Чӑваш Ен Правительствипе ШӖМ республика аталанӑвӗшӗн тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлени пӗлтерӗшлӗ пулнине каланӑ Олег Николаев
Кун пирки Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Шалти ӗҫсен министерствин коллегийӗн анлӑ ларӑвӗнче каланӑ. Ӗҫе пуҫтарӑннисем 2025-мӗш ҫулхи кӑтартусене пӗтӗмлетнӗ, 2026 ҫулхи ӗҫ-хӗлӗн приоритетлӑ ҫул-йӗрне палӑртнӑ.
«Влаҫпа йӗрке хуралҫисем пӗр-пӗринпе тухӑҫлӑ ӗҫлени ҫитӗнӳсене ҫирӗплетет. Пирӗн кӑтартусем аван пулнине кура, лӑпланса ларма ирӗк ҫук: хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗсене яланах тимлӗхре тытмалла. Ҫитӗнӳсем патне ӑнтӑлассишӗн ырми-канми тӑрӑшмалла. Сире пула ҫынсем хӑйсене лӑпкӑ та шанчӑклӑ туяҫҫӗ. Чӑваш Енре кашни ҫыннӑн вӑй-хӑватне уҫса пама май пур, ҫавӑнпа та пирӗн пата пысӑк тата пӗчӗк инвестици проекчӗсемпе епле ӗҫленине курма тӑтӑшах ытти регионсенчен килеҫҫӗ», – тесе хушса каланӑ республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Профилактика ӗҫӗсене кулленех республикӑра ирттереҫҫӗ. Ыйтӑва ҫирӗп тӗрӗслеве илни те куҫ кӗретех. Чӑваш Ен Правительстви УФСИН-па пӗрле пӗлтӗр профилактика ирттерме ҫӗнӗлӗх ӗҫе кӗртнӗ. Йывӑр лару-тӑрӑва лекнисене витӗм кӳрес тесе тӗрлӗ условисем йӗркелесе тӑратнӑ регионта. Тӗслӗхрен, Улатӑрта обществӑна хӑнӑхтарма, килӗшсе пурӑнма адаптациленнӗ центр хута янӑ.
Ҫул ҫитменнисен хушшинче правӑна пӑснине асӑрхаттарассипе пысӑк ӗҫ туса ирттереҫҫӗ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ палӑртнӑ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен комиссийӗсен ӗҫ йӗркине ҫӗнӗлле йӗркелесе пыма тытӑннӑ. Правӑна сыхлакан органсен ачасене кулленхи пурнӑҫра ӗҫе явӑҫтарасси, культурӑллӑ, социаллӑ, вӗрентӳ тата спорт енпӗпе пулакан мероприятисене хутшӑнтарасси ыйтусем кун йӗркинче тӑраҫҫӗ.
Чӑваш Республикин Правительстви ШӖМ ӗҫченӗсене пур енлӗ социаллӑ пулӑшу кӳрет. Ялсене специалистсене явӑҫтарас тесе хӑтлӑ условисем йӗркелесе пани те куҫ кӗретех.
Чӑваш Республикинчи Шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Кондрашов Чӑваш Ен Правительствине тав тунӑ, пӗр-пӗринпе килӗшсе тухӑҫлӑ ӗҫлесе пынӑшӑн мухтанӑ, хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерес ӗҫе пысӑк шайра пурнӑҫласа пыма витӗм кӳнӗшӗн республика Пуҫлӑхне Олег Николаева тав тунӑ. Апла пулсан, право хуралӗнче тӑрӑшакансене халӑх хисеплени те никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар, пӗрне-пӗри ӑнлансан, май пур таран кирлӗ пек пулӑшу вӑхӑтра парсан, саккунсене пӑхӑнса хамӑра шанса панӑ ӗҫсене пурнӑҫласан, мӗнпур ҫӗрте йӗрке хуҫаланасси те куҫ кӗретех пулӗ. Раҫҫейре те ытти регионсемпе танлаштарсан, пирӗн республика кӑтартӑвӑсем лайӑх пулни ҫакнах ҫирӗплетет. Кун пирки тепӗр хут палӑртса каланӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев. Ӗҫлӗ ларӑва пухӑннисем пӗлтӗрхи ҫул кӑтартӑвӗсене тарӑн сӳтсе явнӑ, кӑҫал валли палӑртса хунӑ тӗллевсем пирки канашланӑ. Асӑннӑ ыйтупа тӗплӗнрех ведомство ертӳҫи тӗплӗн паллаштарнӑ.
Олег Николаевпа Сергей Кондрашов шалти ӗҫсен органӗсен ӗҫченӗсене наградӑсемпе чысланӑ, пысӑк хисепе тивӗҫнисем ыттисемшӗн яланах паха тӗслӗх тесе каланӑ.
