Чӑваш Енре пурӑнакан кашни ҫынна комплекслӑ медицина пулӑшӑвӗпе тивӗҫтермеллине палӑртнӑ регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗпе Лариса Тарасовӑпа ӗҫлӗ канашлу ирттернӗ. 2025 ҫулта сывлӑх сыхлавӗн пайне 37 миллиард тенкӗ тӑкакланӑ. Ертӳҫӗсем стратегине пурнӑҫламалли плансене сӳтсе явнӑ.
Пӗлтӗр регионти медицина организацийӗсем пысӑк технологиллӗ медицина пулӑшӑвӗн 15 яхӑн инноваци тӗсӗпе меслетне, ҫав шутра чӗрепе юн тымарӗсен хирургине, онкологипе эндокринологине ӗҫе кӗртнӗ. Ҫак улшӑнусем медицина пулӑшӑвӗсен пахалӑхне ӳстерес тӗллевпе тӳрремӗнех ҫыхӑннӑ.
«Медицина пулӑшӑвӗ Чӑваш Енре пурӑнакан кашни ҫыншӑн комплекслӑ тата май пур таран паха пулмалла. Республикӑра 500 ытла ФАП. Унта ҫынсене сиплеме кирлӗ мӗнпур условисем хатӗрлесе тӑратнӑ. Пысӑк технологиллӗ медицина пулӑшӑвӗпе халӑх туллин усӑ курать», – тесе палӑтса каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Медицина пулӑшӑвӗ пирки калаҫнӑ май министр 2025 ҫулта Ҫӗнӗ Шупашкарти хула больницинче медицина реабилитацийӗн стационар уйрӑмне уҫнине палӑртнӑ. Ялти больницӑсен базинче хӗрарӑмсем валли ятарлӑ уйрӑмсем йӗркеленӗ. Хӗрарӑмсене медикӑпа социаллӑ пулӑшу паракан 24 кабинет хута янӑ. Кунсӑр пуҫне Канашра тата Патӑрьелти сиплев учрежденисенче ҫӗнӗ уйрӑмсем хута янӑ.
2026 ҫулта Хулари 1-мӗш клиника больницинче амбулатори онкологи пулӑшӑвӗн центрӗ хута кайӗ, Патӑрьелти больницӑра ҫӗнӗ Сывлӑх центрӗ уҫӑлӗ, Канашри территорисен хушшинчи медицина центрӗнче Таврари 230 пин ҫынна пӑхса тӑма уйӑрнӑ районсен хушшинчи гастроэнтерологи центрӗ ӗҫлеме тытӑнӗ. Унсӑр пуҫне Тӗп хула больницин базинче пысӑк юхӑмлӑ эндоскопи центрӗ ӗҫлеме пуҫлӗ.
Сывлӑх сыхлавӗ цифрӑллӑ йышӑнусене пула ӗҫсем лайӑхланса пыни те никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар. 2025 ҫулта 54,8 пин телемедицина консультацийӗ ирттернӗ, ҫав шутра федераци центрӗсемпе те.
«Сывлӑх сыхлавӗн отраслӗн цифра ҫитӗнӗвӗн кӑтартӑвӗ 100% танлашнӑ. Чӑваш Республикинче тухтӑр патне электронлӑ майпа 98,9% таран ҫын ҫырӑнать. Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗпе 1,4 млн ҫын усӑ курса тухтӑрсен пулӑшӑвне тивӗҫнӗ. Паллӑ, 2024 ҫулхипе танлаштарсан 26,8% нумайрах пулн те куҫ кӗретех. Кунсӑр пуҫне тухтӑрсем патне чат-ботпа та хлӑх ҫырӑнайрать. МАХ мессенджерпа усӑ куракансем те ҫук мар. Унпа республикӑри 11 пин ытла ҫын усӑ курнӑ та ӗнтӗ», – тесе пӗлтернӗ Чӑваш Республикин сывлӑх сыхлавӗн министрӗ.
Сывлӑх сыхлавӗнче ӗҫлеме кӑмӑл тӑвакансем те сахал мар. Кун пирки те сиплев учрежденийӗн етӳҫи ҫирӗплетсех каланӑ. Тухтӑрсен пӗлӳ шайне ӳстерме пулӑшакан институтӑн базинче медицина специалисчӗсене суйласа илсе аталантармалли республикӑри кадр центрӗ йӗркеленет. Ҫамрӑк тухтӑрсем ҫине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ, вӗсене майпур таран пулӑшу пама тӑрӑшаҫҫӗ.
«Медицина ӗҫченӗсене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтересси ыйту та кун йӗркинчех. Хӗрлӗ Чутай округӗнчен ӗҫе тытӑннӑ. Кун пек йӗркене ытти округсенче те пурнӑҫламалла. Кунсӑр пуҫне специалистсене тӗлевлӗн вӗренсе кӑларас ыйту ҫине те тимлӗх уйӑрмалла», – тесе палӑртса каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
СВО хутшӑнакансене пулӑшасси ыйту та кун йӗркинчех тӑрать. Пӗлтӗр стационар пулӑшӑвне 320 ҫын илнӗ, амбулатори енӗпе – 2 пине яхӑн, 60 ытла ҫын реабилитаци пулӑшӑвӗ илнӗ. 2025 ҫулта республикӑра шӑл протезлемелли сертификат механизмне ӗҫе кӗртнӗ: укҫана тӳрремӗнех патшалӑх стоматологи поликлиникисене яраҫҫӗ, ҫакӑ проактивлӑ принциппа, чирлисенчен ӗҫ хучӗсене пухмасӑр пулӑшу пама май парать.
Профилактика ӗҫне йӗркелесе пырасси малалла пырать. Республикӑра пурӑнакан 70 пине яхӑн ҫын пӗрремӗш диагностика витӗр тухнӑ, ятарлӑ проекта тӗпе хурса хӑйсен чир-чӗрӗсем пирки пӗлнӗ. Пысӑк предприятисенче тата медицина организацийӗсенче ӗҫе кӗртнӗ сывлӑха ҫирӗплетмелли корпоративлӑ программӑсем 23 пин ытла ҫынна тӗрӗслев витӗр тухма май панӑ, туххӑмрах медицина пулӑшӑвне илсе, сывлӑхӗсене ҫирӗплетме пулӑшнӑ.
