Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх граждан служащийӗн кунӗ ячӗпе саламлани

Хисеплӗ ӗҫтешсем, хаклӑ туссем!

Сире Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх граждан служащийӗн кунӗ ячӗпе пӗтӗм чунтан саламлатӑп!

Патшалӑх служби – пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫ, вӑл тӑван Чӑваш Ен пуласлӑхӗшӗн тата унӑн ҫыннисен ырлӑхӗшӗн тиенекен калама ҫук пысӑк яваплӑхпа ҫыхӑннӑ. Граждан служащийӗн ятне илни вӑл – хӑвна общество ырлӑхӗшӗн ырми-канми ӗҫлессине халаллани, хӑвӑн ӗҫӳпе миллионшар ҫыншӑн тӑнӑҫлӑхпа шанӑҫлӑха тата ыранхи куна шанчӑклӑн кӗтессине тивӗҫтерсе тӑни.

Паян Чӑваш Енри патшалӑх органӗсенче хӑйсен ӗҫне лайӑх пӗлекенсен пӗр­лӗхлӗ команди тухӑҫлӑ ӗҫлет, вӗсем тата та лайӑхланса пыма ӑнтӑлни палӑртнӑ тӗллев­сене татса парассинче пысӑк кӑтартусем тума май парать. Ҫакна Чӑваш Республикин Социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн комплекслӑ планне ӑнӑҫлӑ пурнӑҫласа пыни уҫӑмлӑн ҫирӗплетет. Ҫынсен ырлӑхне ӳстермелли, инфратытӑма аталантармалли тата ӳсӗм валли ҫӗнӗ майсем йӗркелемелли тӗллевсене татса парса сирӗнтен кашниех чӑн-чӑн ӑсталӑхпа ӗҫе чунтан парӑннине кӑтартать.

Ҫулсерен ирт­терекен «Чи лайӑх патшалӑх служащийӗ» тата «Чи лайӑх муни­ципаллӑ слу­жащи» республика конкурсӗсенче эсир кӑтартакан хастарлӑх тата ҫӳллӗ шайри професси ӑсталӑхӗ тивӗҫлӗ хак илет. Акӑ ӗнтӗ 15 ҫул вӗсем чи лайӑх ӗҫченсене хавхалантармалли пӗлтерӗшлӗ мел пулса тӑраҫҫӗ.

Эсир улшӑнусене йышӑнма хатӗр пулни  тата саманапа тан утма тӑрӑшни цифра технологийӗсене тата искусствӑлла интеллекта хастарлӑн пурнӑҫа кӗртнинче те палӑрать. Ҫакӑ патшалӑха тытса пырас ӗҫӗн ку чухнехи тухӑҫлӑ ӗлкине пире хамӑра йӗркелеме май парать.

Служба ветеранӗсене уйрӑммӑн тав тӑватӑп. Сирӗн пахаран та паха опытӑрпа профессие чунтан парӑнни патшалӑх управленийӗн пӗтӗм тытӑмӗшӗн шанчӑклӑ тӗрев пулса тӑраҫҫӗ.

Хальхи вӑхӑтри ҫивӗч ыйтусем пире уйрӑмах тимлӗ, ҫирӗп тӗллевлӗ тата ҫураҫуллӑ пулма хистеҫҫӗ. Пирӗн команда кирек мӗнле йывӑрлӑха та ҫӗнтерсе умри тӗллевсене чыслӑн пурнӑҫлама хатӗр пулнине ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп.

Сире ҫирӗп сывлӑх, пысӑк пӗлтерӗшлӗ ҫӗнӗ проектсене пурнӑҫа кӗртме иксӗлми вӑй-хал, професси ӗҫӗ-хӗлӗнче ҫитӗнӳсем, ырлӑх тата  харкам телей сунатӑп.

Эпир пӗрле юратнӑ Чӑваш Ене вӑйлӑ та тӗреклӗ тӑвассишӗн малалла ӗҫлӗпӗр! Уяв ячӗпе!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                       Олег Николаев



24 января 2026
08:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter