Чӑваш Ен бюджечӗн тупӑшӗ ӳсни экономика политикин тухӑҫлӑхне ҫирӗплетине каланӑ республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Чӑваш Ен бюджечӗн тупӑшӗ ӳсни экономика политикин тухӑҫлӑхне ҫирӗплетине каланӑ республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Чӑваш Ен  Пуҫлӑхӗ Олег Николаев эрнесерен ирттерекен канашлура  Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн 2025 ҫулхи маллтанласа палӑртнӑ пӗтӗмлетӗвӗсене пӑхса тухнӑ,  республика бюджетне пурнӑҫланин  кӑтартӑвӗсене сӳтсе явнӑ.

 «Чӑваш Енре налог тупӑшӗ тухӑҫлӑ ӳсни   мӗнпур палӑртса хунӑ ӗҫсене туллин пурнӑҫланине  ҫирӗплетет. Ҫак динамикӑна  тытса тӑма пулӑшакан ҫул-йӗрсене шырани паха.  Наукӑпа технологи аталанӑвӗн программине аталантарса вӑй илсе пыни те пӗлтерӗшлӗ. Шӑпах инновацисене ӗҫе кӗртни, автоматизаци тата роботизаци процессене малалла ҫирӗппӗн тивӗҫтерме май парӗ»,   тесе палӑртса каланӑ хӑйӗн ум сӑмахӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, палӑртнӑ мӗнпур проектсемпе хастарлӑн ӗҫлемелли ҫинчен те асӑннӑ вӑл сӑмаха малалла тӑснӑ май.  

Чӑваш Республикин пӗрремӗш вице-премьерӗ  финанс министрӗ Михаил Ноздряков регионӑн пӗрлештернӗ бюджечӗн тупӑш пайӗ иртнӗ ҫулта 135,4 млрд тенкӗпе танлашнине хыпарланӑ.  Ку кӑтарту пӗлтӗрхи ҫулхинчен 11,9% нумайрах тенӗ вӑл.  Палӑртса хунӑ кӑтартуран  10,3% ытларах тесе ҫирӗплетнӗ.

Харпӑр хӑй тупӑшӗ республикӑн иртнӗ ҫулта 98,7 млрд тенке ҫитнӗ, ҫав шутра 86,6 млрд тенкӗ налуксенчен пухӑннӑ.  Ку енпе те кӑтартусем пысӑк пулни никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар.  

Пӗрлештернӗ бюджетӑн тӑакасен пайӗ пӗлтӗрхи ҫул 130,2 млрд танлашнӑ.

Социаллӑ культура сферине аталантарма 87,8 млрд тенкӗ уйӑрнӑ. Чи пысӑк суммӑсене вӗрентӳ сферине ҫирӗплетме  36,2 млрд тенкӗ, социаллӑ политика мероприятийӗсене ирттерме  32,1 млрд тенкӗ, сывлӑх сыхлавне  9,6 млрд тенкӗ  тӑкакланӑ.

Наци экономикин отраслӗсене  23,3 млрд тенкӗ уйӑрнӑ пулнӑ, вӗсенчен 13 млрд тенкине ҫул-йӗр хуҫалӑхӗпе транспорт инфраструктурине аталантарма тата 5,1 млрд тенкине  республикӑн аграри вӑй-хӑватне ӳстерме тӑкакланӑ. Унсӑр пуҫне 2025 ҫулта 9,9 млрд тенкӗ бюджет укҫине ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх сферине аталантарма уйӑрнӑ.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев иртнӗ ҫул республикӑри адреслӑ инвестици программин тӗллевлӗ кӑтартӑвӗсен ҫитӗнӗвӗсене тӗплӗн тишкерме хушнӑ.  Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче пӗлтӗрхи кӑтартусене тишкерсе, мӗнпур процессене хӑвӑртрах хута ярса, ӑна кӑҫал пурнӑҫа кӗртес ӗҫе тӗрӗс йӗркелеме тӑрӑшмаллине каланӑ.

Чӑваш Енӗн патшалӑх парӑмӗ пирки  сӑмах пуҫарнӑ май,  Михаил Ноздряков унӑн калӑпӑшӗ 4,6 млрд тенкӗ чакнине, 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне 11,6 млрд тенкӗпе танлашнине палӑртнӑ. Коммерци кредичӗсене явӑҫтарасси иртнӗ ҫулта пурнӑҫланман, Чӑваш Ен патшалӑх парӑмне бюджет кредичӗсемпе патшалӑх гарантийӗ кӑна тӑратнӑ. Патшалӑх парӑмне тивӗҫтерессипе 2025 ҫулта вӑхӑтра тата тулли калӑпӑшпа пурнӑҫланӑ.



27 января 2026
08:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter