Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ спорт министрӗпе отрасль ӗҫӗн пӗтӗмлетӗвӗсене тата аталану планӗсене сӳтсе явнӑ
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш Енӗн спорт министрӗпе Василий Петровпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ. Министр спорт отраслӗн 2025 ҫулхи аталанӑвӗн тата малашнехи тапхӑрти плансен пӗтӗмлетӗвӗсем ҫинчен пӗлтернӗ.
Социологи ыйтӑмӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, спортпа туслашмалли условисемпе тивӗҫтерес енӗпе Чӑваш Ен ҫӗршыва 14- мӗш вырӑна тухнӑ, федерацин Атӑлҫи округӗнче вара хисеплӗ 2-мӗш вырӑнта тӑрать. Кун пирки ырӑ хыпара пӗлтернӗ вӑл республика Пуҫлӑхне.
2025 ҫулта спорт отрасльне 3 млрд ытла тенкӗ тӑкакланӑ. Республика Раҫҫейӗн наци пӗрлештернӗ командисенче пирӗн спортсменсем 399-ӑн, вӗсем спортӑн 34 тӗсӗпе истори рекордне ҫӗнетнӗ те ГТО комплексне пурнӑҫа кӗртессипе малтисен йышӗнче тӑраҫҫӗ.
«Эпир пысӑк спорт объекчӗсем тӑватпӑр, вӗсем пӗтӗмпех паянхи пурнӑҫ таппипе тӳр килсе тӑраҫҫӗ. КУлленех вӗсенче пысӑк шайри ӑмӑртусем иртеҫҫӗ. Спортӑн тӗрлӗ тӗсӗнче компетенцисен центрӗ пулакан 3 мегапроекта пурнӑҫа кӗрет. Ҫакӑ инвестицисене явӑҫтарма тата хутӑш отрасльсене, сӑмахран, туризмпа вӑй илсе аталанса пыма витӗм кӳресси те куҫ кӗретех», – тесе сӑмаха малалла тӑснӑ республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Пӗлтӗрхи пысӑк кӑтартусен шутӗнче – 12 спорт объектне тӑвасси тата юсасси пулнӑ. Олимп резервӗн спорт шкулӗн статусне икӗ учреждение ҫирӗплетнӗ. Чӑваш Республикин спорт федерацийӗсем валли грантсен виҫине тата хисепне ӳстернӗ. Ҫавӑн пекех вӗренӳпе тренировка сборӗсем ирттермелли тата ачасем ытларах йышӑнмалли майсене анлӑлатнӑ.
Чӑваш Республики - Раҫҫейри пӗртен-пӗр регион, вӑл кӑҫал Пӗтӗм тӗнчери «Артек» ача-пӑча центрӗпе килӗштерсе ӗҫлесси пирки килӗшӳ тунӑ. Палӑртса хӑварар, кун пек ӗҫе ҫулсерен ирттереҫҫӗ.
Тӗлпулу вӑхӑтӗнче спорт отрасльне цифровизацилес ыйтусене те хускатнӑ. Чӑваш Ен 2022 ҫултанпа ку енӗпе Раҫҫей лидерӗсен шутне кӗрет. 2026 ҫулта цифра трансформацийӗн ҫӗнӗ тапхӑрне «Манӑн спорт» информаци тытӑмӗпе усӑ курса куҫма, ҫавӑн пекех электронлӑ сервиссене патшалӑх пулӑшӑвӗсен Пӗрлехи порталӗ урлӑ анлӑлатма палӑртнӑ.
Шкулсенче спорт енӗпе ҫӗнӗлӗхсене кӗртсе пырас ӗҫ малалла пулса пырать. Самбо, шахмат тата волейбол енӗпе йышӑннӑ программӑсем ҫумне йӗлтӗрпе чупассипе, биатлонпа тата ҫӑмӑл атлетикӑпа ҫыхӑннӑ проектсем хушӑнаҫҫӗ.
2026 ҫулхи приоритетсем ҫӗнӗ проектсене пурнӑҫа кӗртесси, 500 яхӑн спорт мероприятийӗ ирттересси, чи лайӑх спорт шкулӗсем валли ҫӗнӗ грант программи хута ярасси тата ытти те. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев спорт секцийӗсен расписанийӗпе шкул автобусӗсен юхӑмӗн графикине синхронизацилемеллине палӑртнӑ.
Ҫавӑн пекех кӑҫал республикӑра «Земский тренер» программа с ӗҫлемее тытӑнать, ялти спорт шкулӗсенче ӗҫлеме пуҫланӑ 12 специалист 1 млн тенкӗпе пӗр вӑхӑтра тӳлев илӗ.
