Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чӑваш Республикинчи массӑллӑ информаци хатӗрӗсен ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чӑваш Республикинчи массӑллӑ информаци хатӗрӗсен ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Чӑваш Республикинчи массӑллӑ информаци хатӗрӗсен
хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Сире професси уявӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

Сирӗн ӗҫ ҫӗнӗ хыпарсем пӗлтересси тата репортажсем хатӗрлесси кӑна мар. Эсир граждан обществин аталанӑвне, кӑмӑл-сипет тата культура пӗрлӗхне ҫирӗплетме, халӑхпа влаҫ хутшӑнӑвӗсене ҫирӗплетме пысӑк тӳпе хыватӑр. Республика ҫыннисене кулленхи хыпарсене пӗлтерсе эсир вӗсене тӗрлӗ пулӑмсен пӗлтерӗшне палӑртма, тивӗҫлӗ йышӑнусем тума пулӑшатӑр.

Сире пула Чӑваш Енӗн ырӑ ячӗ регионта кӑна мар, федераци шайӗнче те янӑрать. Чӑвашинформ, Чӑваш наци телекуравӗн тата «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗн информацийӗсем Яндекс хыпарӗсен топне тӑтӑшах лекеҫҫӗ, час-часах усӑ куракан массӑллӑ информаци хатӗрӗсен рейтингне кӗреҫҫӗ.

Республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсене чӑваш культурин ят-сумне ҫӗкленӗшӗн уйрӑммӑн тав тӑватӑп.

Чӑваш Ен – наци чӗлхиллӗ пичет кӑларӑмӗсене тата телерадиохыпарлава сыхласа хӑварассишӗн, чӑваш чӗлхиллӗ блогерсене пулӑшассишӗн тӑрӑшакан регионсенчен пӗри. «Район» хаҫачӗсем муниципалитет округӗсенче информаципе тивӗҫтерекен сумлӑ ҫӑл куҫ, вырӑнти влаҫпа хутшӑнусем йӗркелемелли хатӗр шутланать тӑк, социаллӑ сетьсенчи информаци ресурсӗсем ҫамрӑксене регион пурнӑҫне хутшӑнтармалли, чӗрӗ калаҫусем пуҫармалли лапамсем пулса тӑраҫҫӗ.

Паян журналистика – ӑнӑҫлӑ аталанса пыракан отрасль. Хаҫатсем, телерадиокомпанисем, ҫавӑн пекех цифра медиаплатформисем ҫӗнӗ мультимедиа меслечӗсене ҫирӗппӗн алла илеҫҫӗ, аудиторипе шанчӑклӑ ҫыхӑнусем йӗркелеҫҫӗ. Искусственнӑй ӑс-тӑн аталанӑвӑн анлӑ майӗсене уҫать.

Эпир медиауҫлӑха аталанма пулӑшатпӑр. Республикӑра массӑллӑ информаци хатӗрӗсене тата социаллӑ медиа авторӗсене хавхалантармалли грант тытӑмне йӗркеленӗ. Республикӑн пӗрлехи медиахолдингне йӗркелес ӗҫ малалла пырать. Ӑна туса хуни кашни кӑларӑмӑн хӑйне евӗрлӗхне упраса хӑвармалли пахалӑхсене ӗҫе кӗртме, журналистсене пултарулӑха аталантарас тӗлӗшпе ытларах ӗҫлеме май парӗ.

Сире тапса тӑракан вӑй-хал, ҫӗнӗ шухӑшсем, ҫивӗч темӑсем, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем сунатӑп. Хӑюллӑ, анлӑ тавра курӑмлӑ пулӑр, халӑх сире шантӑр. Сирӗн сӑмах яланах тӗрӗс, калем ҫивӗч пултӑр!
Уявпа!

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                               Олег Николаев



18 января 2026
09:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter