«Мирлӗ пурнӑҫ патне утӑм» проект хӑйӗн тухӑҫлӑхне кӑтартнӑ – ятарлӑ ҫар операцийӗн ветеранӗсенчен 67% ӗҫпе тивӗҫтернӗ

«Мирлӗ пурнӑҫ патне утӑм» проект хӑйӗн тухӑҫлӑхне кӑтартнӑ – ятарлӑ ҫар операцийӗн ветеранӗсенчен 67% ӗҫпе тивӗҫтернӗ

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн «Мирлӗ пурнӑҫ патне утӑм» проекчӗ ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене тата вӗсен ҫемйисене  кулленех май пур таран пулӑшса пынине асӑннӑ. Правительство ҫуртӗнче  эрнесерен  пулакан канашлура 2025 ҫулшӑн проекта мӗнле пурнӑҫланине пӗтӗмлетнӗ.

 «Эпир пысӑк ӗҫ туса ирттертӗмӗр, унта ҫынсене пулӑшма хатӗрри тӗп вырӑн  пулчӗ. Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекенсене малалла та пулӑшса пымалла. Вӗсен ҫемьисемпе тачӑ ҫыхӑнура пулмалла, патшалӑх пулӑшӑвӗсемпе туллин тата вӑхӑтра тивӗҫтермелле.  Паттӑрсен ҫывӑх ҫыннисем патшалӑх тимлӗхӗнче чухне пӗрлехи ҫӗнтерӳ  пуласси те часах»,  тесе палӑртса каланӑ  Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пурне те тав тунӑ май.

Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин ҫулталӑкӗ тесе пӗлтернӗ 2025 ҫулта ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшмалли мерӑсене самай вӑйлатнӑ. Чӑваш Ен  Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хушнипе республика Правительстви тӗрлӗ пулӑшу мерисене пӑхса хӑварнӑ.  2026 ҫул пуҫламӑшӗ тӗлне муниципалитет тата хула округӗсенче ҫӗр лаптӑкне харпӑрлӑха илме 436 граждана учета тӳлевсӗрех тӑратнӑ, вӗсенчен 97-шӗ участоксен харпӑрҫисем пулса тӑнӑ.

Паян республикӑра социаллӑ пулӑшӑвӑн аллӑ ытла тӗрлӗ пулӑшу мерисем йышӑнса хӑварнӑ, вӗсенчен 30-шне пурнӑҫа кӗртсе пыма республика хыснинчен тӑкаклама палӑртнӑ.  Вӗсем пурнӑҫӑн пур сферине те: медицина реабилитацине тата психологи пулӑшӑвне, вӗрентсе ӗҫе вырнаҫтарассине, ветерансен пурӑнмалли ҫурт-йӗрне хӑйсене уйрӑм кирлӗлӗхпе адаптацилессине тата ыттисене те  витӗм кӳреҫҫӗ.

Социаллӑ пулӑшу паракан центрсен базинче Олег Николаев хушӑвӗпе килӗшӳллӗн ҫар служащийӗсен ҫемйисемпе ӗҫлеме координаци центрӗсем йӗркеленӗ. Специалистсем вӗсем пурӑнакан вырӑнпа тухса ҫӳреҫҫӗ, ҫемьесен социаллӑ паспорчӗсем хатӗрлеҫҫӗ, пулӑшу, ӗҫе вырнаҫма мӗн кирлине палӑртаҫҫӗ тата кирлӗ мӗн пур тӳлеве илме пулӑшаҫҫӗ.

Ветерансене ӗҫпе тивӗҫтересси ҫине уйрӑмах тимлӗх уйӑраҫҫӗ: паянхи кун таврӑннӑ хӳтӗлевҫӗсен 67% ӗҫе вырнаҫнӑ. Чи кирлӗ профессисем  водительпе хуралҫӑ, ҫавӑн пекех нумайӑшӗ педагогсем, полицейскисемпе инженерсем пулса ӗҫлеҫҫӗ. Регионти кадр центрӗ «Работа России» вакансисен ятарлӑ резервне йӗркеленӗ.

 «Манӑн бизнес» центр 2025 ҫултанпа СВО тата вӗсен ҫемйисен членӗсем валли вӗрентекен программа пурнӑҫланать. 10 ҫын ытла «Кадры» нацпроект шайӗнче тӳлевсӗр майпа вӗренсе тухнӑ.

2025 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа пурнӑҫланакан тата хӑйсен ӗҫне пуҫарса ял хуҫалӑхӗнче бизнеса аталантарма хатӗррисене пулӑшма пулӑшакан «Агромотиватор» грант мирлӗ пурнӑҫа кӗме пулӑшать. Ҫулталӑк тӑршшӗпе пӗтӗмпе 19,95 млн тенкӗлӗх 4 грант панӑ.

 «Мирлӗ пурнӑҫа кӗмелли утӑм» проект хӑйӗн тухӑҫлӑхне кӑтартса пачӗ, СВО хутшӑнакансене пулӑшакан тытӑмӑн пӗлтерӗшлӗ пайӗ пулса тӑчӗ. Уҫӑ тӗлпулусем тата ҫынсемпе тӳрремӗн хутшӑнни мӗн тери пӗлтерӗшлӗ пулнине куратпӑр. Шӑпах ҫакӑн пек туни пӑтӑрмахсем кӑларса тӑратакан ыйтусене  туххӑмрах татса пама тата пирӗн ӗҫ тухӑҫлӑхне май килнӗ таран тивӗҫтерме май парать»,  тесе уйрӑммӑн палӑртнӑ Чӑваш Енӗн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алена Елизарова.



19 января 2026
17:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter