Чӑваш Ен инвестицисен калӑпӑшне ӳстерсе ӗҫлӗ климата лайӑхлатcа пынине каланӑ регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Чӑваш Ен инвестицисен калӑпӑшне ӳстерсе ӗҫлӗ климата лайӑхлатcа пынине каланӑ регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Чӑваш Енри 220 экспортер патшалӑх пулӑшӑвӗпе пӗлтӗр усӑ курнӑ. Кун пирки Чӑваш Республикин экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Лариса Рафикова Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗпе Олег Николаевпа ӗҫлӗ тӗлпулура пӗлтернӗ. Ертӳҫӗсем пӗлтӗрхи ӗҫсен пӗтӗмлетӗвӗсене пӑхса тунӑ,  2026 ҫулхи тӗллевсене тата 2030 ҫулчченхи стратеги планӗсене сӳтсе явнӑ.

Чӑваш Ен тӗнчери 84 ҫӗршывпа тулашри суту-илӳ енӗпе ӗҫлӗ ҫыхӑнӑва тытать.  Тулашри суту-илӳ ҫаврӑнӑшӗ 2025 ҫулта 683 млн доллара яхӑн пулнӑ, ҫав хушӑрах экспортӑн 80% промышленноҫ таварӗсем шутланаҫҫӗ.  Чӑваш Республикин 643 экспортёрӗ хушшинче 90% – пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх субъекчӗсем. Вӗсенчен 220-шӗ 2025 ҫулта Чӑваш Ен экспортне пулӑшу паракан центртан  тӗрлӗ пулӑшусене тивӗҫнӗ.

2026–2028 ҫулсенчи тӗп тӗллев – 2030-мӗш ҫул тӗлне чӗртавар мар энергетика таварӗсен экспорчӗн калӑпӑшне икӗ виҫҫӗмӗш пайӗнчен кая мар ӳстермелле, ҫавӑн пекех республикӑн ВРП-ӗнчи экспорт тӳпине 5,5% 11% таран хӑпармалла.  Ҫакӑн валли  3.0 регионти экспорт стандартне  ӗҫе кӗртмелле,  предпринимательсене «Сделано в Россиии»  сертификата илме пулӑшасси ыйту та кун йӗркинчех тӑрать.  «Мой экспорт» цифра платформине аталантарасси  ыйту та акуталлӑ пулса тӑрать.

2025 ҫулта Чӑваш Енре 12 наци проекчӗн кӑтартӑвӗсене пурнӑҫлама пулӑшакан 43 регион тӗллевӗ  пурнӑҫа кӗнӗ.  Вӗсене валли 14,2 млрд тенкӗ уйӑрнӑ. 2026 ҫулта инвестици калӑпӑшӗ 3,1 млрд тенкӗ ӳссе 18,5 млрд тенке яхӑн пулӗ. 2026 ҫултан пуҫласа 2028 ҫулччен республика хыснинчен  саккунпа килӗшӳллӗн 53,2 млрд тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.

Пӗлтӗр Чӑваш Ен аталанӑвӗн иккӗмӗш индивидуаллӑ программине пурнӑҫланӑ май 85 ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ йӗркеленӗ тата бюджет тулашӗнчи инвестицисене 2,5 млрд тенкӗ явӑҫтарнӑ, ҫакӑ 2025 ҫул валли палӑртнӑ кӑтартуран 3,5 хут пысӑкрах. 2030 ҫулччен пӗтӗмпе 13,2 млрд тенкӗ явӑҫтарма плана кӗртнӗ.

Программӑна пурнӑҫа кӗртнин кӑтартӑвӗсем тӑрӑх Чӑваш Республики регион-лидерсен  йышӗнче.

Ӗҫлӗ климата лайӑхлатасси Чӑваш Ен Правительствин тӗп тӗллевӗсенчен пӗри шутланать. Регионта ятарлӑ экономика зони, технопарксем тата социаллӑ пурнӑҫпа экономика тӗлӗшӗнчен маларах аталанакан территори йӗркеленнӗ, вӗсем пурте лайӑх аталанса пыраҫҫӗ.

 «Ҫул-йӗр карттине Чӑваш Республикин территорийӗнче инвестици климатне кулленех  тата системӑллӑ лайӑхлатма, инвестици проекчӗсене пурнӑҫланӑ тата предпринимательлӗх ӗҫ-хӗлне тытса пынӑ чухне капиталлӑ вложенисене пурнӑҫлакан клиент карттине оптимизацилеме янӑ», – тесе палӑртса каланӑ Чӑваш Республикин экономика аталанӑвӗпе пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Лариса Рафикова.

Бизнес ҫине административлӑ нагрузкӑна чакарас енӗпе системӑллӑ ӗҫ пырать. Чӑваш Ен Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен хушшинче 8-мӗш вырӑн тата 2-мӗш вырӑн – ПФО-ра  йышӑнать.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев регион Правительствин кал-кал ӗҫне пула ҫапла лайӑх кӑтартусем пулса пынине каланӑ.  «Пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗхе пулӑшасси – влаҫӑн мӗнпур органӗн пӗтӗмӗшле тӗллевӗ. Отрасль министерствисен, кашнин хӑйӗн енӗпе, ӑна активлӑ аталантармалла,  ҫакӑ пирӗн пӗрлехи тӗллев», – тесе сӑмаха ҫавӑрнӑ вӑл.

 Чӑваш Ен  Пуҫлӑхӗн пуҫарӑвӗпе республикӑра «СВОи в бизнесе» вӗрентӳ программи пурнӑҫланать. Икӗ юхӑм пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх 68 заявка килнӗ, вӗсенчен 7-шӗ хӑйсен ӗҫне хута янӑ.

Ҫавӑн пекех республикӑра вырӑнти производительсене пулӑшмалли грант программисем пурнӑҫланаҫҫӗ. 2026 ҫулта автолавккасем аталантармалли программа старт илӗ, ҫакӑ вырӑнти производительсен таварӗсене халӑха туянма меллӗ условисем йӗркелесе тӑратӗ.  Логистика центрӗсем йӗркелеме палӑртнӑ,  вӑл пысӑк калӑпӑшпа суту-илӗве аталантарма витӗм кӳресси те паллӑ.



03 февраля 2026
08:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter