Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче пресс-конференци ирттерет
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пресс-конференци ирттерет. Кӑҫалхи ҫул пуҫласа иртекен пулӑм 7-мӗш хут пулать. Ертӳҫӗ 2025 ҫулхи ӗҫе пӗтӗмлетӗ. Журналистсемпе курнӑҫнӑ май иртнӗ ҫулӑн тӗп ҫитӗнӗвӗсем ҫинчен каласа парӗ, регионӑн аталанӑвӗн приоритетлӑ ҫул-йӗрӗсемпе паллаштарӗ.
Республикӑн 2030 ҫулчченхи социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн Комплекслӑ программи епле пурнӑҫланса пыни пирки пӗлтерӗ. Республика кун-ҫулӗ, вӗренӳпе медицина, спорт, социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗ тата ытти тытӑмпа ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтусем яланах пысӑк тимлӗхре пулӗҫ.
Пресс-конференци нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче 11: 00 сехетре пуҫланӗ.
Пресс-конференци трансляцине Наци телекуравĕпе ЮТВ телеканал кăтартĕç, Наци радиовĕпе итлеме пулĕ. Çавăн пекех «Контактра» социаллă сетьре Олег Николаевăн страницинче сăнаса тăма май килĕ.
Хыпар – Вести Чувашии Телеграм-каналта пресс-конференцири тĕп шухăшсене чăвашла пĕлтерсе тăрӗ, Чувашинформ – вырăсла.
