Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Республикинчи ӗҫченӗсене, пысӑк хисепе тивӗҫнисене патшалӑх наградисемпе чысланӑ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Республикинчи ӗҫченӗсене, пысӑк хисепе тивӗҫнисене патшалӑх наградисемпе чысланӑ

Чӑваш Енре Раҫҫей Федерацийӗн Следстви комитечӗ йӗркеленнӗренпе  15 ҫул ҫитнине халалланӑ  паллӑ пулӑм пулса иртнӗ.

Комитет сотрудникӗсене  саламланӑ май, Раҫҫей Президенчӗ Владимир Владимирович Путин ҫапла палӑртнӑ: «Ҫак ҫулсенче Следстви комитечӗ тӑван ҫӗршывӑн право сыхлавӗн тытӑмӗн пӗлтерӗшлӗ сыпӑкӗсенчен пӗри пулса тӑчӗ. Чи лайӑх йӑли-йӗркине упраса, аталантарса ведомство ӗҫченӗсем патшалӑх интересӗсен хуралӗнче ҫирӗп тӑраҫҫӗ, пирӗн граждансен прависемпе ирӗклӗхӗсене хӳтӗлеҫҫӗ, пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ, терроризмпа, экстремизмпа, криминалпа кӗрешме пысӑк тӳпе хываҫҫӗ. Ятарлӑ ҫар операцийӗн зонинче ӗҫлекен следовательсем уйрӑм тав сӑмахӗсене тивӗҫ. Ӳлӗмрен те Следстви комитечӗ умӗнче тӑракан ыйтусене  ӑнӑҫлӑ татса парассине, Тӑван ҫӗршывшӑн, Раҫҫей халӑхӗшӗн тӳрӗ кӑмӑлпа тата чунтан парӑнса ӗҫлессине ӗненетӗп»,  тенӗ.

Ҫавӑн пекех ӗҫтешсене Раҫҫей Федерацийӗн Следстви комитечӗн Председателӗ Александр Бастрыкин  тав тунӑ: «Раҫҫей СК-ра ҫитӗнекен сменӑна воспитани парасси ҫине уйрӑмах тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Пирӗн кадет корпусӗсемпе академийӗсен чӑмӑртаннӑ тата квалификациллӗ преподаватель йышӗ кирек мӗнле кӑткӑслӑхӑн та служба ыйтӑвӗсене пурнӑҫлама пултаракан специалистсем хатӗрлет. Пирӗн академисенчен вӗренсе тухнисем ведомствӑн следстви подразделенийӗсенче служба ирттереҫҫӗ ӗнтӗ, илнӗ пӗлӳпе тата вӗренӳпе практикӑра ӑнӑҫлӑ усӑ кураҫҫӗ»,  тесе уйрӑммӑн палӑртса каланӑ вӑл.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ведомство  ӗҫченӗсене саламланӑ май, граждансемпе влаҫ хушшинчи ҫыхӑнусем ҫирӗпленсе пынине асӑннӑ: «Чӑваш Ен Правительствипе, прокуратурӑпа тачӑ ҫыхӑнса ӗҫленӗшӗн тав. Ҫавӑн пекех СВО тата вӗсен ҫемйисене кулленех пулӑшу пама тӑрӑшнӑшӑн ведомство ӗҫченӗсене уйрӑммӑн тав сӑмахӗсене тивӗҫ. Пӗрлехи ӗҫ пире тухӑҫлӑ ӗҫлеме май парать чи кӑткӑс ыйтусене уҫӑмлатма пулӑшать»,   тесе чӗнсе каланӑ вӑл. Следстви органӗсем патшалӑхӑн шанчӑклӑ тӗрекӗ, Раҫҫей Федерацийӗн право сыхлакан тытӑмӗн чи пӗлтерӗшлӗ сыпӑкӗ пулса тӑраҫҫӗ. Летопиҫре следовательсен тавҫӑрулӑхӗн, хӑюлӑхӗпе паттӑрлӑхӗн нумай-нумай витӗмлӗ тӗслӗхӗ типтерлӗн упранать. Следстви органӗсен аслӑ ӑрӑвӗсем хывса хӑварнӑ чи лайӑх йӑла-йӗрке хальхи ӗҫченсемшӗн те хӑйсен ӗҫ-хӗлне ӑнӑҫлӑ пурнӑҫласа пыма пулӑшакан паха май пулса юлать.

Служба ӗҫӗнче ҫитӗнӳсем тунӑшӑн Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Тав сӑмахӗсемпе Раҫҫей Федерацийӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Республикинчи следстви управленийӗн ӗҫченӗсем тивӗҫнӗ.

«Служба ҫулӗсенче тӗрлӗ енлӗ кӑткӑслӑх преступленийӗсене тӗпчесе чылай опыт пухнӑ. Пирӗн следовательсемпе ертӳҫӗсен пысӑк профессионализмне палӑртатӑп. Палӑртнӑ мӗнпур тӗллевсене пурнӑҫа кӗртсе пырасса та шанатӑп»,  тесе  каланӑ  Раҫҫей Федерацийӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Республикинчи следстви управленийӗн ертӳҫи Александр Полтинин.

«Ҫӗнӗ хӑрушлӑхсем йӗркеленекен условисенче  ведомство умне лартнӑ тӗллевсене тухӑҫлӑн пурнӑҫламалла,  обществӑшӑн хӑрушӑ шутланакан резонанслӑ преступленисене уҫса парассишӗн кулленех ӗҫлемелле» тенӗ вӑл сӑмаха ҫавӑрса. 

Торжествӑлла пулӑма  Раҫҫей  Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗсем Алла Салаевӑпа Алена Аршинова, Раҫҫей Федерацийӗн сенаторӗ Николай Владимиров, Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Леонид Черкесов, Чӑваш Республикин прокурорӗ Эдуард Гиматов, федераллӑ тата вырӑнти влаҫ органӗсен, право хуралӗн тытӑмӗсен представителӗсем, ҫавӑн пекех следстви ветеранӗсем хутшӑннӑ. Пирӗн пӗрлехи ӗҫӗмӗр регионти социаллӑ пурнӑҫпа экономика ҫирӗплӗхне тивӗҫтерет, унти ӗҫлӗхлӗ лару-тӑрӑва лайӑхлатать тесе палӑртса хӑварнӑ ертӳҫӗсем.



20 января 2026
08:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter