Олег Николаев МИХсен представителӗсене чӑваш журналистикине аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тав тунӑ
Чӑваш Енре Раҫҫей пичечĕн тата Чăваш пичечĕн кунĕсене халалланӑ савӑнӑҫлӑ мероприяти иртнӗ.
Чӑваш Республикин медиахутлӑхне паян 136 массӑллӑ информаци хатӗрӗ кӗрет, ҫав шутра 6 телеканал, 18 радиоканалпа программа, 61 хаҫат, 19 журнал, ҫавӑн пекех 31 сетьпе 1 электронлӑ кӑларӑм.
«Хальхи массӑллӑ информаци хатӗрӗсем тӗпрен улшӑннӑ. Информаци сарӑлӑвӗн хӑвӑртлӑхӗ ӳснӗ, унӑн калӑпӑшӗ вара самай сарӑлнӑ. Эпир ҫӗнӗ тӗнче йӗркеленӗвӗн тапхӑрӗнче пурӑнатпӑр. Вӑл вара пурне те, ҫав шутра массӑллӑ информаци хатӗрӗсемпе те, сисӗнет. Фейк хыарсен шучӗ ӳсни МИХсенче ӗҫлекенсене тимлӗрех пулма хистет. Тӗрӗсленӗ фактсем кӑна ҫынсене информаци юхӑмне тӗпе хурса лӑпкӑлӑха упрама пулӑшаҫҫӗ.
Сирӗн ӗҫ уйрӑмах пӗлтерӗшлине палӑртасшӑн, вӑл республикӑра пурӑнакансене регионти тата ҫӗршыври пурнӑҫ ҫинчен оперативлӑ пӗлтерсе тӑнинче кӑна мар, вӗсен чи кирли – шанӑҫа йӗркелессинче те пысӑк витӗм кӳрет. Шӑпах вӑл ҫынна тӗрӗсленӗ ҫӑлкуҫсенчен ыйтма, кирек мӗнле ыйтупа та хӑйӗн позицине йӗркелеме хистет.
Республика Правительстви МИХсемшӗн шанчӑклӑ партнёр пулса юлӗ: проектсене, вӗрентӗве тата хальхи хатӗрсене ӗҫе кӗртессине пулӑшса пырӑпӑр», – тесе каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Пӗрлехи информаци тытӑмне йӗркелеме регионти массӑллӑ информаци хатӗрӗсем кашни ҫулах грант пулӑшӑвӗ илеҫҫӗ. 2025 ҫулхи социаллӑ пӗлтерӗшлӗ проектсен республикӑри конкурсӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх пӗтӗмӗшле 20 млн тенке яхӑн субсиди 36 кӑларӑм тивӗҫнӗ. Ҫак укҫа-тенкӗпе 62 проекта пурнӑҫланӑ, ҫав шутран 9 радиопрограммӑсене, социаллӑ рекламӑн 5 проектне тата пичет МИХӗсен 48 проектне пурнӑҫа кӗртнӗ.
Савӑнӑҫлӑ мероприятие Раҫҫей Федерацийӗн Федераллӑ Пухӑвӗн Патшалӑх Думин Комитечӗн председателӗ Анатолий Аксаков, Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева, Федераци Канашӗн, влаҫ органӗсен тата общество организацийӗсен представителӗсем хутшӑннӑ.
Районти хаҫатсен журналисчӗсене Алла Салаева уйрӑмах тав сӑмахӗ каланӑ: «Сирӗн ӗҫӗр кӑткӑс: округ спецификине шута илсе чи кирлине уйӑрмалла, хаҫата кӑсӑклӑ калӑпласа халӑх патне хыпарсее илсе ҫитермелле. Сирӗн материалсене вырӑнти ххалӑх хапӑл тусах кӗтет. Тавах сире пирӗн пӗрлехи ӗҫсем пирки ҫынсене кулленех пӗлтерсе тӑнӑшӑн», – тенӗ.
РФ Патшалӑх Думин Комитечӗн председателӗ Анатолий Аксаков обществӑпа влаҫ пӗр-пӗринпе хутшӑнса ӗҫлессинче МИХсен стратегилле пӗлтерӗшне палӑртнӑ.
Паллӑ пулӑмра Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче чи лайӑх ӗҫлекенсене патшалӑх наградисемпе чысланӑ.
