Культура аталанӑвӗ – инвестицисем, кадрсене сыхласа хӑварасси тата отраслӗн цифрӑллӑ трансформацийӗ пулнине каланӑ регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш Республикин культура министрӗпе Светлана Каликовӑпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ. Министр патшалӑх культура политикин аталанӑвӗн стратегине 2030 ҫулччен пурнӑҫланин малтанхи кӑтартӑвӗсем ҫинчен пӗлтернӗ.
Регион федерацин тӗп проекчӗсене пурнӑҫа кӗртессипе малтисен йышӗнче: «Пушкин картти» проекта ҫамрӑксене явӑҫтарассипе тата библиотекӑсен информатизаци шайӗпе ПФО-ра пӗрремӗш вырӑн йышӑнать, ачасене ӳнер шкулӗсене явӑҫтарассипе вара виҫҫӗмӗш вырӑнта тӑрать пирӗн республика.
Отрасль бюджечӗ 2025 ҫулта 400 млн тенкӗ ӳссе 5,1 млрд тенке ҫитнӗ. Ҫак укҫа-тенке культура учрежденийӗсене модернизацилеме тата тума, вӗсен пурлӑхпа техника пайне пуянлатма тӑкакланӑ: 2030 ҫул тӗлне кашни тӑваттӑмӗш библиотека модельлӗ (пурӗ 90-ран кая мар) пулать, 2026 ҫулта ҫичӗ Культура ҫуртне юсама плана кӗртнӗ, 2028 ҫул тӗлне вара – тепӗр 7 культура керменӗ хута кайӗ.
1258 учрежденире 4,5 пин специалист ӗҫлет пулин те ялсенче кадрсем ҫитменни сисӗнет. «Земский работник культуры» программӑна тӗпе хурса 2025 ҫулта 8 ҫын культура пайне ӗҫлеме килнӗ. 2026 ҫулта квотӑна икӗ хут ытла ӳстернӗ: килӗшӳ тунӑ хыҫҫӑн ӗҫе 20 специалист пуҫӑнӗ.
Кадрсене хатӗрлес ӗҫ Чӑваш патшалӑх университетӗнче тата Чӑваш педагогика университетӗнче йӗркеленсе пырать. Ҫавӑн пекех вӗренӳ процесӗн пахалӑхне ӳстересси тата патриотизм воспитанийӗн шайне ӳстересси тӗп приоритетсем. Ҫамрӑксем аслӑ пӗлӳ илсен, ялта пурӑнпа юлчӗр, ӗҫлеме вӗсен кӑмӑлӗ яланах пултӑр тесе, вӗсене валли хӑтлӑ условисем йӗркелесе парасси ыйту та пӗлтерӗшлӗ пулса тӑнине асӑннӑ министр сӑмаха маллалла тӑснӑ май.
«Ҫак ыйтусене татса парас тесессӗн хальхи пурнӑҫпа килӗшсе тӑракан управлени хатӗрӗсемпе усӑ курмалла. Механизмсенчен пӗри вӑл — инцидентсемпе ӗҫлесси, масштаблӑ тӗллевсене пурнӑҫлас тӗлӗшпе хӑйӗн тухӑҫлӑхне кӑтартса парасси. Тӗрӗслевӗн ҫак цифрӑллӑ формачӗ прогресс ӗҫне уҫҫӑн асӑрхаса тӑма тата тӗллевсене пурнӑҫлассин кашни тапхӑрӗнче туххӑмрах тимлӗх уйӑрма май парать», – тесе палӑртса каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Чӑваш Ен Культура министерстви чӑваш культурин хӑйне евӗрлӗхне упраса хӑварас тӗлӗшпе хастар ӗҫлет. Светлана Каликова фольклор экспедицийӗсен ярӑмӗ пирки каласа кӑтартнӑ, паха материалсем пухма май килнине хыпарланӑ.
«Ку вӑл пирӗн астӑвӑм, пирӗн пуласлӑх тата культурӑна упраса хӑварас ӗҫе пысӑк тӳпе хывни. Уйрӑмах ҫак ӗҫ Халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкӗнче вӑйланса пыни паха. Ҫак материалсене тӗп сферӑсене системӑллӑ ӗҫе кӗртессине йӗркелемелле: вӗсем вӗрентӳ программисенче, туризм маршручӗсен никӗсӗсенче те сӑнарланмалла», – тесе каланӑ Олег Николаев.
Чӑваш Ен Культура министерствин истори докуменчӗсене сыхласа хӑварас тӗллевпе «Яндекс» ОООпа архивсене цифрӑлассипе ҫыхӑнса ӗҫлеме пуҫланӑ. Паянхи кун тӗлне уҫӑ мелпе 731 пин ытла ӗҫ хутне хатӗрленӗ.
2030 ҫул тӗлне унчченхи «Луч» кинотеатр базинче архивсемпе ӗҫлемелли нумай функциллӗ центр уҫма палӑртнӑ, вӑл ҫулталӑкне 4 пин ытла ҫынна йышӑнма пултарасси те куҫ кӗретех. СВО хутшӑнакансем ҫинчен калакан документсене сыхласа хӑварасси ҫине уйрӑм тимлӗх уйӑрасси те паллӑ. Ветерансемпе тата общество организацийӗсемпе 15 килӗшӳ тунӑ.
