Ветеринари инфратытӑмӗ Чӑваш Енре пурӑнакансемшӗн пысӑк технологиллӗ тата паха пулмалла

Ветеринари инфратытӑмӗ Чӑваш Енре пурӑнакансемшӗн пысӑк технологиллӗ тата паха пулмалла

Чӑваш Енре ветеринари отраслӗн 2025 ҫулхи ӗҫне пӗтӗмлетсе малашлӑх валли тӗп тӗллевсем палӑртнӑ.  Республика Пуҫлӑхӗпе Олег Николаевпа иртнӗ ӗҫлӗ тӗлпулура Чӑваш Ен Патшалӑх ветслужбин ертӳҫи Александр Шакин ветеринари отраслӗн 2030 ҫулчченхи аталанӑвӗн стратегине пурнӑҫламалли  тӗллевсем пирки пӗлтернӗ,  кӑҫалхи ҫул валли палӑртнӑ плансемпе паллаштарнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхне Олег Николаева.

Ветеринари отрасльне 2025 ҫулта унчченхи ҫулхипе танлаштарсан 6%  нумайрах укҫа-тенкӗ тӑкакланӑ. Вӑл кӑтату 432 млн ытла тенкӗпе танлашнӑ. Бюджетран уйӑрнӑ укҫапа ветеринари отрасльне модернизацилеме,  тӗрлӗ чир-чӗр лару-тӑрӑвне ҫирӗп тӗрӗслесе пыма витӗм кӳнӗ.  2025 ҫул хушшинче 110 млн чӗрчуна вакцинациленӗ, 1,3 млн  сиплевпе профилактика енӗпе диагностика тӗпчевӗсене пурнӑҫланӑ тата ытти пӗлтерӗшлӗ ӗҫсем те туса ирттернӗ.

Чӑваш Енри мӗнпур муниципалитетра 2023 ҫултанпа ӗҫлекен вакцинацин мобильлӗ пункчӗсене пула мӗнпур палӑртса хунӑ ӗҫсене пурнӑҫласа пыма май килнӗ.

 «Пахалӑхлӑ сервиса пысӑк агробизнес та,  чӗр-чунсемпе, выльӑх-чӗрлӗх усракансем тивӗҫни пӗлтерӗшлӗ, ҫавӑнпа та эпир муниципалитетсенче объектсене уҫса пыма тӑрӑшатпӑр. Пуш уйӑхӗнче Шупашкарта хирурги кабинетне  уҫма плана кӗртнӗ»,  тесе уйрӑммӑн палӑртса каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

2030 ҫулччен хальхи хирурги кабинечӗсем республикӑри мӗнпур пысӑк хуласемпе ялсенче пулӗҫ.

Ҫӗнӗ Шупашкарти хальхи модульлӗ ветеринари клиникине тума палӑртнӑ.  Ӑна хӑпартса лартма 14 млн тенкӗ ытла тӑкаклама палӑртнӑ.  Ҫуртра  операци зони, йышӑну уйрӑмӗсем, ветеринарипе санитари экспертизи, УЗИ тата рентген кабинечӗсем, складпа администраципе хуҫалӑх пӳлӗмӗсем пулӗҫ.

Ҫавӑн пекех ҫак тапхӑрта отрасле малалла аталантарма палӑртнӑ: куҫса ҫӳрекен ветеринари пункчӗсем йӗркелесси, выльӑх-чӗрлӗх валли ветеринари карттисемлӗ электронлӑ регистратура кӗртесси, учрежденисене юсасси тата ӗҫлекенсене ӗҫ укҫине ӳстересси те ыйтусем кун йӗркинчех тӑраҫҫӗ.  

 



22 января 2026
17:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter