Авариллӗ ҫурт-йӗрсенчен ҫынсене куҫарса хӑтлӑ хваттерсемпе тивӗҫтерес ӗҫе хӑвӑртлатма хушнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Авариллӗ ҫурт-йӗрсенчен ҫынсене куҫарса хӑтлӑ хваттерсемпе тивӗҫтерес ӗҫе хӑвӑртлатма хушнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Чӑваш Енре граждансене авариллӗ ҫурт-йӗр фондӗнчен куҫармалли республикӑн адреслӑ программине анлӑлатаҫҫӗ. Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫак тӗллевпе республика бюджетӗнчен  тата та 264 млн тенкӗ уйӑрма хушнӑ.

Приоритетлӑ йӗркепе Сӗнтӗрвӑрри, Куславкка, Улатӑр тата Етӗрне округӗсенчи нумай хваттерлӗ 14 ҫуртран 174 ҫынна  куҫарма плана кӗртнине каланӑ Чӑваш Енӗн строительство министрӗ Владимир Максимов. Граждансене авариллӗ ҫуртсенчен куҫарас  ыйту кун йӗркинчех пулнине  палӑртнӑ вӑл.

 «Ку ӗҫе вӑраха  тӑсмасӑрах пурнӑҫламалла. Программӑна кӗнӗ, федераци укҫи-тенкипе тӑкакланакан ӗҫсене те вӗҫне-хӗрне ҫитермелле. Пурӑнмалли ҫрт-йӗрпе вӑхӑтра тивӗҫтермелле», - тесе палӑртса каланӑ  Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ.

Ҫӑмӑллӑхсемпе усӑ куракансене  пурӑнмалли  ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерес  ыйту пӗлтерӗшлӗ.  Ҫитес ҫулсенче 200 пин тӑваткал метр ытла лаптӑкра пӗтӗмӗшле 6 пин хваттер, ҫав шутран тӑлӑх ачасем, нумай ачаллӑ ҫемьесем тата муниципалитет фончӗ валли пурӑнмалли ҫурт-йӗр тума пӑхса хӑварнӑ.

 «Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен муниципаллӑ йӗркеленӳсен пуҫлӑхӗсем нумай хваттерлӗ  ҫуртсен строительство ӗҫне йӗркелеме ҫӗр лаптӑкӗсене пӑхса йышӑнса хӑвармалла.  Ҫакна е район центрӗсенчен инҫех мар вырнаҫнӑ  ял тӑрӑхӗсенче, е муниципалитетсен центрӗсенче тӳрремӗнех тумалла. Ҫавӑн пекех ҫывӑх вӑхӑтра застройщиксене, архитектура йышӑнӑвӗсене, строительство ӗҫӗсен план-графикне палӑртмалла»,  - тесе хушса каланӑ Олег Николаев. 

 



02 февраля 2026
17:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter