Истори астӑвӑмне упрасси – ҫӗнтерӳҫӗсен ӑрӑвӗ умӗнчи пирӗн тивӗҫ пулнине палӑртнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
Раҫҫей ҫар мухтавӗн кунӗнче тата Ленинграда фашистсен блокадинчен хӑтарнӑранпа 82 ҫул ҫитнӗ май Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗпе Владимир Кожемяковпа тӗл пулнӑ, ятарлӑ асӑну паллине парса чысланӑ.
«Ленинград блокадине тӳссе ирттернисене эпир чун-чӗререн хисеплетпӗр, мӑнаҫланатпӑр. Пирӗншӗн эсир яланах паттӑрлӑхпа тӳсӗмлӗх тӗслӗхӗ. Эсир йывӑр условисенче пурӑннӑ: сивӗ, выҫлӑх, ҫухату. Анчах ҫакна пӑхмасӑрах эсир ҫутӑ пуласлӑха ӗненнине упраса хӑварма пултартӑр. Паттӑрлӑх ҫинчен калани паха. Вӗсем пирки пулас ӑрусен пӗлмелле, яланах асра тытмалла», – тесе палӑртса каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ.
Владимир Лаврентьевич 1941 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Ленинградра ҫуралнӑ. Унӑн ашшӗ ҫар летчикӗ, амӑшӗ – медицина сестри пулнӑ. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче ҫемье пӗрре мар ашшӗн хӗсметри условисене тӗпе хурса, тӗрлӗ вырӑнсене куҫса кайнӑ, 1958 ҫулта вара Шупашкарта пурӑнма тӗпленнӗ.
Электромеханика техникумӗнчен вӗренсе тухса Совет Ҫарӗнче пилӗк ҫул хӗсметре тӑнӑ Владимир Кожемяков республикӑри малта пыракан промышленность предприятийӗсенче ӗҫленӗ. Нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн ӑна тӗрлӗ наградӑсемпе чысланӑ. Паян ветеран ҫемйипе пӗрле Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнать.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Ленинграда хӳтӗлекенсене асӑнса тата вӑрҫӑ ҫинчен калакан истори чӑнлӑхне упраса хӑварас ятпа чаплӑ мероприяти иртнӗ. Тематика куравӗпе интерактивлӑ площадкӑсем йӗркеленӗ.
«Тӑван ҫӗршывшӑн, Раҫҫей халӑхӗн пурнӑҫӗшӗн кӗрешнӗ чухне истори опычӗ паян та пысӑк пӗлтерӗшлӗ», – тесе сӑмаха ҫавӑрнӑ Олег Николаев.
