«Ача ҫурални» суперсервиспа Чӑваш Ен анлӑ усӑ курать, Раҫҫейри регионсен хушшинче ТОП-5 йышне кӗрет
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Патшалӑхӑн юстици енӗпе ӗҫлекен службин пуҫлӑхӗпе Дмитрий Сержантовпа ӗҫлӗ канашлу ирттернӗ. Ертӳҫӗсем регионӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн Комплекслӑ планӗн шайӗнче тӗллевсене пурнӑҫлассипе 2025 ҫулчченхи ведомствӑн ӗҫ-хӗлӗн пӗтӗмлетӗвӗсем ҫинчен сӳтсе явнӑ.
2025 ҫулта ЗАГС органӗсен ӗҫ-хӗлне укҫа-тенкӗпе тивӗҫтерессине 54% ӳстернӗ – 59-тан 108,7 млн тенкӗ таран, ҫакӑ Шупашкар хулинчи Мӑшӑрлану керменне юсаса ҫӗнетме витӗм кӳнӗ. 2026 ҫулта республикӑн тӗп хулинчи Ленин районӗнчи ЗАГС пайне юсама плана кӗртнӗ.
«Яланлӑхах пӗрле» проекта тӗпе хурса кулленех мӑшӑрсемпе профилактика ӗҫне туса ирттереҫҫӗ. Аса илтеретпӗр, ӑна Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен союзӗ тата Чӑваш Енри Ашшӗсен канашӗ пулӑшнипе Чӑваш Республикин юстици ӗҫӗсен патшалӑх служби 2020 ҫулта пуҫарнӑ. 2025 ҫулта 90 ытла мӑшӑр специалистсемпе калаҫнӑ хыҫҫӑн пӗрлехи килӗшӗве упраса хӑварнӑ, алла-алӑн тытӑнса пурнӑҫ ҫулӗпе утма килӗшнӗ. Регионти уйрӑлусен пӗтӗмӗшле шучӗ иртнӗ ҫул 27,8% чакнӑ. Ку та питӗ аван кӑтарту.
«Ҫитӗнӳсем пурри куҫ кӗретех. Профилактика ӗҫне вӑхӑтра йӗркелесе пыни мӑшӑрсене уйрӑлассинчен чарнӑ. Культура йӑли-йӗркисене тӗпе хурса сахал мар паха мероприятисем ирттернӗ. Мӑшӑрсене, ачаллӑ ҫемьесене патшалӑх енчен куҫакан тӗреве вӑхӑтра тата туллин тивӗҫтернӗ. Пур-пӗрех уҫӑ калаҫусене обществӑлла организацисене хастартарах явӑҫтарнин пӗлтерӗшӗ те пысӑк. Ҫемьесене упраса хӑварассишӗн пирӗнтен кашнин тӑрӑшмалла яваплӑха туйса ӗҫлени те витӗм кӳрет», – тесе палӑртса каланӑ хӑйӗн ум сӑмахӗнче Олег Николаев.
ЗАГС сферинче электронлӑ патшалӑх пулӑшӑвӗсене илме май пуррине лайӑхлатас тата ансатлатас енӗпе суперсервиссене активлӑ ӗҫе кӗртсе пыраҫҫӗ регионта. Патшалӑх пулӑшӗвӗсен порталӗпе усӑ курма кӑмӑл тӑвакансем те сахал марри ҫакнах ҫирӗплетсе парать. 2025 ҫулхи 11 уйӑх пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, «Ача ҫурални» суперсервиспа усӑ курма кӑмӑл тунисен йышӗпе Чӑваш Ен Раҫҫейри ТОП-5 регион йышне кӗнӗ.
Граждансене меллӗ пултӑр тесе пӗлтӗр цифра йышӑнӑвӗсене ӗҫе кӗртнӗ: «Госуслуги» порталти виртуаллӑ пулӑшуҫӑ, тӳлевсӗр юридици пулӑшӑвӗ памалли пӗрлехи цифра сервисӗсемпе те усӑ куракансен йышӗ сахал мар.
Чӑваш Енре 68 суд участокӗ ӗҫлет. Вӗсенчен чылайӑшне ҫӗнетсе улӑштарнӑ. Пӗр сӑмахпа каласан, мӗнпур ҫӗрте йӗрке хуҫаланать, служба ӗҫченӗсем хӑйсене шанса панӑ ӗҫсене яваплӑха туйса, саккунсене пӑхӑнса пурнӑҫласа пыни куҫ кӗретех.
