Чӑваш Ен йӗлтӗр спорчӗпе тата биатлон енӗпе Пӗтӗм Раҫҫейри стартсен центрӗ пулса тӑнине палӑртнӑ регион Пуҫлӑхӗ

Чӑваш Ен йӗлтӗр спорчӗпе  тата биатлон енӗпе Пӗтӗм Раҫҫейри стартсен центрӗ пулса тӑнине палӑртнӑ регион Пуҫлӑхӗ

Чӑваш Ен Пӗтӗм Раҫҫейри йӗлтӗрпе чупас тата биатлон ӑмӑртӑвӗсене пӗрремӗш хут йышӑнать. Ку хутӗнче ӑмӑртӑва сусӑрсем тухнӑ, мала тухассишӗн хӗрӳ тупӑшнӑ.

Шупашкарти 2-мӗш номерлӗ Олимп резервӗн спорт шкулӗн базинче йӗркеленӗ ӑмӑртусене.  Спорт ӑмӑртӑвӗсем нарӑс уйӑхӗн  13-мӗшӗччен пулӗҫ. Ҫӗнӗ йӗлтӗр трассине хута яни республикӑри Хӗллехи спорт центрӗн никӗсӗ ҫинче хальхи биатлонпа йӗлтӗр комплексӗн аталанӑвӗн пысӑк тапхӑрӗ пулса тӑчӗ. Ҫакӑ спортсменсем валли тренировка процесӗ йӗркелесе пысӑк шайри ӑмӑртусене хутшӑнма  витӗм кӳрет.

Иртнӗ тапхӑрта объект регион тата регионсен хушшинчи шайри темиҫе теҫетке старт йышӑнса хӑйӗн  пысӑк пӗлтерӗшне ҫирӗплетрӗ.

 «Чӑваш Ен Правительстви кашни спортсмена спортри ӑсталӑха туптама хӑтлӑ условисем йӗркелесе парать.

Паянхи стартсем, чи массӑллӑ пулмасан та, республикӑшӑн питӗ пӗлтерӗшлӗ. Ку вӑл пӗтӗм Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑрту, вӗсем Паралимп вӑййисене хатӗрленес ӗҫӗн пӗлтерӗшлӗ тапхӑрӗ шутланаҫҫӗ. Тен, темиҫе эрнеренех ҫак стартсене хутшӑнакансен ячӗсене паралимп чемпионӗсен списокӗсенче курӑпӑр.

Адаптивлӑ спорт ҫирӗппӗн аталанса пырать пулин те, шӑпах йӗлтӗрпе чупассинче тата биатлонра пирӗн тӑрӑшмалли тата та пур-ха. Ҫак ӑмӑртусем республикӑри ҫак дисциплинӑсене аталантарма хӑватлӑ импульс парасса шанса тӑратӑп»,  тесе уйрӑмӑн палӑртса  каланӑ  Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хӑйӗн сӑмахӗнче.

Ӑмӑртусене Мускаври, Санкт-Петербургри, Пушкӑртстанпа Удмурти республикисенчи, Архангельск, Новосибирск тата Свердловск облаҫӗсенчи 50 ытла вӑйлӑ спортсмен хутшӑнать.

Турнир шайӗ пысӑккине хутшӑнакансен йышӗ ҫирӗплетет, вӗсен хушшинче Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ спорчӗн тӑхӑр мастерӗ, ҫав шутра икӗ хут Паралимп чемпионӗ ята тивӗҫнӗ Владислав Лекомцев (Сочи-2014) тата Паралимп вӑййисен икӗ хут чемпионки пулнӑ Екатерина Румянцева (Пхёнчхан-2018). Наградӑшӑн кӗрешесси арҫынсемпе хӗрарӑмсем, юниорсемпе юниоркӑсем, ҫавӑн пекех яш-кӗрӗмпе хӗрсем хушшинче виҫӗ ӳсӗмри категорире пулӗ.

Чӑваш Республикин спорт министрӗ Василий Петров ҫакӑн пек ӑмӑртусем ирттерни регионшӑн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ, мӗншӗн тесен вӗсене паралимп дисциплинисене анлӑрах сарма, ҫӗнӗ спортсменсене явӑҫтарма тата Чӑваш Енре ҫак ҫул-йӗре аталантармалли ҫирӗп тытӑм йӗркелеме  витӗм кӳрет тенӗ вӑл.



09 февраля 2026
08:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter