Олег Николаев Чӑваш Енре патшалӑх туянӑвӗсен тухӑҫлӑхне ӳстерме хушнӑ
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш Енӗн Конкурентлӑ политика тата тариф патшалӑх службин ертӳҫипе Сергей Егоровпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ.
2025 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, Наци рейтингӗнче Раҫҫейри 85 субъект хушшинче Чӑваш Ен ТОП-5 регионне кӗнӗ. 17 пин ытла конкурентлӑ процедура ирттернӗ. Пӗтӗмӗшле туяну калӑпӑшӗ рекордлӑ 73,5 млрд тенкӗ таран ӳснӗ – пӗлтӗрхинчен виҫӗ хут та нумайрах. Бюджета 5 млрд ытла тенкӗ перектлеме май панӑ. Ҫак кӑтартупа республика ПФО-ра пӗрремӗш вырӑн йышӑнать, Раҫҫейӗпе вара – туяну процесӗсен пысӑк тухӑҫлӑхне кӑтартса 9-мӗш вырӑна тухнӑ.
«ИИ шутне кӗртсе, тата подрядчиксене ЭКГ-рейтинг урлӑ ҫирӗпрех суйласа илме пулӑшӗҫ. Яваплӑ бизнес приоритетлӑ пулмалла», – тесе палӑртса каланӑ Олег Николаев.
Туянусен тытӑмне цифрӑллӑ йышӑнусем хастарлӑн кӗрсе пыраҫҫӗ. Пӗлтӗр «Пӗчӗк калӑпӑш туянмалли электронлӑ лавкка» уҫӑлнӑ, унта таварсем, ӗҫсем тата пуҫламӑш хакпа 600 пин тенкӗ таран пулӑшу ӗҫӗсем пур. Лавкка урлӑ 10 пин закупка вырнаҫтарнӑ, вӗсенчен пӗр пайӗ валли хутшӑнакансем хушшинчи конкуренци хака чакарнӑ, ҫакӑ бюджета 207 млн тенкӗ перекетлӗх кӳнӗ. Ҫавӑн пекех Чӑваш Енӗн туяну ятарлӑ лавккине хута янӑ, вӑл пӗр ресурсра регион туянӑвӗсене пурне те пӗрлештернӗ.
2025 ҫул хушшинче ресурспа тивӗҫтерекен организацисен заявкисене тӗрӗслесе тепӗр хут шутласа тухнипе тарифсене чакарма май килнӗ. Ҫав вӑхӑтрах 900 ытла тарифлӑ йышӑну тунӑ, вӗсем компанисем ыйтнӑ укҫа вырӑнне экономика тӗлӗшӗнчен тӗпленнӗ ставкӑсене вырнаҫтарнӑ.
«Пурӑнакансемшӗн тӑкак пӗчӗк пулни пирӗншӗн чи кирли. Эпир ПФО-ра чи пӗчӗк кӑтартусенчен пӗрисене упраса хӑваратпӑр. Чӑваш Ен – федерацин Атӑлҫи округӗнчи чи пӗчӗк тарифсем пулнипе чӳк уйӑхӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх малтисен йышӗнче. Электроэнерги, газ тата шыв хакӗ пирӗн кӳршӗри вӑтам хаксенчен самай пӗчӗк», – тесе уйрӑммӑн палӑртса каланӑ республика Пуҫлӑхӗ.
2025 ҫултанпа «Аналитика – СМАРТ» информаци тытӑмне ӗҫе кӗртме тытӑннине пӗлтернӗ Сергей Егоров. Кун пек ҫӗнӗлӗх чӑн вӑхӑт режимӗпе организацисен туяну ӗҫ-хӗлӗн кӑтартӑвӗсене республикипех йӗрлесе пыма май парать. Ҫакӑ обязательствӑсене пурнӑҫламалли процесса тӗрӗслесе тӑрассине тата бюджет укҫипе тухӑҫлӑ усӑ курассине тивӗҫтерме витӗм кӳнине асӑннӑ вӑл сӑмаха ҫавӑрнӑ май.
