Чӑваш Енӗн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвне витӗм кӳрекен проектсене пурнӑҫланине тӗрӗслесе тӑрассине вӑйлатма чӗнсе каланӑ регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
Чӑваш Енӗн Аслӑ экономика канашӗн президиумӗн ларӑвӗнче республикӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн Комплекслӑ программине пурнӑҫланин тата муниципалитетсем хутшӑннин тухӑҫлӑхне пӑхса тухнӑ, яланхи пекех ӗҫе регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ертсе пынӑ.
«Республикӑри пурнӑҫ пахалӑхне витӗм кӳрекен кӑтартусене пурнӑҫла тесе ҫине тӑрсах ӗҫлӗпӗр. Паха условисене хӑтлӑлатса, ҫирӗппӗн туса пырӑпӑр. Хӑрушсӑрлӑх теми те малти вырӑна тухать. Тӗрӗслев ушкӑнӗн пӗрремӗш кӑтартӑвӗсем уҫҫӑмӑнах кӑтартрӗҫ. Ӗҫлемеллисем тата та чылай. Чӑн-чӑн картина пурри пӗлсе тӗрӗс йышӑнусем тума хистет. ПАлӑртса хунӑ проектсене пурне те туллин тата вӑхӑтра пурнӑҫламалла», – тесе чӗнсе каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Чӑваш Республикин экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Лариса Рафикова программӑн мӗнпур проектне управленин пӗрлехи цифра тытӑмне кӗртнине палӑртнӑ. Вӑл пуҫарусене шута илме кӑна мар, вӗсене малалла пурнӑҫланине курма та май парать. Хальхи вӑхӑтра Комплекслӑ программӑн 2864 проектне тата «Ниме – Халӑх бюджечӗ» пуҫаруллӑ бюджечӗн 161 проектне шута илнӗ.
Проектсене пурнӑҫа кӗртессине тӗрӗслесе тӑма Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн ятарлӑ ӗҫсене тишкермелли центрӗнче дашборд-интерактивлӑ панель йӗркеленӗ, унта ӗҫӗн пур тапхӑрӗ, ҫав шутра сиксе тухакан йывӑрлӑхсем те тӳрремӗнех палӑраҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Михаил Степанов асӑннӑ тытӑмра справка тата вӗрентӳ материалӗсене вырнаҫтарнине хыпарланӑ. Проектсене хушма тата кӑларса пӑрахма сервиссем хута янӑ, ҫавӑн пекех ведомствӑсем хушшинчи заявкӑсене пӑхса тухмалли схемӑсене те пӑхса хӑварнӑ.
Республика программипе тӳр килтерсе Чӑваш Енри мӗнпур 23 муниципалитет йӗркеленӗвӗн комплекслӑ программисене хатӗрлеҫҫӗ. Вӗсем 24 ҫӗнелнӗ отрасль стратегийӗ ҫине таянса система тӗрӗслевӗ витӗр тухаҫҫӗ: пӗрлехи план-график йӗркелеҫҫӗ, тӑтӑшах мониторинг тӑваҫҫӗ, проектсен консультацийӗсемпе малтанлӑха хӳтӗлевӗсене ирттереҫҫӗ.
