Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Раҫҫей студенчӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Раҫҫей студенчӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Чӑваш Енӗн хаклӑ студенчӗсем!

Сире Раҫҫей студенчӗсен кунӗ ячӗпе пӗтӗм чунтан саламлатӑп!

Ҫакӑ вӑл ҫамрӑклӑхпа пӗлӳ патне ӑнтӑлакансен тата хамӑр йӗри-таврари тӗнчене ырӑрах та лайӑхрах тума ӗмӗтленекенсен уявӗ. Паян эсир пӗлӳ кӑна илместӗрхастарлӑ та тулли пурнӑҫпа пурӑнатӑр, ырри пирки ӗмӗтленетӗр тата хӑвӑр малашлӑхӑра хыватӑр.

Чӑваш Енри ятарлӑ вӑтам пӗлӳ паракан вӗренӳ учрежденийӗсемпе аслӑ шкулсенче 70 пине яхӑн студент вӗренет. Эсир пирӗн вӗренӳ заведенийӗсене суйласа илнӗшӗн эпир савӑнатпӑр тата тӑван республикӑра сире хӑвӑрӑн шухӑшӑрсемпе проектӑрсене пурнӑҫа кӗртме яланах пулӑшма тӑрӑшатпӑр.

Регионта паха пӗлӳ парассине тата кирлӗ кадрсем вӗрентсе хатӗрлессине тивӗҫтерес шутпа вӗренӳ инфратытӑмне тӗллевлӗн аталантаратпӑр. Акӑ, тӗслӗхрен, иртнӗ ҫул икӗ ҫӗнӗ вӗрентӳпе производство кластерне уҫрӑмӑр, вӗсен пӗтӗмӗшле шучӗ тӑххӑра ҫити ӳсрӗ. Вӗсем специалистсене хатӗрлемелли чи малашлӑхлӑ ҫул-йӗре тӗпе хураҫҫӗ: пилотсӑр авиаци системисемпе IT технологийӗсенчен тытӑнса аграри специальноҫӗсем таранах, агрономипе хӑмла ӗрчетес ӗҫ те унтах кӗрет.

Чӑваш Енре пысӑк пӗлтерӗшлӗ проект – 2030 ҫул тӗлне аслӑ шкулсем хушшинчи кампус тӑвасси – старт илет. Вӑл вӗренӳ тата лаборатори корпусӗсемлӗ, пурӑнмалли вырӑнлӑ тата культурӑпа спорт хутлӑхӗллӗ студентсен ку чухнехи уҫлӑхӗ пулса тӑрӗ. Кампус аслӑ шкулсене, ӑслӑлӑх организацийӗсемпе бизнеса пӗрлештерӗ, экономикӑн тӗп отраслӗсемшӗн тата промышленноҫ компанийӗсемшӗн питех те пӗлтерӗшлӗ шутланакан тӗпчевсемпе туса хатӗрленӗ ӗҫсене пурнӑҫа кӗртме лайӑх майсем туса парӗ.

Сирӗнтен чылайӑшӗ диплом илессине кӗтмест, суйланӑ профессие паянах алла илме ӑнтӑлать. Эсир инновациллӗ проектсем валли грантсем илетӗр, волонтер юхӑмне аталантаратӑр, Пӗтӗм раҫҫейри тата тӗнчери конкурссене хутшӑнатӑр.

Эпир ҫамрӑксене социаллӑ пулӑшу парасси ҫине уйрӑмах тимлӗн пӑхатпӑр. Йывӑр ҫын пулнӑ студенткӑсем пӗлтӗртен тытӑнса пӗр хутчен паракан 100 пин тенкӗлӗх тӳлев илеҫҫӗ. Ҫакӑ хӗрсене вӗренӗве ҫирӗппӗн малалла тӑсма тата ача ӑмӑшӗ пулма хатӗрленме май парать.

Чӑваш Енре тӑван техникумсемпе колледжсене ӗҫлеме юлакан юлашки курс студенчӗсене грантсем уйӑрса параҫҫӗ. Ҫулсерен ҫӗр-ҫӗр ҫирӗп тӗллевлӗ студент Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн ятарлӑ стипендине илме тивӗҫет.

Хисеплӗ студентсем! Сире пысӑк тӗллевсене умӑра хӑюллӑн лартма, вӗсене ҫине тӑрса пурнӑҫлама, хӑвӑр вӑйӑра яланах шанма сунатӑп! Эсир ҫӗршывӑмӑра технологи тӗлӗшӗнчен мала иртме пулӑшакан, тӑван ен экономикине ҫӗнӗ шая ҫӗклекен, пулас ӑрусемшӗн пурнӑҫ пахалӑхне тивӗҫтерекен чӑн-чӑн профессионалсем пуласса шанатӑп. Сирӗн студент ҫулӗсем ҫӗннине уҫнипе, туслӑхпа тата чаплӑ ҫӗнтерӳсемпе тулли пулччӑр!

Уяв ячӗпе!

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                    Олег Николаев



25 января 2026
07:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter