Халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкне официаллӑ майпа уҫма Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хутшӑннӑ

Халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкне официаллӑ майпа уҫма Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хутшӑннӑ

Пӗтӗм Раҫҫейри Халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкне тӗпе хурса Чӑваш Енри  Халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкне халалланӑ  пысӑк мероприятине республикӑра официаллӑ майпа  уҫнӑ.   Чӑваш Енри  Халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкӗ тесе йышӑнасси пирки  калакан Указа Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн 2025 ҫулта раштавӑн 4-мӗшӗнче алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.  Пуҫарулӑхӑн тӗп тӗллевӗсем – граждансен пӗрлӗхне, нацисен хушшинчи тата конфессисен хушшинчи килӗшӗве ҫирӗплетесси, ҫавӑн пекех пуян этнокультура нумай енлӗхне упраса хӑварасси тата аталантарасси.  Кун пек темӑпа 2026 ҫула ирттересси пирки ӑнсӑртран мар.  Ятарлӑ темӑна палӑртма республикӑра пурӑнакансем хастар хутшӑннӑ, вӗсем хӑйсен шухӑшне онлайн-сасӑлав мелӗпе палӑртнӑ. Пӗр сӑмахпа каласан, регионти мӗнпур халӑх хапӑл тусах йышӑннӑ.  

 «120 ытла наци ҫынни Чӑваш Енре килӗштерсе, пӗрне-пӗри хисеплесе пурӑнать. Пирӗн ҫӗр пӗрлехи кил пулса тӑчӗ, унта кашни халӑхӑн йӑли-йӗрки Тӑван ҫӗршыва юратассин пӗрлӗхлӗ вӑйӗ , гимнӗ.  Умра пирӗн палланӑ дата – Чӑваш Ене Раҫҫей патшалӑхӗ йышне хӑй ирӗкӗпе кӗни 475 ҫул. Ҫак историлле пулӑм пирӗн ҫула яланлӑхах палӑртрӗ. Аслӑ  ҫӗршывӑмӑрта эпир сыхланса юлнӑ, йӑла-йӗркесене упраса ламран-лама куҫарса пыратпӑр.

Чӑваш халӑхӗ – Вырӑс тӗнчин шанчӑклӑ тӗрекӗ. Ҫакна эпир ӗҫпе ӗмӗрӗсем хушши ҫирӗплетсе патӑмӑр.  Паян та Чӑваш Ен ывӑлӗсем Раҫҫейӗн никама пӑхӑнманлӑхне, унӑн прависене   хӳтӗлеҫҫӗ. Вӗсем – ҫӗнтерӳҫӗсен чӑн еткерҫисем, нумай нациллӗ пӗрлӗхӗн вӑйӗ.

Ҫак ҫул аслӑ ӗҫсен, пысӑк ҫитӗнӳсен вӑхӑчӗ пулса тӑтӑр. Эпир пӗрле пуласлӑха аталантаратпӑр», – тесе палӑртнӑ хӑйӗн сӑмахӗнче уява пухӑннисене тав тунӑ май  Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Мероприятие республикӑри муниципаллӑ йӗркеленӳсен пултарулӑх ушкӑнӗсем, чӑвашсен, вырӑссен, тутарсен, ирҫесен тата ытти халӑхсен культурӑпа наци пӗрлешӗвӗсем чылай пуҫтарӑннӑ.  Хӑнасенчен чылайӑшӗ наци костюмӗсемпе килсе ҫитнӗ. Фойере йӑла-йӗркесене сӑнарлакан ятарлӑ курав хатӗрлесе тӑратнӑ.  

Ҫулталӑк хушшинче Чӑваш Енре анлӑ культура тата вӗрентӳ мероприятийӗсем, ҫавӑн пекех тӗрлӗ наци представителӗсене пӗрлештерекен спорт турнирӗсем иртӗҫ. Ҫак пулӑмсем кунта пурӑнакансене чӑваш ҫӗрӗ ҫинче халӑхсен хӑйне евӗрлӗ йӑли-йӗркипе, чӗлхипе тата искусствипе тарӑнрах паллашма пулӑшӗҫ.

«Раҫҫейри Халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ тата Чӑваш Енри Халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкӗ вӑл –  черетлӗ паллӑ пулӑм кӑна мар, пирӗн Аслӑ ҫӗршывӑмӑр тата пирӗн Чӑваш Ен вӑйӗ – пӗрлӗхре, хамӑрӑн тымарсене шанчӑклӑн тытса тӑнинче тата хамӑрӑн хаклӑхсене, пирӗн ҫемьесене тата пирӗн ачасен пуласлӑхне пӗрле хӳтӗлеме хатӗрринче, пӗр-пӗрин тӳрӗ кӑмӑллӑ, уҫӑ та пархатарлӑ пулнине палӑртать», – тесе палӑртса каланӑ Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗ  Алла Салаева.  Мероприятине пухӑннисене ытти хӑнасем те саламланӑ, пӗрлӗхре пирӗн вӑй пулнине ҫирӗплетнӗ.



04 февраля 2026
08:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter