Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн пысӑк пресс-конференцийӗ иртнӗ

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн пысӑк пресс-конференцийӗ иртнӗ

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн пысӑк пресс-конференцийӗ иртнӗ, ӑна Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн Ертӳҫин ҫумӗ – Пресс-службӑпа протокол управленийӗн пуҫлӑхӗ ертсе пынӑ.

Уҫӑ калаҫу вӑхӑтӗнче регионта пурӑнакансене хумхантаракан 30 ыйту ҫине республика Пуҫлӑхӗ тӗплӗ хуравсем панӑ. Яланхи пекех ҫулсене хӗллехи вӑхӑтра юртан тасатасси, тирпей-илем, ЖКХ, сывлӑх сыхлавӗ, тӑван чӗлхе пирки ыйтусем янӑранӑ.

Халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкӗнчи плансене, туризмпа бизнеса аталантарассине, СВО хутшӑнакансене пулӑшассине тата ытти ыйтусене те тарӑн сӳтсе явнӑ.

Регионти тата федераллӑ МИХсен представителӗсене уҫӑ калаҫушӑн тав тунӑ. Ӳлӗмрен те пӗрле пӗрне-пӗри килӗштерсе туслӑ ӗҫлесе пыма чӗнсе каланӑ.



05 февраля 2026
18:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter