗ. Апла пулсан, вӗсемпе усӑ курма вӗренесси ыйту ҫине те пысӑк тимлӗх уйӑрмалла», – тесе палӑртса хӑварнӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Чӑваш Енри ял хуҫалӑх пайне хапӑл тусах ҫамрӑк специалистсем килни никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар. Мӗн пӗчӗкренех ачасене ял хуҫалӑхне юратма вӗрентсе пыраҫҫӗ, тарӑн пӗлӳ парса каярах аграри тытӑмне явӑҫтарма тӑрӑшаҫҫӗ. Ача сачӗсенче ятарлӑ паха пӗлӳсемпе ачасене хӑнӑхтарса пыраҫҫӗ вӗрентекенсем. Калӑпӑр, ачасем ӳсен-тӑрансем еплерех ӳссе пынине хӑйсем курса ӗненеҫҫӗ. Вӗсене епле пӑхмаллине, хӑш-пӗр ҫӗнӗлӗхсене те курса ӗненеҫҫӗ. Палӑртма кӑмӑллӑ, предприятисенчи паха опытсене те курса ӗненеҫҫӗ вӗсем. Пирӗн опыта ытти регионсем те хапӑл туни сисӗнет, Раҫҫей Федерацин Ял хуҫалӑх министерстви республикӑн ӗҫӗсене пысӑка хурса хаклани те ҫакнах ҫирӗплетет.
«Кадры в АПК» федераци проекчӗ республикӑра туллин пурнӑҫа кӗрсе пырать. Палӑртса хӑвармалла, ку проект «Технологическое обеспечение продовольственной безопасности» тӳр килсе тӑрать.
Паянхи пурнӑҫпа килӗшсе тӑракан технологисен витӗмлӗхӗпе ачасен тавра-курӑмлӑхне ӳстерсе пыма вӗренсе пыраҫҫӗ. Палӑртмалла, 2025 ҫулта Красноармейски, Вӑрмар, Шупашкар, Муркаш, Етӗрне, Вӑрнар тата Патӑрьел округӗсенче пысӑк технологисемпе усӑ курма май пур ятарлӑ тӳремсем хута кайнӑ. Кун евӗр агроклассене тата та ултӑ округра 2026 ҫулта уҫма палӑртса хунӑ. Аслӑ классенче ӑс пухакансем хӑйсен пӗлӳ шайне республиӑри профильлӗ аграри енӗпе ӗҫлекен колледжсемпе аслӑ шкулсенче ӳстерсе пыма пултарайраҫҫӗ. Апла пулсан, шкулта пухнӑ пӗлӗве, ҫитӗнсе ҫитсен аслӑ шкулсенче анлӑлатса пыма, професси хӑнӑхӑвӗсене практикӑра усӑ курма условисем те пур.
