Цифрӑллӑ трансформаци сферинче Чӑваш Ен хӑватлӑн аталанса пынине каланӑ республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
Чӑваш Республики 2025 ҫулхи раштав уйӑхӗн вӗҫӗ тӗлне цифра трансформацийӗн Регионти рейтингӗнче (РРЦТ) Раҫҫейӗн мӗнпур субъекчӗ хушшинче 21-мӗш тата федерацин Атӑлҫи округӗнче 5-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Кӑтартусене пурнӑҫлас шай 76,47% ҫитнӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Сергей Артамонов Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи цифра трансформацийӗ енӗпе ӗҫлекен Координаци канашӗн ларӑвӗнче пӗлтернӗ.
«Республика пурнӑҫӗн тӗп сферисене цифровизацилес енӗпе анлӑ ӗҫ туса ирттертӗмӗр. Патшалӑх тата муниципалитет пулӑшӑвӗсене памалли вӑхӑт вуншар хут чакрӗ. Ку сотрудниксен ӗҫ тӑкакӗсене кӑна мар, ҫынсемшӗн аван условисем йӗркелени те. Чӑваш Ен ҫӳллӗ шайра тӑрать ыттисемпе танлаштарсан. Умри тӗллевсем тата та пысӑк. Ку, чи малтан, кашни ӗҫ вырӑнӗн хӑтлӑхӗ тата пысӑк тухӑҫлӑхӗ. Чи пахи – Чӑваш Енре пурӑнакансене мӗнпур пулӑшӑва ансат мелсемпе усӑ курма условисем йӗркелесе тӑратни», – тесе палӑртса каланӑ хӑйӗн ум сӑмахӗнче Олег Николаев.
Раҫҫей Федерацийӗн цифра аталанӑвӗн, ҫыхӑну тата массӑллӑ коммуникацисен Министрӗн ҫумӗ Андрей Заренин Чӑваш Республикин цифра трансформацине пысӑка хурса хакланӑ. Вӑл регион Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнче онлайн заявленисем парассипе Раҫҫейре лидерсенчен пӗри пулнине тата импорта улӑштарас енӗпе те ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе пынине палӑртнӑ: статистикӑпа килӗшӳллӗн, патшалӑх органӗсенче усӑ куракан программӑн 90% ытла – ҫӗршыври тесе асӑннӑ вӑл сӑмаха малалла тӑснӑ май.
«Социаллӑ сферӑра цифра ҫитӗнӗвне ӳстермелле, анчах ҫӗнӗ ҫул-йӗрсем ҫинчен те манмалла мар. Искусствӑлла интеллекта аталантарас сферӑра Раҫҫей Федерацийӗн Аталану, ҫыхӑну тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви пулӑшу кӳме яланах хатӗр. Республика ӑнӑҫлӑ аталанса пырать», – тесе уйрӑммӑн палӑртса каланӑ Андрей Заренин.
Чӑваш Енри тӗп отрасльсен «цифрӑллӑ ҫитӗнӗвӗн» пӗтӗмӗшле шайӗ ҫулталӑк пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх 65,93% танлашнӑ. Палӑртса хунинчен чылай пысӑк пулни куҫ кӗретех. Малтисен йышӗнче: сывлӑх сыхлавӗ (100%), обществӑлла транспорт (85,7%), патшалӑх управленийӗ (83%), пӗлӳ (972,2%), ҫӗнӗ отрасль «Физикӑлла культурӑпа спортпа» (63,2%).
Республикӑра искусствӑлла интеллект (ИИ) ҫул-йӗрӗ хастар аталанать. Проектсене ӗҫе кӗртнӗ ӗнтӗ: ИИ – архив тытӑмӗнче, медицина ӳкерчӗкӗсене тишкерни, ветеринарсем валли мобильлӗ приложени. 2026 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен харпӑр хушма хуҫалӑхсем валли тата финанс сервисӗсем валли ИИ-пулӑшуҫипе пилотлӑ проектсем хута яма палӑртнӑ. Ҫак ӗҫсем наци проекчӗн тӗллевӗсемпе тӳр килсе тӑраҫҫӗ.
ИТ-кадрсене хатӗрлес ӗҫре Чӑваш Енре 2022 ҫултанпа ӗҫлекен Singularity вӗрентӳ центрӗ пысӑк вырӑн йышӑнать. 2025 ҫулта унта 500 ытла ҫын вӗреннӗ. Центр воспитанникӗсем пысӑк кӑтартусем кӑтартнӑ. Чӑваш Ен командисем пуҫласа ICPC программӑпа иртнӗ тӗнче чемпионачӗн чӗрӗк финалне тухнӑ.
2024 ҫултанпа регионта патшалӑх управленийӗн ӗҫне тухӑҫлӑрах йӗркелесе пырас тӗллевпе (Process Mining) технологине ӗҫе кӗртнӗ. 2025 ҫулта системӑна анлӑлатнӑ: МФЦ-ра, бухгалтерире, документсен ҫаврӑнӑшӗнче тата туянура процессен мониторингне йӗркеленӗ.
Общество хӑрушсӑрлӑхне ӳстерме 2024 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче урамри видеосӑнавӑн пӗрлӗхлӗ системине кӗртнӗ. 2025 ҫулхи раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне 4 пин ытла камера хута янӑ.
