Йывӑҫран тӗрлӗ хатӗр тирпейлемелли производство Улатӑрта хута янӑ, паллӑ пулӑма республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хутшӑннӑ

Йывӑҫран тӗрлӗ хатӗр тирпейлемелли производство Улатӑрта хута янӑ, паллӑ пулӑма республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хутшӑннӑ

Улатӑрти « Анмар » предприятинче йывӑҫа тарӑннӑн тирпейлемелли пӗрремӗш объекта уҫнӑ ҫӗре  Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хутшӑннӑ.

Производствӑна «вӑрмантан пуҫласа  туянакансем патне илсе ҫитересси» принциппа тунӑ. Тӗрлӗ тавар тирпейлесе кӑларма тытӑнӗ производство: сӗтел-пукан, типӗ пиломатериал тата ытти те.  Пӗр сӑмахпа каласан, йывӑҫран паха таварсем калӑпланӗҫ.  

 «Эпир Чӑваш Енре пуҫласа паянхи пурнӑҫпа килӗшсе тӑракан производство хута ятӑмӑр.  Республикӑн вӑрманпа промышленноҫ отраслӗшӗн ку  хӑйне евӗрлӗ пулӑм.  Юлашки ҫулсенче эпир вӑрман ӗрчетес ӗҫре лайӑх кӑтартусем турӑмӑр. Ҫак производствӑна уҫни пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Кунта усӑ курнӑ технологисем  ыттисемшӗн тӗслӗхре тесен те йӑнӑш мар.  Пӗтӗм кирлӗ хатӗрсене  Раҫҫейре тирпейлесе кӑлартнӑ», – тесе сӑмаха малалла тӑснӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ  Олег Николаев.

Предприятие Чӑваш Республикин приоритетлӑ инвестици проекчӗсен переченьне кӗртнӗ тата  вӑл патшалӑх пулӑшӑвне илет. Ӑна хута яни 162 ӗҫ вырӑнӗ йӗркелеме май парӗ тата Чӑваш Енри вӑрман комплексӗн 2035 ҫулчченхи аталанӑвӗн стратегийӗн тӗллевӗсене пурнӑҫламалли пӗрремӗш практика утӑмӗ пулса тӑрӗ. Документ отрасле тӑватӑ хут экономика парассине ӳстерме тата 4,5 пине яхӑн ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ йӗркелеме  витӗм кӳрӗ.

Ҫав кунах ҫак производство площадкинчех черетлӗ гуманитари тиевне ятарлӑ ҫар операцийӗ ирттерекен зонӑна хӳтӗлев сооруженийӗсене ҫирӗплетес ӗҫре усӑ курма ятарлӑ хатӗрсем ӑсатнӑ.

 «Паянхи пулӑшӑва  пирӗн паттӑрсем мӗн ыйтнине тӗпе хурса йӗркеленӗ. Пиломатериалсем питӗ кирлӗ», – тесе каланӑ республика Пуҫлӑхӗ.

  Ырӑ ӗҫ Чӑваш Ен Правительстви, республикӑн Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерстви, «Анмар» тата «Пӗрле»  Чӑваш Енӗн аталану фончӗ  пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫленине ҫирӗплетет пулӗ.  



02 февраля 2026
09:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter